Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +2.3 °C
Кто малым не доволен, тот большего не достоен.(В.И.Даль)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Чӑваш фильмӗсене пӑхрӑм

Аçтахар Плотников17.03.2008 16:435515 views
Шупашкара ҫитнӗ хыҫҫӑн нумай чӑваш фильмӗсене пӑхма май пулчӗ — юлташсем патӗнчен дисксене илсе килнӗ те (тата хам та тепӗр диск илтӗм) — пӑхрӑм.
Ак ҫаксем пулчӗҫ: "Кин кӗртесси ҫӑмӑл мар", "Пушмак пӑру мыскари", "Иртнине тавӑраймӑн", "Капӑр Кулине", "Арӑмсем тӑна кӗртрӗҫ" (ҫӑплаччӗ пулас). Пурте тенӗ пекех камитсем, иккӗшӗ вӗсенчен тата мелодрама евӗрлӗ.

Мӗн сӑнарӑм:
* пӗр вырӑнта актёрӗ такӑнчӗ (хӑш фильмрине хать тӗрӗсех астумастӑп). Фильм вӑл театр мар, ҫавна май вӑл сценӑна ман шутпа ҫӗнӗрен ӳкермеллех пулнӑ ҫав.
* "Пушмак пӑрири" арман килӗшрӗ. Вӑл ӑҫтарах вырнаҫнине питӗ пӗлес килет.
* Ҫав "Пушмак пӑрурах" ҫакӑн пек сцена пур. Тӗп харкамҫӑ (тӗп герой ӗнтӗ), арман ҫунаттисем ҫине хӑпарса ларнӑ ҫамрӑка панулми персе парать. Ҫапла май фильма илемлетес тенӗ пулӗ-ха, анчах фантастика евӗрлех пулса тухнӑ ман шутпа. Арман вӑл ҫӳллӗ-ҫке... унта персе ҫитерме ай-уй мӗн чухлӗ вӑй кирлӗ :) Ку вара ахалех персе ҫитерчӗ :)
* "Капӑр Кулинере" актёрсен ҫур пайӗ лайӑх вылять, ҫурри — театрти пек.
* "Иртнине тавӑраймӑн" фильма пӑхнӑ май темиҫе кун иртнӗ пек туятӑн, харкамҫӑсем калаҫни тӑрӑх вара — пӗр кун кӑна (е иккӗ).
* "Кин кӗртесси ҫӑмӑл мар" фильмра ҫухалнӑ вырӑн пур — пӗркенчӗк айӗнче тӑракан хӗрӗн тахӑш самантра пичӗ уҫӑлнӑ — тӳрех амӑшӗ вӑрҫни ҫине куҫать /ку вырӑн кассета ҫинчен ҫухалнӑ-ши?/.
* Хӑш-пӗр вырӑнта ытлашши сасӑсем илтӗнеҫҫӗ. Пӗр вырӑнтах ҫумӑр ҫунипе ҫумӑр ҫума чарӑнакан вырӑнсем тӗл пулаҫҫӗ (икӗ камерӑпа ӳкернӗ пулас, е расна вӑхӑтра).
* Ак ҫак япала мана тата куҫа лекрӗ — хӗвеле хирӗҫ ӳкернӗ вырӑнсем питӗ нумай. Вӑл вырӑнсенче вара нимӗн те курӑнмасть теме те пулать. Уйрӑмах "Капӑр Кулине" фильмра вӑл самантсем нумай. Ҫтаппан чӑрӑш касма кайнӑ вырӑн питӗ илемлӗ пулмаллаччӗ, анчах, шел те, хӗвеле пула пӗтӗпех пӑсӑлнӑ. Ман шутпа ӳкерекенӗн ҫав самантсене пӗлмеллех ӗнтӗ. Лайӑх пулман вырӑнсене ман шутпа тепӗр хут ӳкермелле.

5 паллӑлла хаклас пулсан:
"Кин кӗртесси ҫӑмӑл мар" — 4.8
"Пушмак пӑру мыскари" — 4.4
"Иртнине тавӑраймӑн" — 4.4
"Арӑмсем тӑна кӗртрӗҫ" — 4.0
"Капӑр Кулине" — 3.0

ХК: "Аннене анне тееҫӗ" фильма эпӗ 4.8 паллӑ парнӑ пулӑттӑм.
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters