Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
+0.3 °C
В любви теряют рассудок, в браке же замечают эту потерю.(М. Сафир)

Ad

Валери Туркай: «Чӑваш намӑсӗ, инкекӗ...»

Валери Туркай29.02.2020 10:2120647 viewsEdit Delete

Чӑваш намӑсӗ, инкекӗ

Халь ларать-тӗр килӗнче,

Иртнине аса илет-тӗр

Выртнӑ чух диван ҫинче.

Ӑнсӑртран «ҫулпуҫ» вӑл пулчӗ.

Чӑн та пулчӗ ӑнсӑртран.

Влаҫӗпе пайтах ыр курчӗ,

Ыр курма юратнӑран.

Халӑха шута хумарӗ.

Кулчӗ ҫеҫ лӗх-лӗх унран.

Ун пек ӑслӑ ҫын та ҫукчӗ, —

Вӑл ҫапла шутланӑран.

Никама та пулӑшмарӗ, —

Ҫын лексен йывӑрлӑха.

Ӑслине вӑл ҫул памарӗ,

Пачӗ ҫул пур йӑх-яха.

...Аҫа ҫапрӗ те кӗрлерӗ

Аслати кӗтмен ҫӗртен!..

Ҫук «ҫулпуҫӑн» текех влаҫӗ!..

Ҫук ӑна хӗрхенекен!..

Ыттисем халь пысӑк влаҫлӑ.

Ман шанас килет: вӗсем

Халӑха, тен, шута хурӗҫ,

Пулмӗҫ нишлӗ йӗксӗксем...

...Чӑваш намӑсӗ, инкекӗ

Халь ларать-тӗр килӗнче.

Иртнине аса илет-тӗр

Выртнӑ чух диван ҫинче.

Валери ТУРКАЙ,

Чӑваш халӑх поэчӗ

29.02.20

Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (76)]

Comments:

Agabazar // 3504.11.6349
2020.02.29 17:37
Agabazar
Илле-Атнер-суяМикулаПавловски,

Ма хăвна Хветуç-Хĕветле-Микуç ят памастăн?

Ма çав "Илле", "Атнер", "Микула Павловски" тенисем патне туртăнатăн?

Авă, Валери Туркай, кунта кашни килмессерен хăйĕн телефонне хăварать. Çапла вара, кам никнейма ĕненмест, телефонпа шăнкăравласа тĕрĕслеме пултарать.
Микула // 9259.3.8429
2020.02.29 17:55
Шучӗпе каласан , кунта мораль пачах урӑхла пулмалла. Халӑх суйланӑ ҫынна пӗр ҫын ӗҫрен кӑларма пултарать пулсан мӗнле демократи пултӑр ? Кам хушнине итлемелле ,халӑхран ыйтмалла мар тунӑ пулсан ? Ун пек пулсан ыран та халӑхран кам ыйтӗ,ун шухӑшӗ кама кирлӗ пулӗ? Пӗр ҫынна анчах юрамалла вӗт ? Апла пулсан пирӗн мӗншӗн суйланӑ пек ятне туса ҫӳремелле. Кам кӑларма пултарать,ҫав суйлатӑр кӑна ? Кӑларма та халӑхран ыйтман пулсан,вӑхӑтлӑха кама лартассине те Шупашкарта мар Мускавра шутланӑ пулсан ,мӗн тума кирлӗ халӑхӗ вӗсене ? Налук сӑптӑрма тата суйланӑ кун кирлӗ "процент явки" тума? "Ӑслӑ" пулнипе "йӗркеллӗх "паян ытларах чух уйрӑм. Темле пулсан та, Игнатьев , "разведкӑна" кайма юрамаллӑ ҫын пек курӑнать.
Agabazar // 3504.11.6349
2020.02.29 18:35
Agabazar
Микула, эс халлап çапни кунта никама та кирлĕ мар. Нвальнăйсем халлап çапни те çителеклĕ. Анчах та эс Навальный мар. Анвальныйсене сан пек чăвашсем пит кирлех те мар.

Эс ху та пит кирлĕрен мар, халлап çапассишĕн çеç тăратăн кунта.
Микула // 9259.3.8429
2020.02.29 18:57
Никам тесе чӗнеҫҫӗ пулсан ,уйрӑмах ӳтесен паллах кирлӗ мар? Суйни те сан кашни утӑмрах. Сана килӗшменни те вӑл аван "кӑтарту" . Навальный те чарма ҫуккине кура "ерткеленӗ" пек тумалли проект кӑна. Эс те кунта прект кӑна,сӑтӑрҫӗсен проекчӗ. Кунта Микула мӗншӗнне пурте пӗлеҫҫӗ ,ес анчах пурне те ҫыртса илес шухӑшлӑ ?

Николай Афанасьев и ещё 6 человек считают классной тему «Моргауши и Моркваши. Родственные не только по названию? ...» - халӑх шухӑшӗ , никамтапасарӗ анчах хирӗҫле.
Катя Мясникова и ещё 9 человек считают классной тему «Моргауши и Моркваши. Родственные не только по названию? ...
Agabazar // 3504.11.6349
2020.02.29 19:06
Agabazar
Вăт-вăт, такамăн проекчĕсене ан сĕтĕр кунта, сĕтĕрекенсем сансăрах пур.
вырак суварин // 1437.1.9259
2020.02.29 19:08
Влаç умăнче йăпăлтатама пуçлани кăна ку. Хальхи И.О. главы чăваш чĕлхи кирли маррине çирĕплетсех калать пулин те.. темле шанчăк пулмалла тесе çырать поэт.. экономика тĕлĕшенчен лайăхрах пулсан кăна.. вăл та паха.. анчах та чăвашлăха аталантарас çук. Енчен те малтанхи глава пирки çырнă пулсан, паян мар.. вăл главара ларнă чухне çырса хăйне ярса панă пулсан ..вот поэт вара маттур. Анчах та çиле хирĕç пĕр поэт та, писател те.. юрăç та ..журналист та.. нименле чăваш институчĕн ертюçите утасшăн мар... яланах çиле май.. юхăма май.
Микула // 9259.3.8429
2020.02.29 19:11
Тӗлӗнтерен. Кама пропоганда минретеймеҫ пурте Навальный ҫыннисем тетересшӗн ? Ҫук ҫав. Ун пек ала пире валли мар.
Пулкар // 2241.71.2169
2020.02.29 19:22
Путин ҫинчен пулас ку япала, маттур Туркай!
Agabazar // 2597.10.9506
2020.02.29 20:47
Agabazar
Кам пĕлет çав ĕнтĕ? Те Путин пирки, те Фёдоров пирки, те Эрдоган пирки?

Калать вĕт-ха Микула текенни Эрдоган чавушсен патши тесе.
Пĕри // 3860.65.5529
2020.02.29 22:13
Чăваш намăсĕ, инкекĕ ансăртран çак сăвва çыраканни хăй мар-ши, ара? Асне килмест-ши вара "Хыпарв" редакторĕнче ларнă чух "Тĕп редактор колонкинче" Игнатьева каçса кайса мухтанисем, Атнер Петрович Хусанкая "пăх"-ланисем?

Pages: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.

Supported HTML Tags:

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters