Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +1.3 °C
Цепь брака тяжела, иногда приходится нести ее втроем.(А. Дюма-сын)
 

Ad

Аçтахар Плотников: «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» пирки иртнӗ ҫавра сӗтел

Аçтахар Плотников27.07.2008 19:465402 views
Ҫавра сӗтел иртнӗ иккен. Хыпарта ҫак статьяна тупрӑм:
Республика кунӗнче "Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем", "Алӑпа ӑсталанӑ Раҫҫей" фестивальсем ирттересси йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ. Уяв хаваслӑхӗ, илемлӗхӗ халӗ те асрах. Мероприяти хыҫҫӑн пӗтӗмлетӳсем тума вӑхӑт. Нумаях пулмасть Наци библиотекинче халӑх пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри "Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем" фестивалӗн ҫитменлӗхӗсем тата аталану ҫул-йӗрӗ пирки "ҫавра сӗтел" иртрӗ.
1993 ҫулта "Атӑлҫи ҫӑлкуҫӗсем" фестиваль пӗрремӗш хут Оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ. Республика тулашӗнчен 3-4 коллектив ҫитнӗ. Тепӗр ҫулхине регионсен хушшинче иртнӗ мероприятие сакӑр регионтан тата хамӑр республикӑран вун-вун коллектив хутшӑннӑ. 1996 ҫулта пӗрремӗш хут чикӗ леш енчен - Египетран - хӑнасем килнӗ. 2002 ҫулта фестиваль Шупашкарпа Етӗрне хулисенче тата "Туслӑх кӑшӑлӗ" кӗрленӗ. 2006 ҫулхи фестивале 30 регионтан 7000 яхӑн ҫын пуҫтарӑннӑ. Кӑҫалхи уява 31 регионпа 3 ют ҫӗршывран килнӗ.
ЧР Халӑх пултарулӑх ҫурчӗн директорӗ Л.В.Чернова куракансем фестивальтен кашни ҫулах ҫӗннине кӗтни пирки асӑнчӗ. Кӑҫал пирӗн пата Надежда Бабкина ертсе пыракан "Русская песня" ансамбль килни фестиваль пӗлтерӗшне татах та ӳстерчӗ. Уява ҫӳллӗ шайра ирттерес тесен техника та тивӗҫли пулмалла. Хальхи вӑхӑт ыйтакан сцена та кирлӗ. Фестивале ирттерме чӑннипех те тивӗҫлӗ пулнине кӑтартмалла пирӗн. Ҫав вӑхӑтрах мероприяти кашни ҫулах пӗр вырӑнта иртсен вӑл пӗрпекленсе пырас хӑрушлӑх пур. ЧР культура министрӗ Р.М.Лизакова "ҫавра сӗтеле" пухӑннисене малашне фестивале йӗркелес тата ирттерес тӗлӗшпе ҫыхӑннӑ ыйтусене ҫийӗнчех татса памаллине, ҫитменлӗхсене шута илмеллине аса илтерчӗ. "Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем" Республика кунӗнче иртни фестивале хӑйне евӗрлӗ сӗм кӗртет. "Фестиваль ӳлӗм те пултарулӑх проекчӗ пултӑр. Ҫак уяв республика ят-сумне ҫӳллӗ шайра кӑтартма май патӑр", - терӗ Роза Михайловна.
Уява хутшӑнакан хӑш-пӗр коллективӑн пултарулӑхӗ пӗчӗк шайра пулни, тӗрлӗ регионтан чи пултаруллӑ ушкӑнсене ҫеҫ йыхравласси, хамӑрӑн йӑла-йӗркене упраса хӑварасси, халӑх пултарулӑхӗн конкурс-фестивалӗсене республика ыйтнӑ МИХсенче анлӑн ҫутатасси, ӑна тата анлӑрах ирттересси ҫинчен калаҫрӗҫ "ҫавра сӗтеле" пуҫтарӑннисем.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн пай пуҫлӑхӗ М.Г.Кондратьев профессор фестиваль паяншӑн ҫивӗч маррине, вӑл ҫулран ҫул пӗрпекленсе пынине, унӑн хӑйӗн концепцийӗсем ҫуккине, ҫакӑн пек ытти мероприятинчен уйрӑлса тӑманнине каларӗ. Уява йӗркеличчен халӑх пултарулӑх фестивалӗн пӗлтӗрӗшне ӑнланмаллине те асӑнчӗ Михаил Григорьевич. Кунта фольклор, илемлӗ пултарулӑх тата профессионал шайӗнче ирттернӗ шоу пулмалла. ЧПГӐИ пай пуҫлӑхӗ В.П.Иванов ҫак фестивальте чӑн малтан чӑвашлӑх тӗп вырӑнта пулмаллине каларӗ. Республика кунӗнче хамӑрӑн культурӑна, пултарулӑха кӑтартмалла. Мӗн авалтан пирӗн йӑхташсем Акатуя чаплӑн уявланӑ. Ҫак ырӑ йӑлана ялсенче, районсенче, диаспорӑра паян та тытса пыраҫҫӗ. Шел те, пӗтӗм республика пӗрле пухӑнса уявламасть ӑна. Республика кунне аякра пурӑнакан ентешсем чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ, пирӗн тӑрӑха килме васкаҫҫӗ.
ЧНК президенчӗ Г.Н.Архипов та республика тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсем Республика кунне хаваспах килнине асӑнчӗ. "Эпир Республика кунне ирттересси пирки саккун йышӑннӑ чух вӑл чӑвашсемшӗн пултӑр тенӗ. Уявӗ Пӗтӗм Раҫҫейӗн, чӑвашӗ вара айккинче юлчӗ. Сӑмахран, сцена ҫинче те чӑвашла ҫырнӑ пӗр сӑмах та тупаймастӑн", - терӗ Геннадий Николаевич.
ЧР халӑх пултарулӑх ҫурчӗн йӑла-йӗрке, пултарулӑх пайӗн ертӳҫи С.Г.Лаврентьева нумай мероприятие ҫитсе чи лайӑххисене Республика кунне йыхравланине каларӗ. Ҫакна пултарулӑх ушкӑнӗсем хаваспах йышӑнаҫҫӗ. Диаспорӑпа ӗҫленине те палӑртрӗ Светлана Григорьевна. Вӗсем ытти регионта пурӑнакан чӑваш коллективӗсен ертӳҫисене чӗнсе хамӑрӑн культурӑна аванрах кӑтартма вӗрентеҫҫӗ. Анчах нумай коллектив чӗнӗве илтмӗш пулать.
Пултарулӑх ҫурчӗн ӗҫченӗсем аякри ентешсем патне хӑйсем те кайса килнӗ. "Фестиваль иртнӗ хыҫҫӑн тепӗр кунне коллективсемпе мастер-классем ирттерсен аван пулмалла", - сӗнчӗ "ҫавра сӗтеле" пухӑннисене Светлана Григорьевна.
Ҫӳлерех асӑннӑ ҫуртӑн директорӗн ҫумӗ Т.А.Шамсеева "Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем" халӑх пултарулӑхӗн фестивалӗ пулнине самантлӑха та манмалла маррине каларӗ. Паллах кунта пысӑк пайне фольклор йышӑнать. Нумай жанрлӑ фольклор, уйрӑм юрӑҫсем, ҫамрӑксем хутшӑнни уява илемлетет.
Хӑшӗ-пӗри Республика кунӗнче темиҫе мероприяти тата фестиваль тӗрлӗ вырӑнта пулнӑран нумайӑшне курайманшӑн кӑмӑлсӑрланнине пӗлтерет. "Кулянма кирлӗ мар, - терӗ Тамара Александровна - Пӗр коллективах темиҫе лапама ҫитет, хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарать".
"Ҫавра сӗтеле" пухӑннисем "Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем" фестивальсен феҫтивалӗ пулмаллине каларӗҫ. Чӑваш патшалӑх академи капеллин тӗп дирижерӗ М.Н.Яклашкин мероприятисен тата унта хутшӑнакансен хисепӗ мар, пахалӑхӗ тӗп вырӑнтине асӑнчӗ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн тӗп дирижёрӗ Ю.В. Васильев фестиваль вӑй-халӗ, чапӗ, вӑл тӑтӑшах иртни, унта ялан халӑх йышли - чи кирли пулнине каларӗ.
Диаспорӑран килнӗ чӑвашсен уйрӑм фестивальне йӗркелеме те палӑртрӗҫ "ҫавра сӗтеле" хутшӑннисем. Аякри ентешсен фольклорӗн хӑйне евӗрлӗхне упраса хӑварас тата ӑна халӑх умне кӑларас тӗлӗшпе республикӑри пултаруллӑ культурологсемпе ирттернӗ мастер-классем те кирлӗ.
Асӑрхаттарусемпе ҫитменлӗхсене шута илсе ҫитес ҫулсенче фестивале чӑннипех тивӗҫлӗ шайра ирттермеллине палӑртрӗ Р.М.Лизакова министр.

Татьяна Михайлова


Ҫак палӑртнӑ йӑнӑшсене тӳрлетӗс-ши? Тепӗр ҫул курӑпӑр :)
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters