Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -5.7 °C
Сочинять не так уж трудно, труднее всего - зачеркивать лишние ноты.(Брамс)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Тӗнче ухмахӗсем

Аçтахар Плотников12.02.2008 09:435646 views
Ӑна ухмах тесе те калама май ҫук ӗнтӗ. Вырӑсла вӗсене варвар теҫҫӗ. Ҫавӑн пек ӗҫе тума мӗнле анра пулмалла ӗнтӗ? Сӑмахӗ ак мӗн пирки пырать: нарӑсӑн 10-мӗшӗнче пӗр тӑмсай Сеулти Намтӑмун (Намдэмун) хапхине ҫунтарса янӑ. 1398 ҫулта туса лартнӑ хапха паянхи кунччен упранса юлнӑ, анчах та ҫав анкӑ-минкӗне пула тӗнче ҫак чаплӑ палӑка ҫухатрӗ /ҫӗнӗрен туса лартасшӑн пулас.../.
http://lenta.ru/news/2008/02/12/arsonist/

//Сӑмах май, «ухмах» пӗлтерӗшлӗ сӑмах чӑвашӑн пӗр купа. Тен, «хитре» пӗлтерӗшлисенчен те нумайтарах: тӑнсӑр, тӑмсай, шӑмпай, анра, тӑрнай, анкӑ-минкӗ, калтенек, пӑшал (тӑм пӑшал — глупец), шӑнттарай, тӑмпай, ҫурмаккай...
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (5)]

Comments:

Victor // 7433.0.1181
2008.02.20 18:12
Victor
Çынна уншăн ма ухмах тес. Хурахла ĕҫ тунă пулӗ - хурах, анчах ухмах мар. Хăй чунне пăвакан авалхи йăлăхтармăш хуралтăна çунтарса яма ăс-хакăл çитернĕ. Эс ху унашкаллине - ас ту! - тăваймасттăн.

Ман шутпа, Намтăмун ĕçĕ "усал пĕлтерĕшлĕ" е "усаллăх пĕлтерĕшлĕ". Этем чăтма çук ырлăхра пурăнсан - усаллăх та сăваплă, тет.
Victor // 7433.0.1181
2008.02.20 18:43
Victor
Şitmennine tata, UHMAH arap sămahĕ: aHmaq. :) Tem pĕlteret ĕntĕ văl arap cĕlhince. Es ilse kătartnă ilemlĕ căvaš (hăšĕ-pĕri ĕntĕ) sămahĕsen pĕlterĕšĕ vara vitĕr kurănsa tărat'.
2008.02.20 19:02
Аçтахар Плотников
Ман шутпа, Намтăмун ĕçĕ "усал пĕлтерĕшлĕ" е "усаллăх пĕлтерĕшлĕ". Этем чăтма çук ырлăхра пурăнсан - усаллăх та сăваплă, тет.
Ăнланмарăм вара... авалхи япалана мĕнле çунтарса яма юрать вара? Ăна, вăл хапхана, кам тунине пĕлместĕп, мен сăлтавĕпе тунине те пĕлместĕп, анчах вăл истори палăкĕ пулнине туятăп. Çав аваллăха чухламан, ăна хаклама пĕлмен çын маншăн ухмах.
Victor // 7433.0.1181
2008.02.21 09:26
Victor
Чăвашсемшĕн ун ĕҫне ӑнланма йывăр - эпир Корейăпа танлаштарсан пурлăх-ырлăх енĕпе питĕ кайра пыратпăр - пирӗн туса кăларма хал шфрамалла. Вĕсен вара ытлашши нумай - аркатмалла.
Севул пек пысăк хуласенче кăмăлта ҫав вилӗ мул тăрăх калла-малла ҫÿрени чуна, ҫынлăха аркату туйăмӗпе пăлхатать.
Тухăҫри ăсчахсем авалхи тĕн хуралтисене пин ҫул та пĕрре те пулин ҫĕмĕрмелле теҫҫĕ.
Микула // 3004.53.9023
2008.02.22 08:49
арнольд чавашнегре 220вольт тата ман килти телефон

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters