Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -4.7 °C
Цель оправдывает средства.(Н. Маккиавели)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Чи кирли — ӗҫрен хӑраманни

Аçтахар Плотников08.05.2008 13:366116 views
Килӗшрӗ:
...
Ӗҫре ҫитӗнӳ пултӑр тесен ӗҫе юратса та вӑй-хала, вӑхӑта шеллемесӗр ӗҫлемелле. Пирте пуринче те ҫав тӑрӑшулӑх ҫук-ха, анчах вӑл пулмаллах. Ҫавӑн пек пулма пурнӑҫ, общество хӑй хушать.
Мӗн пӗчӗкрен хӗн-асаппа пурӑнатӑп пулсан та эпӗ ӗҫре те, пурнӑҫра та тӳрӗлӗхпе тӗрӗслӗхе тытса пынӑ. Ултавпа тӳнтерлӗхе эпӗ ачаран юратмастӑп, вӗсемпе яланах кӗрешетӗп. Ӗҫе ӗҫленӗ чух вӗҫне ҫитиччен чун-чӗререн тӑрӑшса лайӑх пахалӑхпа пултӑр тесе ҫине тӑратӑп. Пирӗн ҫемьере ӗҫрен хӑракан, унран пӑрӑнакан никам та пулман – Сатур йӑхӗ.
Кашни ҫын хӑйне хӑй чӑн тӳрӗлӗхпе те тӗрӗслӗхпе, типтерлӗхпе, ӗҫченлӗхпе, ялан ҫынна ырӑ тӑвас кӑмӑлпа пурӑнма хӑнӑхмалла. Ҫавӑн чух ҫеҫ пур енчен те тулли, ҫителӗклӗ, илемлӗ те хаваслӑ, туслӑ пурнӑҫпа пурӑнма пултаратпӑр. Унсӑрӑн мирлӗ те чӑн хаваслӑ, тулли пурнӑҫ тӑвасси ҫинчен калаҫмалли те ҫук.
Каялла мар, малалла, шав ҫутталла туртӑнмалла. Малашлӑх мӗнле тусан та лайӑх пулмаллине курма, ӑнланма пӗлмелле. Ҫавна пурнӑҫлама тӑрӑшмалла; суялӑхпа, вӑрӑ-хурахла пурӑнассине пуҫран пачах кӑларса пӑрахмалла.

Сатур Яккӑвӗ
http://suvar.su/1165.html
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters