Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +2.3 °C
Печально не то, что надвигается старость, а что уходит молодость.(А. Дюма-сын)
 

Ad

: Хурлӑхлӑ хыпар

01.10.2008 06:284367 viewsEdit Delete
Кемаль Чепрас
Ҫап-ҫамрӑкчӗ-ха вӑл - 1964 ҫулта ҫеҫ ҫуралнӑ. Турцири Кастамону вилайечӗн Арач илчинчи маттур ҫынччӗ. "Уфук отеси" (Ҫутӑ леш енчи е горизонт леш енчи) хаҫат кӑларатчӗ. Тӗрӗк тӗнчине хытӑ юрататчӗ. Пур тӗрӗк халӑхне те юрататчӗ, анчах асаплӑ шӑпаллӑ Крым тутарӗсене тата чӑвашсене ыттисенчен те ытларах юратнӑн туйӑнатчӗ. Ҫавӑнпах-и, вӑл Чӑваш Ене темиҫе те ҫитсе курнӑҳҳӗ. Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Чӑвашкасси ялӗ (халӗ те авалхи тӗне упрать), Патӑрьел, Муркаш, Етӗрне районӗсем, Петр Мазуркин тата Балтай Микуҫӗ ӳнерҫӗсен килӗсем халиччен те ҫак ӑшӑ пит-куҫлӑ тата уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынна астӑваҫҫӗ-тӗр. Хӑй курни-илтнине вӑл вулакансене савӑнса та тӗлӗнсе ҫырса кӑтартаччӗ. Вӑл пулӑшнипех 1999 ҫулта Шуцпашкарта Турцире ҫӗр чӗтреннине сӑнлакан "Тӑван инкекӗ - пирӗн инкек" фотокурав пулнӑччӗ. Вӑл пулӑшнипех пӗлтӗр кӑна Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял пултарулӑх ушкӑнӗ Костамуна хулинче иртнӗ Тӗрӗк Тӗнчин кунӗсене хутшӑннӑччӗ. Вӑл пулӑшнипех пӗр чӑваш хӗрачи Кипрта Гирне хулинчи университетра тӳлевсӗр вӗренет. Ӗмӗтсем тата пысӑкччӗ, анчах та кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнчи ҫул ҫинчи аыварире пирӗн тӑванӑмӑрӑн кун-ҫулӗ вӑхӑтсӑр татӑлчӗ. Чӑвашсемшӗн ку калама ҫук пысӑк ҫухату. Унӑн ятне тата ырӑ сӑнарне эпир ӗмӗрне те манмӑпӑр.
Хурланса Владимир Кожевников журналист
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (1)]

Comments:

Ramzaj // 7102.6.2739
2008.10.04 22:23
Не будем за всех говорить и оскорбления не лучший способ поиска правды.Чувашский народ возможно живет в данный момент чужим умом и молится чужим Богам.(это лично мое мнение)
К сожалению не знал о жизни и смерти Кемаль Чепрас.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters