Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +1.3 °C
Незавидна участь того, кому никто не завидует.(Эсхил)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Тулашӗ хитре те шалашӗ йӳҫӗ

Аçтахар Плотников01.09.2008 18:025657 views
Шӑматкун, ҫурлан 30-мӗшӗнче ҫӗнӗ наци вулавӑшне кайса курас терӗм. Пӗр сӑлтавӗ, паллах, — ҫӗнӗ ҫурпа паллашасси, шалтан ӑна епле илемлетнине курасси. Тепӗр сӑлтавсем те пурччӗ — чӑвашла вулавӑш валли ҫӗнӗ хайлавсем ӳкерсе илесси тата Волгин кӗнекин хуплашкине («Кӗнекесем» уйрӑмра вӑл ҫеҫ тӑлӑххӑн, хуплашкасӑр тӑрать) ҫапса илесси. Паспорта та манса каймарӑм — унсӑр вулавҫӑ билетне памаҫҫӗ.
Шалта та самай илемлетнӗ иккен! Анчах та, кӗнекисене пурне те куҫарманнине пула никам та ҫуккӑччӗ — стойка хыҫӗнче тӑракан йышӑнакансӑр пуҫне урӑх никам та ҫук. Вулавӑш билетне мана хутран тунине пачӗҫ, каярах электронли пуласси пирки каларӗҫ. Паллах, укҫалла.
Вулавӑшра пӗр пӳлӗм кӑна ӗҫлет иккен — мана унта ячӗҫ. Пӳлӗмре мана Александрова Людмила Демосовна кӗтсе илчӗ, мана мӗн кирлине ыйтрӗ. Кирлисем тупӑнмарӗҫ — маларах каларӑм ӗнтӗ — кӗнекесене пурне те куҫарса пӗтермен. Ни Волгин кӗнеки ҫук, ни Альберт Канашӑн хайлавӗсем. Шел... Вулавӑшҫӑ мана кӗнеки ҫӳлӗкӗсене кӑтартрӗ те кирлине суйласа илме сӗнчӗ. Пӗрре килнӗ килнех мӗн те уплин ӳкерсе каяс терӗм. Александр Артемьевӑн «Салампи» кӗнекине тата тепӗр кӗнеке илтӗм — ун ятне астумастӑп. «Салампи» хулӑм та малтан унран пуҫлас терӗм. Хӗрсе каясах ӗҫе пикентӗм — страницӑсене уҫатӑп, ӳкеретӗп, уҫатӑп, ӳкеретӗп. 60 ытла ӳкерчӗк тунӑ хыҫҫӑн Людмила Демосовна мана асӑрхаттарса илчӗ — кӗнекене ӳкерсе илес килет пулсан — автортан килӗшӳ кирлӗ иккен. Пӗр пайне ӳкерме юрать, пӗтӗмӗшле — ҫук. Эп хам валли мар тӑрӑшатӑп терӗм те малалла ӳкерме тытӑнтӑм. Асӑрхаттарнипе кӑна ҫылахать пулӗ терӗм те, ҫук, хӑпмасть манран — ӳкерме пӑрахма ыйтать — урӑх кӗртместпӗр тесе хӑратма пуҫларӗ. Мӗн тӑвас, кӑмӑла пӑсрӗ — кӗнекесене тавӑрса патӑм та тухса кайрӑм вулавӑшран.
Паллах, саккунӗ ҫапла — тӗрӗс калать. Автор прависене, чӑнах та, хӳтӗлемелле. Анчах та хальхи вӑхӑта ҫитсен те пӗр ҫыравҫӑ та мана «Ман хайлавсене сайтран илсе пер!» — тесе каланине илтмен. Пачах та урӑхла, хӑйсен хайлавӗсене курсан савӑнаҫҫӗ, вырнаҫтарма ыйтаҫҫӗ. Тем тӗрлӗ те каласа пӑхрӑм — ҫук, ӳкерме памарӗ вулавӑшҫӑ... Эх... пӗтсех пыраҫҫӗ курӑнать Чӑваш Енӗн лайӑх енӗсем. Вӑхӑт шӑвать... вӗсем вара ҫухалса, пӗтсе пыраҫҫӗ. Нумай пулмасть, пӗлтӗр Питӗрте пулнӑ чухне, мухтанаттӑм юлташсем умӗнче — Чӑваш наци вулавӑшне кӗр те хуть те мӗн чухлӗ ӳкер — никам та чармӗ. Иртсе кайрӗҫ курӑнать вӑл вӑхӑтсем. Чӑваш наци вулавӑшӗ халӗ ҫӗнӗ тумпа, ӗҫлеме те саккуна пӑхӑнса ӗҫлет. Мускаврисем пекех. Шел те, чунлӑх ҫук унта. Ҫынна ӑнланма пултараймаҫҫӗ.
Людмила Демосовна вара саккуна пӑсмасӑр ӗҫлет. Ҫӳлте каланӑ — вӑл пурнӑҫланӑ. Ҫапла, ҫынсем шухӑшлама пӑрахаҫҫӗ курӑнать. Мӗн тума шухӑшлани кирлӗ — пуҫлӑхсем пур-ҫке, саккунӗсем пур. Вӗсене йӗркипе тытса пыр та пурнӑҫӗ те малалла пӗр тикӗс кусса пырать. Лайӑх. Чаплӑ. Шухӑшлама, пуҫа ватма кирлӗ мар — сансӑр ӑслисем пур. Эп ҫав кӗнекесене ӳкерсе пӗтерсен вулавӑш тӑкак тӳсӗччӗ-ши? Вӗсене пуҫран шаккӑчӗҫ-и? Эп, мӗн, тӳрех, кашни вырӑнта «Эп ку кӗнекене Наци вулавӑшӗнче ӳкерсе илтӗм, вӗсем саккуна пурнӑҫламаҫҫӗ — мана ӳкерме чармарӗҫ!» тесе кӑшкӑрса ҫӳрӗттӗм-и? Саккун пур — унта хӑвна мӗнле тытмаллине пӗтӗмпех ҫырса кӑтартнӑ, хӑвӑн ҫӗннине нимӗн те шутласа кӑлармалли хуйхӑ ҫук.
Тепӗр тесен, автор правине пӑсса эпӗ вӑл хайлава вырнаҫтарнӑ пулӑттӑм. Эпӗ вӑл хайлава хам ҫырнӑ тесе вырнаҫтармастӑп-ҫке! Авторне кӑтартатӑп! Хайлава вырнаҫтарса тупӑш илнӗ пулсан — мана «ҫын ӑҫӗпе укҫа ҫапать» тесе вӑрҫма пулӗччӗ. Ҫук, нимӗнле тупӑш та ҫук унта. Пушшех те урӑхла, хам тӑкаклатӑп. Сайта укҫӑсӑр тытма май ҫук — тӳлемелле. Хайлавӗсене вырнаҫтарнишӗн, вӗсене вуланишӗн — нимӗнле укҫа та шӑйӑрмастӑп. Ҫыравҫисем, маларах каларӑм ӗнтӗ, пӗрре те хирӗҫ мар. Пултарулӑх вӑл халӑхшӑн пулмалла, тупӑш илмешкӗн мар. Пултарулӑх — Турӑ пани, ӑна уйрӑм ҫын валли кӑна паман, ҫынсене унпа килленме панӑ. Тупӑш ҫиеле тухнӑран ӗнтӗ юлашки ҫулсенче пӗр чаплӑ хайлав та ҫыраймаҫҫӗ. Кӑна эп пӗтӗмӗшле калатӑп — тӗнчи халӗ ҫапла кутӑн ҫаврӑннӑ. Чӑваш ҫӗрӗнче, Турра тав та, ватӑ ҫыравҫӑсем пур-ха — пултарулӑх шайӗ чакман, лайӑх хавлавсем те ҫыраҫҫӗ.
Юлашкинчен Людмила Демосовнӑна тата ҫакӑнпа айӑпласшӑн — чӑваш пулин те манпа тӑрмашсах вырӑсла калаҫрӗ. Эпӗ унпа чӑвашла — вӑл мана вырӑсла хуравлать. Ҫавӑнпах пулӗ мана ӑнланасшӑн пулмарӗ — саккун ҫине кӑтартрӗ те кӑтартрӗ. Чӑваш чунӗ юлман, вырӑсланса ларнӑ. Чӑваш вӑл яланах ҫынна пулӑшма васкать, таҫти инҫетре пӗр «ӑслӑ ҫын» темӗнле саккун кӑларни ҫине пӑхмасть.
Ҫапла май Чӑваш наци вулавӑшӗн тулашӗ хитре те шалта вӑл ҫук — унта чунсӑр ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ.
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (7)]

Comments:

Галине // 4126.51.8655
2008.09.03 15:40
Сирен настроенине хапартма Сире пирен шкул ачисен хайлавесен пуххине парнелеме пултаратап. Шкул 165 сул тултарна ятпа есри усемсемшен пана преми уксипе тата хамран укса хушса 120 экземпляр тиражпа 60-а яхан веренекенен терле хасат-журналта пичетленне хайлавесене 152 страницаран таракан кенеке пичетлесе калартамар. Кенекине авторсене тата терле сынсене парнелесе петеретеп те енте. Сайтра вырнастарма хирес мар. Ыттисем те пирен ачасен пултарулахепе паллашчер. Тен, килешсе кайе те ,чан-чан кенекех каларса парес. Пирен кенекене укерсе илме те кирле мар, эпектронный вариант хамрах.Каштах пичетлене чухне йанашсем кайкалана, асархана йанашсене турлетмелле сес.
2008.09.03 16:28
Аçтахар Плотников
Хайлавĕсене тупăп-ха... Эп уншăн мар, ӳкерме чарни ман кăмăла пăсрĕ. Эп вĕсен укçине вăрламастăп-çке.

Шкул ачисен хайлавĕсене ярса парăр — вырнаçтаратăп. Кашни хайлавĕн авторĕ пулмалла — авторсăр хайлавсене вырнаçтармастăп.

Сăмах май, Электронлă вулавăшра 101 автор ĕнтĕ :)))
Victor // 2742.10.7558
2008.09.03 18:12
Victor
Ükerme, pallah, juramast'. Pipl'ottekkăsem hăjsen jĕrkipe ĕşleşşĕ-şke. Kĕnekene zifrălasa vyrnaştarni tupăš pamasan ta, huna ta, pipl'ottekkăna ta pĕr kun tăkak kürme pultarat'.

Vulavăšşa hăjĕn ĕşne tivĕşlĕ purnăşlani vara man šutpa pit lajăh. San ĕşe yrlamanšăn văl ni vyrăsmar, ni căvaš mar, ni cunĕ hytă mar un. Sana carnipe văl căvašlăha hirĕş kajmast'. Ükersen vărttăn - huna ta pajta, unăn ta namăslanas şuk.

Şillenni, ajăplani - sana kăna japăh jencen kătartat'.
Сувар С. // 1575.66.2251
2008.09.03 22:21
Чăнах та кÿренмелле, ырă мар япала.
2008.09.04 11:59
Аçтахар Плотников
Šyravşă, эп вара кашни çын машин пек пулмалла мар тесе шутлатăп. Кашни çынăн хăйĕн пуçĕ пулмалла. Тепĕр тесен ман унта каяс кăмăл çук урăх.
Галине // 4126.51.8655
2008.09.04 23:23
Ыра самахшан тав таватап ачасен ячепе те. Кашни хайлавен авторе пур. Хаш -пер авторан вуншар хайлав та пур, теприн перре сес. Суйласа илмеллех пур.Хам ярса параймастап,ачасем урла ярса парап ситес эрнере.
Victor // 2742.10.7558
2008.09.14 15:51
Victor
«эп вара кашни çын машин пек пулмалла мар тесе шутлатăп»
Этем теме хирĕç те темле мар, этемлех юлать. Ман шутпа, эс асăннă хĕрарăм чĕрипе парăнсах ĕçлет. Ăна кĕнекесене хÿтĕлеме лартнă - хÿтĕлет те. Ÿкерен тӗк, вăрлан тăк, çынна хăвăнпа пĕрле айăпа ан кĕрт - ту усал ĕçне вăрттӑн. Таçти аслă чăвашлăх ячĕпе ӗçлеп тени уншăн та, маншăн та намăс. Чăвашсем (ЧР преситенчĕ е Аслă Канашĕ, е ЧНК) сана «салампине» пипльоттеккăран вăрлама паракан ирĕке справккă çине çырса паман вӗт-ха. Ма хĕрарăм чысне варалас?


Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters