Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -4.7 °C
Наружность и манеры более выразительны, чем слова.(С. Ричардсон)
 

Ad

Аçтахар Плотников: «Тантӑш» редакцийӗнче пултӑм

Аçтахар Плотников26.06.2008 10:555750 views
Эпир конкурс пуҫарнӑччӗ, ҫав конкурс положенийӗ нумай пулмасть «Тантӑшра» пичетленнине каларӗҫ те хаҫата шырама тухрӑм. Ун чухне Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче пулнӑран чи малтан «Студентсен хули» чарӑнура вырнаҫнӑ «Чӑвашпичет» УАО киоскне кайса пӑхрӑм. Хаҫат пур иккен, анчах та вӑл кун тухнӑскер кӑна. Маларах тухнӑ кӑларӑм ҫук, мана вара шӑп та лӑп вӑл кирлӗччӗ.
Тепӗр кунхине вара «Тантӑш» редакцине ҫул тытрӑм. Ку шӑматкун пулчӗ, анчах та вӑл кун Чӑваш Енре ӗҫлетчӗҫ — тунтикуна ҫапла куҫарнӑччӗ.
Тавах редакцине, хаҫатне тупса пачӗҫ, парнелерӗҫ те. Апла пулӑшнишӗн эп те вӗсене пулӑшас терӗм — ҫырӑнтару пӗлтерӗвне вырнаҫтарас терӗм (шел, сайтӗнчи информаци кивӗ, хаҫатӗнче вара почта урлӑ ҫырӑнтарни пирки ҫеҫ пӗлтернӗ).
Редакци тӑрӑх ҫӳренӗ май мӗн килӗшмерӗ? Хаҫат ӗҫченӗсем хӑйсен вырӑнӗсенче чӑваш юррисене мар, урӑххисене итлеҫҫӗ. Б. Чиндыков калешле ку тавра витӗмӗ-ши? Килтисем (Шупашкарта) те чӑвашла юрӑ итлесшӗн мар, эпӗ ярсан вара чӑтса лараҫҫӗ ҫеҫ. Кунӗпе чӑвашла юрӑ итленӗ хыҫҫӑн мана йӑмӑк «Ку чӑваш юрри йӑлӑхтарса ҫитерчӗ», терӗ. Хайсем вара вырӑсли «тринки-транки» юррисене итлеҫҫӗ (вӗсем чӑвашлисенчен пушшех те пакӑҫ), анчах апла калас ҫук. Эпӗ вара итлетӗп — мана пӗрре те йӑлӑхтармаҫҫӗ.
Ялсенче те (эп утса ҫӳресе-ҫке...) чӑваш юррисене итлессине сайра тӗл пулӑн...
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (7)]

Comments:

Анонимла // 3004.53.9023
2009.04.07 09:31
Чăнах, эсир мана тĕлĕнтеретĕр. "Тантăш" редакцинче хăвăра мĕн килĕшменнине кăна асăрхатăр-и? Усал хуняма пек кинĕн кăлтăкĕсене шыраса çӳреме килĕшет-и? Кине хавна килĕшнĕ пек тăвас тесен çитменлĕхсене асăрхама кирлĕ мар, ыррисене мухтама манмалла мар. Пирĕн вара, чăвашсен, япăххине асăрхас йăла вăйлă аталаннă. Тиркенипе чăвашлăх аталанаймасть!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!!
2009.04.07 11:51
Аçтахар Плотников
Ара, кунта, ырри те япăхине те палăртрăм-иç. Япăххине кăна мар.
Эп ăнланма пултараймастăп — ма чăваш юррисене итлес мар? Чăваш юррисене вĕсене итлеттереймĕн... Чăваш Енри чăвашсен пуçĕнче вĕсем темшĕн катăкрах туйăнаççĕ пулмалла...

Пĕр мухтасан кăна çын пăсăлать теççĕ.
Анонимла // 3004.53.9023
2009.04.07 14:06
Чăваш юррисене эпĕ те итлейместĕп. Хам чăвашлăх аталантăр тесе тăрăшатăп пулин те сăмах купинчен йĕркеленĕ, вырăс кĕввине пăхăннă юрра мĕнле итлейретĕн! Май çук! Ун пек "çăлтăрсене" итличччен - итлеменни! Юрать-ха, Альбина Юратун сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсен дискне илме май килчĕ. Грамматикăпа стиль йăшăшĕсем çук, хăть итлеме пулать.
Чăваш эстрада çăлтăрĕсен концерчĕсене те çавăншăнах çӳреместĕп. "Оппа", "Кайрăмăр" тенине итлесех килмест.
Тен, сире итлекенсене хисеплемен артистсен юррисем килĕшеççĕ? Тен, чăнах та, чăвашсем юрлама вĕреннĕ, эпĕ вара пĕлсе юлайман.
2009.04.07 16:02
Аçтахар Плотников
Шыракан тупать теççĕ.
Ман килте вырнаçнă 6 Gb калăпăшлă архивран 80% чăнах та итлеме йывăр. Эпĕ 20% кăмăлласа итлетĕп.
Ытларах мана фольклор ушкăнĕсен юррисем кăмăла каяççĕ. А. Сарри, «Çавал» ушкăн, «Сипет», С. Матвеева, А. Уляндина — сахал-им итлеме юрăхлă юрăçсем? Итлес тесен тупма пулать. Вĕсем вара шырас темеççĕ (вĕсене мĕншĕн тесен вăл кирлĕ мар). Çавă япăх. Эп çакна çеç палăртасшăн.
Анонимла // 3004.53.9023
2009.04.08 08:42
Пĕр юрăшăн диск илес килмест. Пахалăха тивĕçтерекен чăваш эстрада юррисене ăçтарах тупма пулать. Тен, сирĕн архивпа паллашма май пур. Халăх юррисем тенĕрен, вĕсем манăн та 3 диск пур. Анчах çителĕксĕр пек туйăнать. Ытларах чăн-чăн юрă шайне лартнисене итлесчĕ. Сăввипе кĕвви килĕшсе тăтăр, чуна пытăр.
2009.04.08 10:10
Аçтахар Плотников
«Пĕр юрăшăн диск илес килмест.»
Эпĕ каласаччĕ, «Аксар» кăларнă 29-мĕш mp3 пуххи питĕ лайăх тесе — туянса итлесе пăхăр ăна.
Анонимла // 3004.53.9023
2009.04.08 10:22
Мнăн "Аксар" кăларнă караоке пирки пĕр-ик сăмах калас килет. ЧăВАШЛА ТĕРĕС çЫРăР!!!!!!!!!!!!! Ачасен умĕнче аван мар!!!!!!!!!!!

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters