Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Человек, который не может найти час в день для души - не человек.(Талмуд)
 

Ad

Николай Сидоров: Камсем эпир, чӑвашсем?

Николай Сидоров03.12.2021 18:049711 views

Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай эпӗ ҫырнӑ «Куҫна уҫ, артист» статья вӗҫне хӑварнӑ комментарие вуларӑм та, ӑна – ӗҫтӗшӗме – тав сӑмахӗ каласшӑн. Йывӑр лару-тӑрура сана – айӑпсӑр айӑпланнӑ ҫынна – пӗр-икӗ сӑмах каласа хавхалантарни питӗ кирлӗ. Шел те, тӗрӗссине калакан этем хальхи вӑхӑтра сахал. Пирӗн нумай ҫыравҫӑн, артистӑн, режиссерӑн, художникӑн, наука сотрудникӗн, журналистӑн тата ыттисен пӗр хӑюлӑх та, гражданла позици те ҫук. Эпӗ ҫакна асӑрханӑ: кам пуҫлӑх умӗнче йӑпӑл-йӑпӑл калаҫать, кам ӑна сутӑнать, кам ӑна пуҫ таять, кам ӑна мухтать – ҫавӑ питӗ лайӑх пурӑнать. Пуҫлӑхсен киревсӗр ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен, тӗрӗсмарлӑхӗ ҫинчен, ултавӗ ҫинчен манӑн мар, журналистсен ҫырмалла, анчах вӗсем тахҫантанпах шыв сыпнӑ пек пурӑнаҫҫӗ. Кухньӑра «пӑшӑл-пӑшӑл» пӑтти пӗҫернисӗр пуҫне, мухтав юрри юрланисӗр пуҫне урӑх нимӗн те тумастпӑр, чӑн пулнине каламастпӑр, пичетре ҫырмастпӑр, ҫаплах хамӑрӑн ачаш ӳт-пӳ тӑрӑх саламат чупасран, карьера пӗтсе ларасран шӑши пек тӑр-тӑр чӗтресе ларатпӑр, тен, ҫавӑнпах мана Чӑваш халӑх поэчӗн хӑюллӑ сӑмахӗ чӑннипех те савӑнтарчӗ. Тавах, Валери.

Ҫавӑн пекех университетра пӗрле вӗреннӗ юлташсене те тав сӑмахӗ каласшӑн. Вӗсен хавхалантарӑвӗ, ӑшӑ сӑмахӗ те ман пата ҫитрӗ. Чӑваш театрӗнче ӗҫлекен артистсем те айккинче юлмарӗҫ. Пӗрин хыҫҫӑн тепри манпа пӗр шухӑшпа пулнине пӗлтерчӗ, анчах ятне-шывне асӑнма хушмарӗ. «Эпир пурте питӗ хытӑ хӑратпӑр. Пире пуҫлӑхсем пуҫӗпех путарса лартнӑ. Тархасшӑн, тӗрӗссине татах ҫыр, ан хӑра», — терӗҫ. Хӑшӗ-пӗри шелленҫи те турӗ: «Микула, мӗне кирлӗ сана ҫакӑ? Пуҫлӑхсем ҫинчен ҫырма пӑрах. Пӗрех вӗсене ҫӗнтереймӗн. Хӑвнах япӑх пулӗ».

Эпӗ, хисеплӗ вулаканӑм, ҫырман пулӑттӑм. Анчах мана ҫаплах пирӗн пуҫлӑхсен чапраслӑхӗ, мӑнкӑмӑллӑхӗ, чунсӑрлӑхӗ, вӗҫкӗнлӗхӗ, ултавӗ, нимӗн туманни, чапшӑн ҫунни, хӑйсене кӑна мухтани (тепӗр чухне журналистсене тара тытса, чӗнсе илсе, хӑна туса мухтав юрри юрласа параҫҫӗ), тӗрӗс сӑмахшӑн тавӑрни, ырӑ тунине хӑвӑрт манни, ватӑсене хисеплеменни чунтан тарӑхтарать. Акӑ, иртнӗ эрне кун (ноябрӗн 26-мӗшӗнче) Чӑваш халӑх поэчӗ, М. Горький ячӗллӗ РСФСР, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш АССР Патшалӑх премийӗсен лауреачӗ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пӗрремӗш, иккӗмӗш степенлӗ, Ленин, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав, Октябрь революцийӗн, «Хисеп Палли» орденсен кавалерӗ, вӑрҫӑра темиҫе хут аманнӑ капитан-фронтовик, чӑваш поэзийӗн классикӗ, паллӑ драматургӗ Яков Гаврилович Ухсай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитрӗ. Ҫакӑ чӑваш халӑхӗшӗн, Чӑваш наци конгресӗшӗн, Чӑваш театрӗшӗн, чӑваш хаҫат-хурналӗшӗн, чӑваш литературипе поэзийӗшӗн, культуришӗн чӑн-чӑн уяв пулмаллаччӗ. Эпӗ хамӑрӑн Чӑваш халӑх сайтӗнче республика пуҫлӑхӗсене ҫак паллӑ кун ҫывхарнине систерсе «Якку пичче» ятлӑ статья та пичетлесе кӑлартӑм. Чӑн та, пысӑк уяв пуласса шаннӑччӗ, кӗтнӗччӗ. Ара, хӑвӑрах шутлӑр-ха: Яков Ухсай чӑваш халӑхӗн сумлӑ, чаплӑ, паллӑ ҫынни-ҫке. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче чӑваш халӑх ятне, чӑваш чӗлхине Раҫҫей, СССР, тӗнче шайне ҫӗклерӗ, унӑн ывӑл-хӗрне мухтарӗ, К.В. Ивановӑн тӑванӗ пулнӑ май унӑн еткерлӗхне пуҫтарчӗ, ӑна халӑх патне ҫитерчӗ. Тутарсем, авӑ, хӑйсен паттӑр ывӑлӗ, «Моабит тетрачӗн» авторӗ Муса Джалиль поэт ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине Раҫҫей шайӗнче паллӑ турӗҫ. Дагестанӑн мухтавлӑ ывӑлӗ, Дагестан халӑх поэчӗ Расул Гамзатов ҫуралнӑранпа часах 100 ҫул ҫитет. Ӑна та Раҫҫей шайӗнче паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Раҫҫей Президенчӗ В. В. Путин ятарласа Указ кӑларчӗ, Раҫҫей правительствине аслӑ поэтӑн ҫуралнӑ кунне Раҫҫейра анлӑн паллӑ тума хушрӗ.

Ытти халӑхсем хӑйсен ятлӑ, сумлӑ, чаплӑ, мухтавлӑ ывӑл-хӗрӗ тавра пуҫтарӑнма, йӗркеленме, ӗҫлеме, наци ыйтӑвӗсене татса пама, халӑх ятне, чӗлхине, йӑли-йӗркине чапа кӑларма пӗлеҫҫӗ пулсан, пире – чӑвашсене – ҫавӑн пек пулма мӗн чӑрмантарать? Нимӗн те. Яков Ухсай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине эпир Раҫҫей шайӗнче мар, республика шайӗнче те мар, Культура министерстви шайӗнче те мар, Чӑваш театрӗн шайӗнче те мар, пӗр пӗчӗк музей шайӗнче ирттертӗмӗр. Намӑс. Эпир – чӑвашсем — ҫакӑн хыҫҫӑн камсем? Хамӑр халӑхӑн аслӑ, сумлӑ, чаплӑ ывӑлӗпе мухтанас вырӑнне унӑн ятне манӑҫа кӑларатпӑр, кирлӗ пек чысламастпӑр, асӑнмастпӑр, тӗп тӑватпӑр.

Пӗр-икӗ ҫын ҫапла калани те пулчӗ: «Хальхи вӑхӑтра – ковид. Уявсемпе лӑпӑртатса ларма вӑхӑчӗ те, майӗ те ҫук».

Майӗ пур. Кӑмӑлӗ ҫук. Иртнӗ эрнере кӑна Чӑваш театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталия Сергеева режиссер 50 ҫул тултарнине чаплӑн паллӑ турӗҫ. Туп-тулли залра Культура министерствинчен килнӗ ҫынсем те, Чӑваш наци конгресӗнчен килнӗ ҫынсем те, чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗнчен килнӗ ҫынсем те, район администрацийӗнчен килнӗ ҫынсем те, ытти регионсенчен килнӗ представительсем те, Чӑваш театрӗн пуҫлӑхӗсем те пулчӗҫ, юбиляра чун-чӗрен саламларӗҫ, ырлӑх-сывлӑх, телей сунчӗҫ. Тепӗр пилӗк кунран «Тутимӗр» авторӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитрӗ. Чӑваш театрӗн пуҫлӑхӗсем ун пирки аса та илмерӗҫ. Ара, вилнӗ ҫын кама кирлӗ? Никама та. Пушкӑрт ҫӗрӗ ҫинчи Кӗсле ту тӑрринче канлӗх тупнӑ Чӑваш халӑх поэчӗ Яков Гаврилович Ухсай сана килсе вӑрҫаймӗ, пӳрнипе юнаймӗ, сивӗ куҫпа пӑхаймӗ. Вӑл уяв Яков Ухсая кирлӗ тетӗр-и? Ҫук, паллах, ӑна мар, вӑп пире – сыввисене, ҫитӗнсе пыракан ӑрӑва – кирлӗ. Ача мӗн пӗчӗкрен пӗлсе ӳстӗр – вӑл пурӑнакан ҫӗршывра ватӑсене хисеплеҫҫӗ, чыслаҫҫӗ, тӑвӑн халӑхшӑн тӑрӑшнӑшӑн тав тума пӗлеҫҫӗ, ырӑ ӗҫне, хӑйне манмаҫҫӗ.

Яков Ухсай пурӑннӑ чух пӗр-пӗр пуҫлӑхӑн киревсӗр ӗҫне асӑрхасан ҫапларах калатчӗ: «Сӳтӗк мар-и вӑл?». Ахӑртнех, ватӑ ӗҫтешӗмӗр кайран хӑйне пирӗн пуҫлӑхсем мӗнлерех аса илессе, чысласса ун чухнех пӗлнӗ, сиснӗ, туйнӑ тейӗн.

Эпӗ «Хыпар» хаҫатӑн кӑҫалхи ноябрӗн 26-мӗшӗнче тухнӑ эрне кунхи номерне уҫса пӑхрӑм. Шел те, Яков Гаврилович Ухсай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине хыпарҫӑсем халӑха хыпарлама хыпӑнман. Асӑнман та. Палӑртман та. Ун вырӑнне «Хыпар» хаҫат К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫин, СССР халӑх артисчӗн В.Н. Яковлевӑн калаҫӑвне пичетленӗ. Тем пысӑкӑш сӑн ӳкерчӗкпе. Пирӗн хисеплӗ режиссер Чӑваш театрӗ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче мӗнлерех ӗҫлени ҫинчен, вӑрҫа хутшӑннӑ театр ӗҫченӗсем ҫинчен каласа парать. Театр вӑл вӑхӑтра аван ӗҫленӗ тесе палӑртать режиссер. Хам енчен ҫапла каласшӑн: хытӑ ӗҫленӗ, паттӑрла ӗҫленӗ. Ҫимелли, тӑхӑнмалли, укҫи-тенки ҫук пулсан та. Хальхипе танлаштарсан – вунӑ хут, ҫӗр хут, пин хут лайӑхрах ӗҫленӗ. Спектакльсем туп-тулли залра иртнӗ. Анне калашле «урайӗнче ура тӑсма вырӑн ҫукчӗ, чӑваш театрӗн спектаклӗсене чӗркуҫҫи ҫинче куҫҫульпе пӑхса лараттӑмӑр». Халӗ театрта ӗҫлекенсен ҫимелли те пур, тӑхӑнмалли те пур, пуҫлӑхӗсем укҫи-тенкине кӗреҫепе хыраҫҫӗ – театрта кӑна куракан ҫук. Кун пирки темшӗн хисеплӗ режиссер пӗрре те шарламан, асӑнман. Акӑ мӗн пирки калаҫтарас пулать ӑна хаҫатра, ан тив, каласа патӑр: мӗншӗн Чӑваш театрӗнче куракан ҫук, мӗншӗн спектакльсен шайӗ питӗ пӗчӗк, мӗншӗн куракан спектакльсенчен туха-туха каять?

Эпӗ «Хыпар» хаҫат пуҫлӑхӗсенчен ҫапларах ыйтасшӑн: сире Чӑваш халӑх поэчӗ, вӑрҫӑ ветеранӗ, фронтовик, чӑвашсен чи паллӑ ҫыннисенчен пӗри Я.Г. Ухсай мӗнпе кӳрентернӗ-ши? Мӗнпе вӑл сирӗн умра айӑпа кӗнӗ? Мӗншӗн унӑн ячӗ хӑй ҫуралнӑ кун сирӗн хаҫатра пӗр йӗркелӗх те пулин вырӑн тупайман? СССР халӑх артисчӗн В.Н. Яковлевӑн калаҫӑвне пӗр-икӗ кун каярах пичетлеме май пулман-им? Пулнӑ, паллах. Чӑваш халӑх поэчӗ Я.Г. Ухсай кӑна пӗр-ик кун каярах ҫуралма пултарайман. Темшӗн ӑна амӑшӗ чӳк уйӑхӗн 26-мӗш кунӗнче 110 ҫул каялла ҫуратнӑ...

Качакан сукмакки пур, япалан йӗрки пур. Ман шутпа, ҫак кун СССР халӑх артисчӗн, В.Н. Яковлев режиссерӑн «Хыпар» хаҫатра та, Чӑваш театрӗн сцени ҫинчен те Я.Г. Ухсай ҫинчен калаҫмаллаччӗ. Сӑлтавӗ те пур. Пӗрремӗшӗ – Яков Гаврилович Ухсай Чӑваш театрӗшӗн сахал мар ӗҫ тунӑ, иккӗмӗшӗ – Валерий Яковлев режиссер Яков Ухсай ҫырнӑ «Тутимӗр» трагедийне сцена ҫине кӑларнӑ. Асӑннӑ спектакль Чӑваш театрӗн Ылтӑн фондне кӗнӗ, иртнӗ ӗмӗрӗн сакӑр вуннӑмӗш ҫулӗсенче чи вӑйлӑ спектальсенчен пӗри шутланнӑ. Аса илмелли, каласа памалли, паллах, хисеплӗ режиссерӑн ҫук мар. Шел те, темшӗн вӑл Яков Ухсай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитни ҫинчен «Хыпар» хаҫат пекех ниҫта та, пӗрре те асӑнман. Ахӑртнех, унӑн ячӗ хӑйӗн ятне хупласа хурасран шикленнӗ.

Нумаях пулмасть К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Наталия Сергеева режиссер Яков Ухсай ҫырнӑ «Шуйттан чури» трагедийне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн гранчӗпе усӑ курса сцена ҫине кӑларчӗ. Пысӑк, пархатарлӑ ӗҫ турӗ. Вӑл куншӑн, паллах, тав сӑмахне тивӗҫлӗ. Халӗ, хисеплӗ вулаканӑм, шутлар-ха, Чӑваш халӑх поэчӗ Я.Г. Ухсай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине паллӑ тума Чӑваш театрӗн пӗтӗм майсем пулнӑ:

  • Я.Г. Ухсай ҫырнӑ «Шуйттан чури» трагедие иртнӗ ҫул кӑна сцена ҫинче лартнӑ, вӑл репертуарта пур, эппин ӑна ноябрӗн 26-мӗшӗнче (Я.Г. Ухсай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ кун) куракана ҫеҫ кӑтартмалла пулнӑ?
  • Я.Г. Ухсай хӗрӗсем – Еленӑпа Оля – сывах, вӗсене, Яков Ухсай мӑнукӗсене, тӑванӗсене Уяв каҫне кӑна чӗнмелле пулнӑ?
  • Чӑваш Ен Пуҫлӑхне е Культура министрне, Чӑваш наци конгресӑн пуҫлӑхӗсене, Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗсен пуҫлӑхӗсене, журналистсене, шкул ачисене, студентсене Уяв каҫне кӑна чӗнмелле пулнӑ?
  • Я.Г. Ухсая астӑвакан ҫынсем, пуҫлӑхсем ҫак Уяв каҫӗнче Я.Г. Ухсая асӑнса пӗр-икӗ ӑшӑ сӑмах каланӑ пулсанах Уяв каҫӗ республика шайӗнче иртетчӗ.

Шел те, нимӗнле Уяв каҫӗ те пулмарӗ. Тен, театрта Я.Г. Ухсая асӑнса урӑхла мероприяти ирттермен-ши тесе Чӑваш театрӗн сайтне кӗрсе пӑхрӑм. Мӗн куратӑп-ха? К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче куракансене ноябрӗн 26-мӗшӗнче (Я.Г. Ухсай 110 ҫул тултарнӑ кун) Яков Ухсай ҫырнӑ «Шуйттан чури» трагеди мар, М. Сунтал Н.Я. Бичурин (Иакинф атте) ҫинчен ҫырнӑ пьеса тӑрӑх лартнӑ «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун!» спектакль кӑтартнӑ. Уяв каҫӗ те пулнӑ. Анчах та вӑл Яков Ухсай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ уяв мар, Наталия Сергеева режиссер 50 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ Уяв каҫӗн малаллахи пайӗ: хӗрарӑм-режиссера Илья Лебедев иерей Раҫҫейри православи чиркӗвӗн Хусан епархийӗн Чӑваш Ен митрополийӗнчи Ҫвятитель Гурий ячӗллӗ чиркӳ ҫыннисене хатӗрлекен пӗрлешӗвӗн ячӗпе Чӑваш Республинче пурӑнакансен кӑмӑл-туйӑмне анлӑн ҫутатнӑшӑн Хисеп хучӗ парса чысланӑ.

Юлташсем, тӑхтӑр-ха!.. Мӗн хӑтланатпӑр? Наталия Сергеева режиссерӑн юбилейӗпе ҫыхӑннӑ уяв каҫне урӑх кун тӑсма май пулман-им-ха? Мӗншӗн ҫак мероприятие Чӑваш халӑх поэчӗ Яков Ухсай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ кун ирттермелле пулнӑ? Е мӗншӗн Чӑваш халӑх поэчӗ Я. Ухсай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ кун китай чӗлхине тӗпченӗ Н. Бичурин (Иакинф атте) ҫинчен спектакль кӑтартмалла? Эсир, театр пуҫлӑхӗсем, мӗнле пуҫпа шутланӑ? Е юри мӑшкӑлласа ҫавӑн пек хӑтланса ларатӑр? Мӗншӗн ҫак кун сцена ҫинчен куракансене «Шуйттан чури» трагеди кӑтартмалла пулман? Сирӗн, юлташсем, кӑштах халӑх умӗнче, Яков Ухсай умӗнче вӑтанасчӗ. Е намӑс-симӗсе пуҫӗпех ҫухатрӑмӑр? Чыс, чун, ӑс тени ӑҫта пирӗн? Эпир пӗр-пӗр лаҫра кирпӗч ҫапмастпӑр-ҫке, чӑвашсен культура центрӗнче ӗҫлетпӗр. Е ӗҫлетпӗр тесе ятне кӑна тӑватпӑр. Ӗҫлес килмест е ӗҫлеме пӗлместӗр пулсан, тархасшӑн, кайӑр.

Ӑ-ӑт ҫапла, хисеплӗ вулаканӑм. Ним калама пӗлместӗп. Чӗлхе ҫӗтрӗ. Чӑваш театрӗн пуҫлӑхӗсен чунсӑрлӑхӗ, чыссӑрлӑхӗ, ӑссӑрлӑхӗ, ӗҫлеме пӗлменни манӑн ӑс-тӑна, кӑмӑла, чуна хускатрӗ. Ҫапларах чысларӗҫ сана, Якку пичче, Чӑваш театрӗн пуҫлӑхӗсем. Ятна та асӑнмарӗҫ. Эсӗ ҫырнӑ трагедие те кӑтартмарӗҫ. Манчӗҫ. Кӑларса пӑрахрӗҫ. Чысламарӗҫ.

Юрӗ. Чӑваш театрӗн пуҫлӑхӗсем Яков Ухсай ятне манса кайнӑ тейӗпӗр (вӗсене вӑл Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн грантне (укҫине) илме кӑна кирлӗ пулнӑ), анчах республикӑри Культура министерстви, Чӑваш наци конгресӗ, чӑваш писателӗсен пӗрлешӗвӗсем, чӑваш наци телевиденийӗ, радиокомпанийӗ, хаҫат-журналӗ, наукӑпа тӗпчев (гуманитари) институчӗ тата ытти пӗрлешӳсем ӑҫта пулнӑ? Мӗншӗн вӗсем нимӗн те шарламарӗҫ? Культура министерствин сайтӗнче Яков Ухсай 110 ҫул тултарни ҫинчен пӗр хыпар та ҫук.

Тавах Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейне. Вӑл Яков Ухсайӑн ҫуралнӑ кунне манман, ун ячӗпе Уяв каҫӗ ирттерме шутланӑ. Ҫак уява Яков Гавриловичӑн Шупашкарта пурӑнакан хӗрне – Ольга Яковлевнӑна – хӑнана чӗннӗ. Шел те, Уяв каҫӗнче пӗр вӗҫӗм вӑрҫӑ темипе ҫыхӑннӑ юрӑ-кӗвӗ янӑранӑ.

— Ку мӗн пӗлтерет? — ӑнланма тӑрӑшнӑ Ольга Яковлевна «Калинка-малинка» композицие пӑхнӑ хыҫҫӑн.

— Яков Гаврилович Ухсай фронтовик пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑрҫӑ кӗввисем янӑраҫҫӗ, — ӑнлантарма тӑрӑшнӑ ӑна музей ӗҫченӗ.

— Эпӗ ӑна пӗлетӗп-ха, — сӑмахне малалла тӑснӑ Ухсай хӗрӗ. — Анчах Яков Гаврилович Ухсай Чӑваш халӑх поэчӗ те пулнӑ. Манӑн унӑн сӑввисене чӑвашла итлес килет.

— Тархасшӑн Уяв каҫне ирттерме ан чӑрмантарӑр. Пирӗн кунта сценари пур, — касса татнӑ ӑна уява ертсе пыракан.

Йӗркеленӗ уява та йӗркеллӗн ирттерме пӗлместпӗр. Пурнӑҫ тӑршшӗпе ашшӗн кун-ҫулне, пултарулӑхне тӗпченӗ, унӑн ӗҫӗ-хӗлне халӑх патне ҫитерессишӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ хӗрне, паллах, ҫак сӑмахсем кӳрентернӗ. Ирӗксӗрех Ольга Яковлевна Ухсай уяв каҫӗнчен тухса кайнӑ.

Юлашкинчен мӗн калас-ха? Ӑслӑ шухӑшсем калаймӑп. Чунран тухнӑ сӑмахсене ҫеҫ калатӑп. Чӑвашран тухнӑ паллӑ ҫынсен ӗҫӗ-хӗлне, кун-ҫулне, ятне-шывне хисеплеме, асӑнма, чыслама та ӑс ҫитмест-ҫке пире, чӑвашсене. Ӑс кӑна мар, чун ҫитмест. Хамӑр вара чӑваш халӑхӗ, чӑваш чӗлхи, чӑваш пуласлӑхӗ ҫинчен Аслӑ пухусем пуҫтарса калаҫатпӑр. Малтан ҫын ӗҫне хисеплеме, юратма вӗренесчӗ. Пысӑкки пӗчӗккинчен пуҫланать.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫула «Чӑвашран тухнӑ паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ» тесе палӑртрӗ. Тӗрӗс турӗ. Тен, ҫавӑн чухне эпир чӑвашсен паллӑ ҫыннисене кӑштах хисеплеме, юратма, сума сунма пуҫлӑпӑр.

Юрӗ. Паянлӑха ҫитӗ. Театр ҫинчен ӳлӗм те калаҫӑпӑр-ха.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (29)]

Comments:

Микула // 1077.37.9691
2021.12.25 19:14
"...трудолюбие его доказывается великим количеством вывозимого на пристани волжского хлеба. С таковыми качествами народ сей должен бы благоденствовать, если бы не был отдаваем в управление таких начальников, которые не лучшее имеют к нему уважение, как к вьючному скоту».
Полковник V (Поволжского) округа корпуса жандармов Маслов в 1831 г. так доносил своему шефу Бенкендорфу о положении чувашского народа.
Agabazar // 1155.15.4151
2021.12.25 20:40
Agabazar
Сыснасене ахах-мерчен сапса парап тесе шутлатна вара?
Marta123 // 6236.1.3950
2021.12.29 21:15
Верно все написано, честь Вам и хвала, и спасибо Вам за совестливость,​ что сейчас редкость. Только до тех, кому адресованы строки, не дойдет, по какой причине, не знаю, то ли от недостатка ума, то ли от духовного убожества, то ли по​ какой-то мелочности.​ ​ Я давно​ перестала удивляться чувашской действительности. Уже насмотрелась ​ вдоволь. Правильно Вы пишете: ни стыда, ни совести, ни чести, ни души. Какое-то искаженное, перевернутое умовосприятие.​ Читала о театре и, честно говоря, смеялась.​ Чув. драмтеатр случайно не Театром​ абсурда называется?​ Получили грант только благодаря имени Ухсая, и что же?​ В день юбилея идет пьеса​ посредственного драматурга Сунтала...​ Наталья Сергеева ​ в канун юбилея классика, благодаря которому выиграла джекпот,​ устаивает свое пышное празднование.Это настолько неэтично, что просто смердит.​ Яковлев в день юбилея вещает о себе, и только о себе,​ ​ опять же эта калинка-малинка. Трэш!
Булгар // 8140.6.1796
2022.01.01 13:19
Камсем эпир, чăвашсем?
Свободные булгары, которые занимались земледелием, назывались (чувашинами). Раньше было другое название созвучное чуваш. В Англии земледельцев называли (керл). Черемисы называли булгаров земледельцев (чуваш) пахари. Чувашинами называли себя так же татары и черемисы, занимавшиеся землепашеством. В результате нашествия татаро монгол геноциду в основном подвергалось городское население Волжской Булгарии. Уцелевшие булгары и булгары земледельцы (чувашины) уходили на север реку Чепец и на правобережье - реки Волга территория современной Чувашии, где уже жили не принявшие ислам сувары и булгары со столицей Веде Суар. Архивные церковные документы Российской империи, подтверждают сословие чувашей как крестьяне. Впервые о булгарском происхождении чувашей написал в XVIII в. В. Н. Татищев в своём труде «История Российская». Точно также утверждает всемирная Британская энциклопедия, что « чуваши это булгары и язык у них булгарский».
Анатолий // 1232.15.8614
2022.01.06 19:39
Юрать Надежда Кириллова артистка-публицистпа Николай Сидоров драматург пур. Вӗсем çанӑ тавӑрсах ЧĂВАШ ТЕАТРĚНЧИ киревсӗрлӗхсене тӑрӑ шыв çине кӑлараççӗ: ят-шыва тӱррӗн калаççӗ, шухӑшӗсене фактсемпе çирӗплетеççӗ, пӗтӗмлетӱсем тӑваççӗ. Чӑн та маттурсем!!!
Автор "Камсем эпир, чӑвашсем?" тишкерӱре Чӑваш халӑх поэчӗн — Яков Гаврилович Ухсайӑн — сумлӑ юбилейӗ урлӑ ЧĂВАШ ÇĚРĚНЧИ ертӱçӗ-чиновниксем, интеллигенцин тӗрлӗ пӗрлӗхӗсем (театрта ӗçлекенсем, журналистсем, писательсем тата ыт те) мӗнлерех çӗрӗшсе кайнине кӑтартать. "...пӗр пӗчӗк музей шайӗнче ирттертӗмӗр. Намӑс" çырать Н.Сидоров Ухсайӑн 110 çулхи юбилейӗ пирки.
Анатолий // 1232.15.8614
2022.01.06 19:40
Вӑл "пӗчӗк музейри" мероприятире мана та пулма тӱр килнӗччӗ. Элтепере мар, министерствӑсенчи пӗр пӗчӗк чиновнике те курмарӑм унта. Пӗр çыравçӑ пурччӗ, ӑна "хӑюллӑхшӑн" ячӗпех асӑнам — Л.И.Филиппова вӑл. Журналистсем?! Ухсай хӑюллӑ публицист пулнине шута илсен вӗсем кӗтӗвӗпех пулмаллаччӗ пек кунта. Шел, пӗрне те курмарӑм. Паянхи калем "ӑстисем" пит те "ӗçлӗ" пулнине шута илсе чӑвашсен ТĚП хаçатне сӑнӱкерчӗксен ярӑмне сӗнтӗм (Паллах, текстпа!). Тавах ТУРРА, Улӑпӑмӑр юбилейӗ çинчен "Хыпар" полоса тӗпӗнче пӗр колонкӑллӑ ӱкерчӗк тата виçӗ сӑмах пичетлерӗ. Ирӗксӗрех кире пуканӗ йӑтакансен турнирӗнче хатӗрленӗ фоторепортажа аса илтӗм (разворот тата 20-30(!) ӱкерчӗк. Акӑ ӑçта вӑл — тӗп пулӑм.
Agabazar // 4126.3.9648
2022.01.06 20:04
Agabazar
Булгар // 8140.6.1796 Хоспочын, ан сÿпĕлтет.

Малтан тăнлă çынсем мĕн каланине вуласа тух, кайран вара хуть те мĕн çыр.

Чăвашла çур сăмах калаймасăн, çапах ыттисене тем вĕрентесшĕн.

Анатолий, çынна «артистка-публицист» тесе йĕкĕлтеме кирлĕ мар.
Анатолий // 1232.15.8614
2022.01.06 23:21
Асӑрхаттарупа килӗшетӗп: "артистка тата публицист" тени, сӑмахсӑрах, тӗрӗсрех пулнӑ пулӗччӗ, анчах орфографи революционерӗсене чӑваш сӑмахне пӗрле, уйрӑм е дефиспа çырсан та пурпӗрех вӗт.
Мӗн калам-ха, Agabazar, сана - тӗнчери чи ӑслӑ чӑваша. Эсӗ кашни постах "Сӑмаха пӗрле те, дефиспа та çырма юрать" слоганпа пичетлеместӗнччӗ-и вара? Те эсӗ Ю.М. Виноградов йӑвинчи кайӑк, е пысӑк провокатор. Дефиса та ытлашши юратсах каймастӑн иккен.
Анатолий // 1232.15.8614
2022.01.06 23:22
Паян Вӑрмар районӗнчи пӗр шкулта ӗçлекен педагог (ятне-шывне асӑнмастӑп - сӑмах ан лектӗр) шӑнкӑравларӗ. "Юлашки вӑхӑтра ял шкулӗсем валли кӑларнӑ "Чӑваш чӗлхи" учебникӗсемпе ачасене вӗрентейместӗп. Маларах С.П. Горский, Л.П.Сергеев ушкӑнӗ кӑларнӑ кӗнекесемпе ӗçлетӗп" тет. Вырӑс шкулӗсем валли "Чӑваш чӗлхи" учебникне чӑвашла пӗлмен Блинов хатӗрленине каланӑччӗ.
Agabazar // 4126.3.9648
2022.01.07 19:09
Agabazar
Орфографи йĕреквĕсенче «апла çырсан та юрать, капла çырсан та юрать» темен.

Çук унта ун пек япала.

Анчах та нимле йĕркевсем те çынна çăвартан кашăкпа хыптарса кайран чăмласа парса унтан вар-хырăм витĕр шутарса юлашкинчен кутанаран кăларттарма пултараймаççĕ.

Çакă вăл генерал е маршшăл кашни салтаках прикказ парса кайран унăн кашни утăмне тĕрĕслесе тăрайманни пекех.

«Каждый солдат знай свой маневр» (с) Çапла каланă теççĕ тахçан Суворов текен генералиссимус.

Pages: 1, 2, 3

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters