Хăрушла авалхи темĕнле "Арменири" чăвашротсене (енчен те вĕсем чăнахах пулнă пулсан!!!!!!!) Атăлпа Кама çинчи чăвашсемпе епле çыхăнтарма пулать???????????????????????7
Вĕсен хушши миçе пин çул тата миçе пин километр.
Çак япаласене туртса кăларам пекки тунинче аванни пĕрре çеç: вĕсене Русаков хай шутласа кăларман!
«Шутласа кăлараканĕ» — В.Ф.Каховский.
Анчах та Василий Филиппович тахçан шутласа кăларма хăтланнă çавнашкал япаласене тахçанах çырмана кăларса пенĕ!
Хăйне хăй хисеплекен нихăш çын та халь тин çын куçĕ умне кăларса хурас çук унашкал паккăç япаласене!
Темле мекĕçленсен те пин-пин çул витĕр, пин-пин çухрăм урлă йĕрлесе пыраймастан. Ан та аппалан, Руссаккофф!
Каховский ни чĕлхеçĕ, ни историк пулман. Вăл археолог пулнă. Анчах та археологи тĕпчевĕсене те вăл урăх çынсем ертсе пынипе туса пынă, тĕпрен илсен.
Сысна пылчăк тупать тенешкел, кунта та таçтан темле шăршăллă-маршăллă япаласене сĕтĕрсе килеççĕ иккен.
Тахçан Каховский тепле персе янă сăмахсене нимле ăславçă та çирĕплетсе паман.
В. В. Николаев тетре?
Анчах та вăл та ку тĕлĕшпе авторитет та, специалист та мар. Вăл — çĕрме пуян, менеджер, инженер, финансист, бизнесмен, меценат, спосор тата ытти такам!..........
Анчах та вăл эс пăхса тухакан япаласене объективлă хак пама пултарайман.
Тепĕр тесен эс кунта вăл мĕн каланине илсе кăтартман. Анчах кăтартмасăрах пĕлетĕп: пит кăсăкли унта нимех те çук. Миххи-миххипе выртакан укçа шăршисĕр пуçне ним те çук темелле пуль.
Сăмах май каласан Даль патĕнче те "Чăваш" мар, "Чуваш" мар, чăннипе ЧУВАША тени тăрать. Пусăм юлашки сыпăкра.
Максим Горькийĕн "Детство" хайлавĕнче те çавах. Анчах та ку ăнсăртран килсе тухнă пĕрпеклĕх пекки çеç.
Даль тата Горький палăртнă ЧУВАША тата пирĕн Чăваш хушшинче нимле çыхăну та çук. Вĕсен тымарĕсем расна.
Унашкал ăнсăртран сиксе тухнă пĕрпеклĕхсем тĕнчере нумай. Кашнин патĕнче чарăнса тăрас пулсан халтан кайма пулать.
Тахасшăн, ан хапсăнăр унашкал <<пĕрпеклĕхсене>>. Ултавлă вĕсем!
"Чăваш" сăмах чи пирвай Хусан ханлăхĕн территорийĕче сиксе тухать.
Эппин унăн тымарĕсене те шăпах çавăнта шырамалла! Урăх ниçта та мар!
Кунта çуралнă, кунтах çирĕпленнĕ çав сăмах.
Антарктидăра мар. Камчаткăра та мар.
Бразилире мар, Австралире мар.
Çĕнĕ Зеландире, Патагонире, Гималайра, Арменире-Грузире, Панамăра, Фиджире, Индонезире мар.
Хусан ханлăхĕ пулнă çĕр çинче шырас пулать.
Кострома — Хустăрма текелесе сÿпĕлтетме вăтанас пулать.
Кумертау тени чăвашла куçарсан «Кăмрăк (!) тăвĕ» пулать.
Варык // 1726.84.3785
2020.03.10 08:36
Эх Акапасар,пит пурнӑҫран кая юлса пыран иккен.Вула малтан паллӑ историксен Иванов-Алмантай тата Ювенальев ӗҫӗсене.Унта суварсем арменинчен тата унтан маларах Иран тӑрӑхӗнчен куҫса килнине питӗ тӗплӗн ҫирӗплетсе панӑ.Сувартан чӑваш пулни каламасӑрах паллӑ.
Evgeniy // 3525.41.7146
2020.03.10 12:17
Чувашские идеологи лихорадочно ищут историческое место в истории в преддверии 500 летия названия чуваша.
ан култар-ха!