Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Время есть отношение бытия к небытию.(Ф.Достоевский)
 

Ad

Надежда Кириллова: Кирилл Кириллов: «Чун кирлӗ, чун!..»

Надежда Кириллова23.01.2022 19:256116 views

Эс пурнӑҫран уйрӑлса кайни 25 ҫул, чӗрӗк ӗмӗр ытла иртсе кайрӗ. Кӑҫалхи 2022 ҫулхи кӑрлач (январь) уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вара, пурӑннӑ пулсан, сан 60 ҫула ҫитнӗ юбилейне паллӑ тӑваттӑмӑр. Анчах пурнӑҫу питӗ кӗске пулчӗ, 34 ҫула ҫитсе эсӗ пиртен уйрӑлса кайрӑн. Пурӑнса ӗлкӗрнӗ 34 ҫул хушшинче мӗн туса ӗлкӗрнин пӗр пӗчӗк пайне, хӑв пурӑннӑ чух кӑларма ӗмӗтленсе кӗнекен ятне те хӑвах панӑ «Чун кирлӗ, чун!..» кӗнекӳне 2006-мӗш ҫулта ман Чӑваш кӗнеке издательствинче кӑларма тӳр килчӗ. Вунӑ ҫул хушши тапаҫлантӑм сан хӑв пурӑннӑ чух курма ӗмӗтленнӗ кӗнекӳне кӑларас тесе. Юлашкинчен, ку ыйтупа культура министрӗ патнех ҫитрӗм. «Чун кирлӗ, чун!.» ятлӑ кӗнекене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн Ӑслӑлӑх канашӗ 2006 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пичете ҫирӗплетрӗ. Ҫапла майпа, 2006-мӗш ҫулта, эс пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа вунӑ ҫул иртсен сан кӗнекӳ пичетленсе тухрӗ. Кӗнеке уявне, паллах, ирттермеллехччӗ! Халӗ пулсан Наци библиотекинче ирттереттӗм, анчах ун чух библиотекӑсем ун пек анлӑ мероприятисем ирттерместчӗҫ. Театрта канмалли кун, тунтикун, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче ирттертӗм. Мана мероприятисем ирттерме ҫав кун ҫеҫ паратчӗҫ. Хӑвах ӑнланмалла, театр вӑл кун ӗҫлемест. Театр ӗҫлемен кун мероприяти ирттерме мӗнле кӑна ӗҫсем туса ирттерме тивнине хӑвах чухлатӑн пуль тетӗп. Вӑл вӑхӑтра эпӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче хам йӗркелесе «Поэзи каҫӗсем» ирттереттӗм. Унччен маларах 2004-2005-мӗш ҫулсенче Митта Ваҫлейӗ, Ҫеҫпӗл Мишши пултарулӑхӗпе поэзи каҫӗсем иртрӗҫ. Ҫавӑнпа та сан каҫна та ҫав проектпах йӗркелеме тиврӗ. Уяв каҫне хӑв институтра пӗрле ӗҫленӗ пӗтӗм юлташусене йыхравларӑм, вӗсене сцена ҫинче сӑмах панӑ май эпӗ сан юратнӑ поэтсен (Геннадий Айхи, Андрей Вознесенский, Евгений Евтушенко, Анна Ахматова, Владимир Высоцкий, Ярослав Смеляков, Андрей Дементьев) сӑввисене вуларӑм. Сцена ҫинчен сан юлташусем нумайӑн калаҫрӗҫ, кӗнекӳ тухнӑшӑн савӑннине пӗлтерчӗҫ. Кӗнеке уявӗ иртни ҫинчен Маргарита Красотина журналист «Советская Чувашия» хаҫатра ҫапла ҫырса кӑларчӗ: «По понедельникам театры обычно не работают. Но четвертого декабря на крыльце Чувашского академического театра им. К.В. Иванова было многолюдно. В этот день здесь вспоминали талантливого театроведа и просто неординарного человека Кирилла Кириллова. Кирилл, которого нет с нами уже десять лет, был страстным человеком и бурно переживал за происходящее в чувашском искусстве».

Мӗн пирки хӑв пурӑннӑ вӑхӑтра ҫав териех пӑшӑрханмалла та тарӑхмалла пулнӑ-ха сан, чӑваш литературине, чӑваш поэзине, чӑваш драматургине, чӑваш театрне чунтан юратакан ҫыннӑн? Чӑваш литератури аталанса пынӑ-ха вӑл вӑхӑтра, анчах та саншӑн 1990-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче: «Чувашская литература в полной изоляции от советской многонациональной литературы, в каком-то вакууме. Под плотной завесой чувашского языка творятся чудеса, многотысячными тиражами выпускаются в свет бездарные, наполненные пустой риторикой, славословием, и потому, в общем-то, безыдейные, нехудожественные произведения. «…» Как ни печально, но во всей современной чувашской прозе нет писателей, которых бы я читал взахлеб, с нетерпением ждал бы каждое их новое слово». Чӑваш поэчӗсем те чылайӑн пулнӑ-ха вӑл вӑхӑтра, саншӑн: «В поэзии немного иная картина. У нас есть поэты, которыми я восхищаюсь. «…» По тому, что прилавки магазинов забиты стихотворными сборниками «…» не нужно делать выводов, что поэзия не нужна. Нужна поэзия, а не подделка». Чӑваш театрӗ те вӑл вӑхӑтра тытӑнса тӑнӑ-ха, анчах та саншӑн: «Чувашский государственный академический театр испытывает дифицит пьес. И появляется на этой ниве Анатолий Чебанов со своей «современной проблематикой». Но разве есть в его пьесах проблемы, действительно волнующие сегодняшнюю молодежь?» Паянхи кун Чӑваш ҫӗршывӗнче «Тӑван Атӑл» журнал упранса юлнӑ-ха, саншӑн вара вӑл вӑхӑтра: «Вполне понятно, почему падают тиражи журналов «Тӑван Атӑл» и «Ялав». Не путем премирования общественных распространителей журнала наручными часами нужно поднимать их тиражи, а публикациями содержательных, талантливых вещей». Ку аякри 1985-мӗш ҫул, сӑмахӗсем «Молодой коммунист» хаҫат валли ҫырнӑ статьяран. Мӗншӗн питӗ ҫивӗччӗн, аякранах туйса тӑнӑ эсӗ ун чухнех, пире паянхи кун хытӑ шартлаттарса ҫапакан, чуна ыраттаракан проблемӑсене? Эсӗ, хӑвна валли кӑна вӑл вӑхӑтра блокнот ҫине ҫырса хунӑ, хаҫат-журнал таврашӗнче пичетлемен сӑмаххусем те чуна ыраттараҫҫӗ: «Хусанкай каҫӗ… Ҫӳл ту ҫине ҫӳллӗ палӑк хӑпартмашкӑн те чул ҫитмест, те чун ҫитмест пире… Концерчӗ чуна тӑвӑлтарчӗ — ҫавнашкал каҫа ҫеҫ тивӗҫлӗ-ши поэтӑмӑр? Ф. Чуев мӗнле каларӗ? Поэт халӑхпа пӗтет! Халӑх пӗтсен тин поэтсем вилеҫҫӗ. Пулнӑ. Пур. Пулатпӑр! Украин сӑвӑҫи Юхимович мӗн тери ҫупкӑч пачӗ. Хусанкай валли энциклопедире вырӑн тупайман, музейӗ ҫук (экспонатсем парса хӑварчӗ!), каҫӗ валли те мӗнешкел хутсем ҫеҫ кӑларнӑ. Ҫав поэтах наука конференцийӗнче те И.И. Одюкова (учителӗме) вырӑнлӑ асӑрхаттарчӗ: наука конференцийӗсене те Хусанкай чӗлхипе ч ӑ в а ш л а х йӗркелемелле. Хӑҫан-ха вӗренсе ҫитӗпӗр?».

1987-мӗш ҫул. Перестройка вӑхӑчӗ. Пурнӑҫу сан ун чухне ҫапларах: «Институтра «Ҫӗнетӳ вӑхӑтӗнчи чӑваш литератури» конференци пулчӗ. Ҫуррине ҫеҫ чӑтса лартӑм. Чӑвашра ҫӗнетӳ тапхӑрӗнче пахалӑхлӑ литература произведенийӗсем ҫук — кун йӗркинче ыйту иртерех. Ӗҫлес пулать». Перестройка вӑхӑтӗнчи театрсен аталанӑвӗ пирки те сӑмаху ҫапла: «Ял кулли» (В. Ржанов) — сдача (театр кулли) пулчӗ. Пурнӑҫри пӑнтӑхсене нумай кӑтартать, сценӑсем шутсӑр — проблеми ҫук. Питӗ тирпейсӗр ӗҫ. Спектакль хыҫҫӑн худсовета пьесӑна сӳтсе явма хутшӑнтарма ыйтрӑм. «Директортан ирӗк ил», — терӗҫ мана. Акӑ вӑл сирӗн гласность, господа перестройщики!»

«В.Н.Оринов Разумовскаян «Сестры» тӗшшине тупайман, тем кӑшкӑрашаҫҫӗ, ӑнланас тени ҫук. Каҫхине Малый драматический (Ленинград) Ф. Абрамовӑн «Дом» произведени тӑрӑх лартнӑ спектакльне кӑтартрӗ. 5-6 пӗренепе актерсен вӑййи — пӗр ахаль, суя хускану ҫук, йӑлт чуна пӑчӑртать. Пирӗн вара мӗн тулса ҫитнӗ кӑмӑла «ҫӗкленӳллӗ» выляҫҫӗ… «Дом» — чуна пӑлхатрӗ».

Ҫапах та, япӑххисӗр пуҫне аванни те чылай сан кун йӗркинче: «Праски Виттипе виҫҫӗмӗш хут тӗл пултӑм. Чӑн-чӑн чӑваш сӑпайлӑхӗ, ӗҫченлӗхӗ тӳрех куҫа курӑнать. Унпа пулнӑ самантра хутшӑну тыткӑнне кӗретӗн те, унтан тухас та килмест. Талантлӑ ҫын. Халӑхӑмӑр чухӑнах мар-ха».

«Юлашки вӑхӑтра Н.Т. Терентьев час-час кӗрсе тухать ӗҫе. Ик-виҫ сехет ларатпӑр. Ун пьесисене, ман статьясене тишкеретпӗр. Тепри пулсан, ман критикӑшӑн ҫиленсе лартмалла та, калаҫмалла та мар. Н. Терентьевӑн кӑмӑлӗ ырӑ, чунӗ уҫӑ, кӳренӳ ҫук».

«Паян вара Николай Иванович Плониш кӗчӗ. Марфа Трубина сӑнне йышӑнмалла иккен. Паян паллашрӑмӑр. Мастерскойӗ хӗсӗк, пӗчӗк. Ҫакнашкал хӗсӗклӗхре те ӑста пулма пулать иккен. Картинӑсем пӑхрӑмӑр. Нимӗн те калаймӑн, чӑваш Шагалӗ. Тен, ытларах та-и!»

Ку дневник ҫине ҫырса хӑварнӑ шухӑшусем пӗтӗмпех 2006-мӗш ҫулта тухнӑ «Чун кирлӗ, чун!.» кӗнекӳне кӗнӗ. Эсӗ хӑв пурӑннӑ вӑхӑтра кӗнекене Чӑваш театрӗсемпе ҫыхӑннӑ пайне ҫеҫ кӗртме шутланӑ. Кӗнеке кӑларма ӗмӗтленсе, умсӑмахунта, 1994-мӗш ҫулта, эс ҫапла ҫыратӑн: «Чӑн искусство мӗн ӗмӗрсем тӑршшӗпех Чӑнлӑхпа Чунлӑх пирки асамлать. Паян вара, кӑткӑс та тӳрккес, хаяр та сивӗ кунӑмӑрсенче, Чунпа Чӑнлӑха упрамасан, йӑлтах суту-илӳ пирки калаҫсан (чуна нимӗнле хакпа та сутӑн илме ҫук!), ун еккипе пурӑнсан Ҫынлӑх тени ҫухалсах пырӗ. Чӑваш театрӗсем ҫак ҫав тери кӑткӑс та гамлетла ыйтӑва тӗрлӗ вӑхӑтра тӗрлӗ тапратнӑ-хускатнӑ. Театра эп хам юратӑвӑмпа юрататӑп (ку сӑмах мар — чӑн, эп пурӑнни те, тен). Ҫак пӗчӗк кӗнекере тӗрлӗ ҫулсенче — ҫырнӑ статьясем. Вӗсене пӗр тӗп ыйту — Чунпа Чӑнлӑх тени ярӑмлать. Тен, арпашуллӑ-пӑтравлӑ та пулчӗ-и? Мӗнле пур — ҫапла тухрӗ. Айӑп ан тӑвӑрсам».

Пирӗнпе эс литературовед тата театровед чӗлхипе калаҫатӑн. Статьясене виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑ. Пӗрремӗш пайӗ — «Тертлӗ шыравсем» ятлӑскерте, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗпе Чӑваш ҫамрӑкӗсен театрӗсенче вӑл вӑхӑтри ҫулсенче лартнӑ спектакльсене пӑхса тухнӑ. Спектакльсене лайӑх хакпа пахаласа ҫырнисем пур: «Ҫын куҫҫулӗ ҫӗре ӳкмест», «Хӗвелсӗр», «Пӑлакипе Алька», «Ачаллӑ хӗр» (Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ), «Чикансемпе тӗрме хуралҫисем», «Ҫурҫӗр хыҫҫӑнхи апатлану», «Пирӗн телей ҫавнашкал», «Карчӑксем качча каяҫҫӗ» (Чӑваш ҫамрӑкӗсен театрӗ). Режиссерсен хӑйсем лартнӑ спектакльсем пирки шутламаллисем те пур: «Праски инке хӗр парать» (Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ), «Аппӑшӗпе йӑмӑкӗ», «Кӗтрӗм сана, кӗтрӗм», «Парнесӗр хӗр» — (Чӑваш ҫамрӑкӗсен театрӗ). Кунтах, «Хывӑхӗ те, ҫӑнӑхӗ те ҫителӗклех», «Шавлӑ аскӑнлӑх» е тӗпсӗр шырав», «Кашнин — хӑйне ҫуна, хӑйне — ут», «Чӑваш театрӗ малалла кайӗ-ши, каймӗ-ши?» ятлӑ статьясенче — икӗ театрӑн спектаклӗсене кӗскен кӑна пӑхса тухса критиклесе хак панисем, «обзорная статья» теҫҫӗ вырӑсла. Иккӗмӗш пайӗ — «Ӑстасем» ятлӑ. Ку пайра эсӗ Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлекен артистсем ҫинчен уйрӑм каласа паратӑн, вӗсен портречӗсене ӳкеретӗн. Саншӑн артистсен портречӗсене сӑмахпа ӳкерсе кӑтартасси вӗсем илнӗ званисенчен мар, вӗсен ӗҫӗсенчен тата хӑйне евӗр уйрӑм пултарулӑхӗсенчен килет. Ку пайра — Тани Юн, Вера Кузьмина, Николай Григорьев, Григорий Филиппов, Николай Охотников, Юрий Кольцов, Петр Иванов, Нина Яковлева, Елена Шорникова, Надежда Воюцкая, Валерий Леонтьев артистсен портречӗсем. Виҫҫӗмӗш пайӗ — «Чӑваш драма таппи» ятлӑ. Умсӑмаха эс К.С. Станиславский сӑмахӗсене кӗртнӗ: «Хорошая национальная пьеса, хорошо поставленная и сыгранная хорошими актерами ее нации, лучше всего вскрывает душу народа». Епле тӗрӗс сӑмахсем! Апла, театра аталантарас тесен, чи малтанах, наци драматургине аталантармалла! Ку пайра чӑваш драма мӗнле тапма пуҫланине пӑхса тухатӑн. Кунта сан, паллах, пирӗн паллӑ классиксем: Петр Осиповӑн «Айтар» драмине тишкерни, Федор Павловӑн «Ялта» драмине сцена ҫинче кӑтартнӑ историйӗпе вӑл ҫырнӑ «Сутра» комедине пӑхса тухни, кунтах, Константин Ивановӑн «Шуйттан чури» ҫырса пӗтереймен трагедине философи шайӗнче тишкерни. Хӑв пурӑннӑ чухне, паллах, эс ҫак ху палӑртнӑ виҫӗ енлӗхлӗ аталанӑва пӑхса тухса тата малалла анлӑланса та пуянланса пыма ӗмӗтленнӗ. «Тертлӗ шыравсем» ятлӑ 1-мӗш пайне — Чӑваш театрӗсен репертуарне пысӑк шайпа кӗнӗ спектакльсем пуянланмаллаччӗ. «Ӑстасем» ятлӑ 2-мӗш пайра тата нумай-нумай артист портретне калӑпламаллаччӗ. «Чӑваш драма таппи» ятлӑ 3-мӗш пая та ҫӗнӗ драматургсен классика шайне ҫӗкленнӗ пьесисем кӗмеллеччӗ. Мӗнле мал ӗмӗтлӗ пулнӑ эсӗ ку театроведени ӗҫӗнче! Мӗнле анлӑн ӗҫлеме шутланӑ! Анчах та паянхи кун ҫакна калас килет: эс ҫак ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑранпа чӗрӗк ӗмӗр хушши Чӑваш театрӗнче пӗтӗмпех чарӑнса ларнӑ тейӗн. Унтанпа нимӗн те улшӑнман, ҫав шутрах, театроведени ыйтӑвӗнче те. Эс 27 ҫул каялла каланӑ пекех: «Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли» спектакль — режиссерӑн пултарулӑхӗнче «шурӑ акӑш юрри» пулса юлчӗ. Ӑстасене тухакансем те ҫук чӑваш театрӗнче, вӗсем ҫинчен ҫыракан та ҫук. Чӑваш драмин аталанӑвӗ те ҫукпа пӗрех, сан вӑхӑтри ҫамрӑк драматургсен ҫулӗсем хупӑннӑ, унтан-кунтан ҫеҫ хӑш-пӗр драматург пырса кӗрсен театр репертуарӗнче кӑштах тытӑнкаласа тӑма пикенет. Эсӗ пур, Чӑваш театрӗсенче пур кирлӗ ене те аталантарас ӗмӗтлӗччӗ. Чӑваш телевиденинче ҫавӑн пиркиех йӗркеленӗ «Театр — юратӑвӑм ман» передачӑра та ун ҫинчен калаттӑн, ҫынсене те ҫак калаҫӑва явӑҫтарма тӑрӑшаттӑн. Анчах кама кирлӗ? Паянхи кун та кирлӗ мар! Кирлӗ мар — аталану, Кирилл!

1995-мӗш ҫулта кӗркунне Ҫӗнӗ Шупашкарта Чӑваш правительство шайӗпе Эксперименлӑ театр уҫрӗҫ. Эсӗ пур, ун чух ҫӗнӗ театр уҫнӑ ҫӗре кайма килӗшмерӗн, каллех сан сисӗм-туйӑм енӗ малта пулнӑ: «Пулмасть вӗсенчен нимле ҫӗнӗ театр тӑвасси те», — терӗн. Эксперименлӑ театр вара, чӑнах та, ҫур ҫул пек кӑна тытӑнкаласа тӑчӗ, сапаланса кайрӗ. Санпа пулса иртнӗ трагеди те ҫав куна лекрӗ. Шупашкар… Мӗнпе илӗртет вӑл аякран? Мӗншӗн аталанма памасӑр хӗстерсе хурать вӑл чӑваш ачине? Мӗншӗн сан Шупашкартан каймалла пулман? Сана вӑл вӑхӑтра хӑв ҫуралнӑ ҫӗршыву та каялла таврӑнма йыхӑратчӗ…

«Восторг имеют те спектакли, где духовный шабаш, где растлевают наших совершенно сбитых с толку соотечественников наивно-примитивным обыгриванием «тем и проблем дня» на первом плане. Наивность для чувашских театров стала «эстетически константой» творчества, искусство смешалось с самодеятельностью. Постановки этого толка взяли на себя миссию растлевать сознание. Эта же «константа» фундамент, на котором утрачивается профессионализм» — тесе ҫыратӑн эсӗ 1994-мӗш ҫулта «Где дум высокое стремленье?» статьяра. Кам илтнӗ сан ҫак сӑмаххусене ун чух? Ман шутпа, сана итлеме тата илтме тӑрӑшман мар, шутламан та. Чылайӑшӗ кулкаласа илнӗ ҫеҫ. Ҫавӑнпа пирӗн паянхи кун та — ҫавах, ҫавӑн пекех, ҫавӑн ҫинченех калаҫу. Чӑваш театрӗнче аталану паянхи кун та кирлӗ мар!

Кӗнеке тухнӑ ятпа иртекен уявӑн пуҫламӑшӗнче, сан сассуна уява пухӑннӑ халӑха илттерес тӗллевпе эпӗ Чӑваш радиора 1994-мӗш ҫулта эсӗ Мускава Переделкино ятлӑ Литераторсен ҫуртне кайса килнӗ хыҫҫӑн Борис Пастернакӑн сӑввине вуланине ҫырса илме кайрӑм. Мана ҫырса илме ирӗк пачӗҫ. Анчах ҫырнӑ вӑхӑтра сасартӑк тем пулчӗ: «И вы прошли сквозь мелкий, нищенский, нагой трепещущий ольшальник в имюбирно-красный лес кладбищенский, горевший как печальный пряник» текен сӑмахсем патне ҫитсен, лампочка тем мӗлтлетсе илчӗ, компьютер ӗҫлеме чарӑнчӗ, малалла сан сӑмаххусем ҫырӑнма пӑрахрӗҫ. Нимӗнех те шутламасӑр, тепӗр хут ӗҫе тытӑнтӑмӑр, анчах каллех ҫав япала. Сан сассуна ҫыракан режиссерпа иксӗмӗр, аптранӑ енне, сана асӑнса илетпӗр, сассуна ҫыртарма ирӗк ыйтатпӑр, тинех ӗҫ малалла каять. Ахӑртнех, темле ҫыхӑну пур унтан — кунта. Эпир ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пӗлмен вӑрттӑнлӑх. Ахӑртнех, хӑв та курса тӑтӑн пуль ҫӳлтен вӑл кӗнеке уявне мӗнле йӗркеленине. Ахӑртнех, эс ун чух пире хӑв ҫав каҫра пулассине те ҫапла майпа систерме тӑрӑшрӑн. Халь мана ҫавӑн пек туйӑнать. Мӗншӗн тесен, «Чун кирлӗ, чун!..» кӗнеке уявӗ питӗ лайӑх иртрӗ. «Вечер получился очень спокойным и камерным», — тесе ҫырчӗ Маргарита Красотина ку каҫ пирки. Уяв каҫӗ лайӑх ирттӗр тесе эпир те, ахӑртнех, ҫав вӑхӑтра эсӗ хӑв та тӑрӑшни сая каймарӗ.

Тата мӗн калам сана. Сан яту 2014-мӗш ҫулта Пушкӑртстан ҫӗршывӗ кӑларнӑ энциклопедине кӗнӗ. Унта сан пирки: «Кандидат филологических наук, исследователь чувашской литературы и драматургии, театральный критик, тележурналист», — тесе ҫырнӑ. Юрий Яковлев литературовед сан ҫинчен 2008-мӗш ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ Чӑваш энциклопедийӗнче: «Изучал вопросы литературоведения и театроведения. В критических публикациях писал о важности творческого поиска, верности времени и социальной полезности. Ввел в обиход культуры сочинения П.Н. Осипова, Тани Юн и др. Автор и ведущий передачи «Театр — юратӑвӑм ман» (Театр любовь моя) на Чувашском телевидении. Творческое наследие вошло в книгу «Чун кирлӗ, чун!..» (Душа нужна, душа!..)», — тесе ҫырать. Анчах та, Кирилл, пирӗн «Чун кирлӗ, чун!..» кӗнеке 2011-мӗш ҫулта тухнӑ «Чӑваш энциклопедине» театр енӗпе ҫырнӑ кӗнекесен списокне кӗмен. Театроведени ыйтӑвӗсене 1990-мӗш ҫулсенче ҫӗклекен пӗртен-пӗр кӗнекене ҫавӑнта кӗртмен! Ҫавна асӑрхаса эпӗ, «Чӑваш энциклопедине» пӗтӗмпе пӑхса тухcа вулама шутларӑм. Тӗлӗнмелли татах та тупрӑм. Энциклопедире эс питӗ хаклакан Мускаври пирӗн М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищин ячӗ те ҫук. Энциклопедине Чӑваш театрӗсем валли актерсем вӗрентсе кӑларнӑ пӗтӗм институт кӗнӗ: ГИТИС (РАТИ) — Мускав, ЛГИТМиК (РГИСИ) — Санкт Петербург, ЧГИКиИ — Шупашкар. Эпир вӗренсе тухнӑ институт анчах ҫук. Унтан вӗт, Чӑваш театрӗ валли виҫӗ студи таран вӗренсе тухнӑ. Чӑваш театрӗсемшӗн артистсем хатӗрлеме пирӗн Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр институчӗ виҫӗ ӑрӑва хӑй патне йышӑннӑ, 1978-мӗш ҫултан пуҫласа 2002-мӗш ҫулччен 51 артиста чӑваш сцени валли хатӗрленӗ, анчах та, вӑл театр институчӗ «Чӑваш энциклопедине» кӗме ҫеҫ тивӗҫ илеймен. Мӗнле тӗлӗнмелле пурӑнатпӑр! «Чун кирлӗ, чун!..» кӗнекене те эсӗ Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищинчен 1983-мӗш ҫулта вӗренсе таврӑннӑ, халӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлекен ӑрӑва тата вӗсен вӗрентекенӗсене Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗсене В.К. Смирновпа Н,А. Петровӑна халаллатӑн. Ҫав институтран вӗренсе тухнӑ артистсенче пулнӑ-ҫке-ха сан Чӑваш театрӗн малашлӑхӗпе ун аталанӑвӗн шанӑҫӗ.

2009-мӗш ҫулта вара, пирӗн Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр институчӗ 200 ҫул тултарчӗ. Пирӗн ҫӗршыври чи аслӑ театр институчӗсенчен пӗри вӑл! Уява пирӗн Чӑваш театрне те чӗннӗ пулнӑ. Анчах ун ҫинчен пире пӗлтермен, театр ертӳҫисем вӗренсе тухнӑ виҫӗ ӑруран ҫав уява пӗр артиста кӑна яма йышӑннӑ. Уяв иртсе кайнӑ хыҫҫӑн эп каярах институт сайтне лартнӑ ҫав уяв каҫне пӑхса лартӑм. Институтри вӗрентекенсене саламлама Якут (Саха) театрӗн, Тутар театрӗн директорӗсемпе илемлӗх ертӳҫисем пысӑк парнесемпе килнӗ, вӗсем театр институчӗ 200 ҫул тултарнӑ ятпа Малый театр сцени ҫинчен лайӑх сӑмахсем калаҫҫӗ, саламлаҫҫӗ, институт хӑйсен театрӗсем валли темиҫе студи хатӗрлесе кӑларни ҫинчен ырӑпа асӑнаҫҫӗ. Пирӗн кӑна, чӑвашсен, виҫӗ студи вӗрентсе кӑларакан театр институчӗшӗн парни те ҫук, тав сӑмахӗ те ҫук, ҫыннисем хӑйсем те курӑнмаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне тата, Чӑваш энциклопедине институт ятне кӗртсе хӑварма та пултараймаҫҫӗ. 2012-мӗш ҫулта, Кирилл, Чӑваш кӗнеке издательствинче ман хамӑн пӗрремӗш кӗнеке, «Щепкин шкулӗ. Пӗрремӗш чӑваш студийӗ» пичетленсе тухрӗ. Ӑна эпӗ хамӑр юратнӑ институтӑн 200 ҫулне халалларӑм. Уншӑн хам чунра мухтанатӑп та мӑнаҫланатӑп та, мӗншӗн тесен Чӑваш энциклопедине кӗртмен пулсан та пирӗн институт ҫинчен уйрӑм кӗнеке пур.

Тата сана мӗн пӗлтерем. 2018-мӗш ҫулта эс ӗҫленӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче тухнӑ «Искусство Чувашии» кӗнекере «Театроведение в Чувашии. Историографический очерк» статьяра эпир кӑларнӑ ҫак икӗ кӗнеке ячӗсем ҫук. Театр енӗпе ҫыхӑннӑ пур кӗнеке ячӗ те пур, пирӗн ҫеҫ ҫук! Ман шутпа, «Чун кирлӗ, чун!..» кӗнеке 1990-мӗш ҫулсенчи Чӑваш театрӗсен пурнӑҫне сӑнлакан пӗртен-пӗр кӗнеке тесен те йӑнӑш пулмасть. «Щепкин шкулӗ. Пӗрремӗш чӑваш студийӗ» вара — статьяри «особый интерес представляют книги, написанные актерами» текен вырӑна кӗме питӗ тивӗҫлӗччӗ. Мӗнле айӑпа пула ҫак статьяна ҫыракан пирӗн икӗ кӗнекене айккине сирсе хӑварнӑ-ши? Е пирӗн кӗнекесем «не представляют особый интерес»? Ку статья вара яланхи пекех ҫакӑн пек сӑмахсемпе вӗҫленет: «Вопрос о становлении профессиональных театроведческих традиций в регионе пока остается открытым. Современная театральная критика Чувашии представлена преимущественно в жанре журналистики. На сегодняшний день ощущается острая нехватка специалистов, занимающихся исследованием театрально-научной мысли». Эсӗ пур, 30 ҫул каяллах театровед пуласшӑнччӗ, Чӑваш театрӗн аталанӑвне ун чухнех курас ӗмӗтпе пурӑнаттӑн. «Театр — юратӑвӑм ман», — теттӗн, ҫавӑнпа Чӑваш телевиденинче 1992-мӗш ҫулта ҫав ятпах передача йӗркелерӗн. Пирӗншӗн, чӑвашсемшӗн вара, ҫукки лайӑхрах пулмалла. Мӗн чухлӗ ытларах ҫук, ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах.

2013-мӗш ҫулта эпӗ Санкт-Петербургри патшалӑх театр академинчи (халӗ вӑл РГИСИ — Российский государственный институт сценических искусств) театроведени уйрӑмӗнчен вӗренсе тухрӑм. Сан пекех, манӑн та тахҫанах Чӑваш театрӗн аталанӑвне курас килет. Ҫавӑнпа театр ҫинчен статьясем ҫыратӑп та, анчах, ахӑртнех, туятӑп, вӗсем паянхи ӑру валли мар, тепӗр ӑру ӑна вуласа ӑша илессине ҫеҫ шанас килет. Паянхи пирӗн ӑрӑва Чӑваш театрӗн аталанӑвӗ, театроведени ыйтӑвӗсем кирлӗ мар.

2018-мӗш ҫулта эпӗ тата, Кирилл, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче ирттернӗ «Поэзи каҫӗсен» ҫичӗ историне пичетлесе кӑлартӑм. Вӑл кӗнеке шӑпах Чӑваш театрӗ 100 ҫул тултарнӑ ҫулӗнче, 2018-мӗш ҫулта тухма пултарчӗ. «Ман поэзи театрӗ» кӗнеке статьясемпе, документсемпе, сӑнӳкерчӗксемпе пуян. Кӗнеке хуплашкине сӑнлама мана пирӗн ывӑл пулӑшрӗ. Вӑл кӗнекене сан «Чун кирлӗ, чун!..» кӗнеке уявне ирттернӗ каҫӑн сценарийӗ те сӑнӳкерчӗксемпе пӗрле кӗнӗ.

«Статьи выпускника аспирантуры при Институте мировой литературы и его телевизионные передачи теперь ассоциируются не только со временем перестройки и попыткой наших художников уйти с наезженной колеи «варварской простоватости», но и с тем, что попытки такого размаха и качества, видимо, возобновятся уже не скоро. Кирилл Кириллов почувствовал это уже двенадцать лет назад, когда писал, что «театр смотрит в страшное зеркало современности, смотрит наивными и бытовыми приемами, не озадачиваясь, а не взращивает ли он сегодня целое поколение на антикультуре», — тет 2006-мӗш ҫулта сан «Чун кирлӗ, чун!..» кӗнекӳне хакласа Маргарита Красотина журналистка. - Как говорят, его друзья, он был в рядах тех, кто хотел перемен, постоянно держа в памяти предельно высокую планку таких творцов новой чувашской культуры, как Константин Иванов, Михаил Сеспель, Федор Павлов и Тани Юн».

Сан «Чун кирлӗ, чун!..» кӗнекерен Геннадий Никандрович Волков академик та тӗлӗнсе пӗтерейместчӗ. Эпӗ ӑна вӑл кӗнекене 2007-мӗш ҫулта парнелерӗм. 2007 ҫулта, Петӗр Хусанкай 100 ҫулӗнче эпир Волковӑн 80 ҫулне Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче ирттертӗмӗр. «КИЛ» журналта хӑйӗн «Педантропологическая интерпретация творчества Варлама Шаламова» статйине пичетлесе, ӑна вӑл ҫак сӑмахсемпе вӗҫлет (2008 ҫул, 3 №): «Странный диалог биографии и автобиографии… Очень даже странный. Варлам Шаламов — редкая душа, родной мне человек. Неужели человеческие души встречаются не только на небе?.. «Чун кирлӗ! Чун!..» — называется УНИКАЛЬНАЯ КНИГА Кирилла Кириллова. Я не знаю, кто сумеет перевести эти слова на русский? «Душа нужна! Душа!..» ОДНАКО, ГДЕ ЕЕ ВЗЯТЬ, ЕСЛИ ОНА УМИРАЕТ ДАЖЕ У ЖИВЫХ?»

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (20)]

Comments:

Agabazar // 1903.93.6601
2022.01.24 21:24
Agabazar
The comment was deleted.: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.2-мӗш пункт)
Микула // 1077.37.9691
2022.01.24 21:44
Чӑвашла калаҫса ҫырсан та интеллигенци паян чӑваш мар пулас ? Тӗслӗхрен, Акапасар филолог тата шупороносец, анчах та чӑваш теме ҫук,отнако.((( Кирилл Кириллов почувствовал это уже двенадцать лет назад, когда писал, что «театр смотрит в страшное зеркало современности, смотрит наивными и бытовыми приемами, не озадачиваясь, а не взращивает ли он сегодня целое поколение на антикультуре»,))) Паян "антикультура " анчах мар , паян чӑвашахирӗҫлӗх те туллиех пулмалла,отнако ?
Agabazar // 3161.84.8571
2022.01.25 12:40
Agabazar
Ир çĕре кĕнĕ ара аса илсе сăмах калас вырăнне сÿпĕлтетсе ларни пит аван япала пуль çав ĕнтĕ. Чăвшлăха хирĕç пырасси паян е ĕнер çуралман вăл. Яланах пулнă. Малашне те пĕтес çук.

Ăна Микуласем пек вĕçкĕнсем пÿлсе лартма пултараймаççĕ.

«Вĕçкĕн» тени кÿрентерни мар, чăнлава констатацилени çеç.
Микула // 1077.37.9691
2022.01.26 20:21


Шлет чауша, быстрого, как пламя;

А четвертое — царевич Урош

Написал и тоже шлет чауша.

Так все четверо посланья пишут И чаушей быстрых посылают,



Как бесстыжи сильные из сильных! Соскочить с коней не захотели,

Прямо в церковь въехали верхами,
Микула // 1077.37.9691
2022.01.26 20:28
трехконцовые схватили плетки, во Стали бить Неделька-протопопа: «Поспешай-ка, протопоп Неделько,Торопись, иль головы не сносишь!» Тут заплакал протопоп Неделько,

Он заплакал, говорит чаушам: во «Погодите* сильные из сильных,

Дайте кончить мне богослуженье,

Там увидим, кто получит царство».

И тогда чауши отступились.

Но едва окончил службу в церкви, Подошли чауши к белой церкви,И сказал цм протопоп Неделько:

«Мои чада, четверо чаушей,(((Эпос сербского народа )))
Микула // 1077.37.9691
2022.01.26 20:37
Цензура, отнако Акапасар. Чӑваш "вӗҫкӗн" пулмасан вӑл чӑваш та мар. Хуратнӑ пулсан та ҫав ИЗБОРСКИЙ КЛУБ тенине кӗрсе курмаллах. Чӑвашра паян мӗн пулса иртни те ҫавсемпех ҫыхӑннӑ. Йӑви те тупсӑмӗ те ҫавӑнтах.
Анатолий // 1232.15.8614
2022.01.30 21:05
Раҫҫее, Чӑваш ҫӗршывне те паллах, укҫа, мул ярса илнӗ вӑхӑтра чыс тата чун ҫинчен калаҫма ҫав тери йывӑр, Надежда Мефодьевна. Халӗ халӑх-этнос чунне кӑларса илмешкӗн тӗрлӗ шайри тӳре-шара ҫанӑ тавӑрса мар, пӗтӗм кӗпе-йӗмне хывсах (намӑс-симӗсне ҫухатса ӗнтӗ) тапаҫланать. Ҫав тӳре-шара вӗҫӗмсӗр суять, халӑхсене пӗр хӗрелмесӗр улталать.
Чӑвашри информаци хатӗрӗсем тӗрӗслӗхе ҫырма мар, унӑн шӑршинчен те хӑраҫҫӗ. нишлӗ халӑха кӗтӗве кӑларса ярас хӑрушлӑх куҫ умӗнчех.
Анатолий // 1232.15.8614
2022.01.30 21:06
Юрать халлӗхе ЧӐВАШ ХАЛӐХ САЙЧӖ ирӗклӗ шухӑша пичетлет. Фактсемпе типтерлӗ ҫыраканӗсем те пӗр алӑри пӳрне чухлӗ ҫеҫ.
Ҫапах та, Надя, пуҫа усар мар-ха. Кирилла асрах тытнӑшӑн тав. Унпа Л.Трифоновӑн 4 сериллӗ "Кӗперӗнче", А.Кӑлканӑн "Авлантарчӗҫ" комедийӗнче...пӗрле пулма тӳр килнӗччӗ. "Вылянӑ" теме хӑюлӑх ҫитмеҫ. Ух, хӗрӳллӗччӗ вӑл.
Agabazar // 1462.22.2875
2022.01.31 11:39
Agabazar
Цензура вăл — патшалăх ячĕпе пулса пыракан умтĕрĕслев. Ăна Путин çеç кĕртме пултарать. Микуласем кĕртеймеççĕ.
Евразиец // 3753.90.6577
2022.01.31 12:25
Выражение: "Чун кирлĕ! Чун!..." - оно от простолюдина-язычника. Как говорит А.Хузангай: "Ял шухăшлăвĕ". Мнение моё не с целью унижения или оскорбления автора книги, нет. Но вот автор, используя это выражение, доходчиво и умело выражает нечто сложное, актуальное для простолюдина. Чувашское "ЧУН", очень сложно понимается... Это не просто душа, а душа от сердца, нечто идущее от ЧĔРЕ - живое, дающее и укрепляющее ЧУН. На эту тему можно философствовать бесконечно и только из-за слово "ЧУН", от желания понимать это слово.

Pages: [1], 2

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters