Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -4.7 °C
Любая жизнь начинается с конца.(Д. А. Марков)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Чӑваш чӗлхи хӑрушлӑха лекни пирки пӗлтерни

Аçтахар Плотников16.03.2009 20:276495 views
Кӑҫал нарӑсӑн 19-мӗшӗнче ЮНЕСКО хӑйӗн ҫухалакан чӗлхесен карттине кӑтартнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енре кӑткӑ йӑви пекех чупма пуҫларӗҫ — пирӗн чӗлхе хӑрушлӑхра иккен! Ку хыпар хӑш-пӗр ҫынсен пуҫӗнче чан ҫапнӑ пекех янраса кайнӑ курӑнать те вӗсем чупкалама тытӑннӑ. Ку хыпара пелмен ҫын юлмарӗ те пулӗ. Ку лайӑх-ха... эпир, ҫынсем, ҫухатнӑ чухне ҫеҫ япалана хаклама вӗренетпӗр. Ку чӑвашӑн инкекӗ мар, пур халӑхӑн та... Ҫапла май, тен, чӑваш чӗлхи ыйтӑвне те тӗплӗнрех пӑхма пуҫлӗҫ. Пурӑна киле, тен, ҫитес ҫула чӑваш чӗлхине те халаллӗҫ. Пӑхӑпӑр.
Ытларах чухне кун йышши хыпарсене Раҫҫейре пӗлтермеҫҫӗ — курмӑш пулаҫҫӗ те халӑх пӗлмесӗрех юлать. Хальхинче, Турра шӗкӗр, пӗлтерчӗҫ! Тӗрӗссипе каласан вара ЮНЕСКО пирӗн чӗлхене ку ушкӑна 2001 ҫултах кӗртнӗ. Ав, Википедин вырӑс уйрӑмӗнчех, кун пирки информаци икӗ ҫул каяллах вырнаҫӑннӑ — 2007 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗнче (ӗненмесен хӑвӑр пӑхӑр: http://ru.wikipedia.org/w/index.php ... f=prev&oldid=3599039 ). Ун чухне, 2001 ҫулта, ку хыпара пӗлтермен... Интереслӗ, вӑл вӑхӑтрах ку информацине сарнӑ пулсан хальхи лару-тӑру епле пулӗччӗ?..
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (7)]

Comments:

2009.03.16 21:21
Катка йави пек вахатлаха кана чупес-ха. кашт пашарханна пек пулес те лапланес.
Анонимла // 1321.95.8132
2009.03.16 23:35
По данным переписи 1989, из всех чувашей, проживающих на территории бывшего СССР, почти четвертая часть родным назвали не чувашский язык, даже в самой Чувашской АССР доля чувашей, не владеющих родным языком, составила около 15 %. В настоящее время язык исчезает. В городах практически все чуваши используют русский язык как язык общения, в деревнях медленно, но вытесняется русским языком. Нет ни одного официального интернет сайта на Чувашском языке. Практически любая речь руководителей Чувашской республики включает единственную дежурную фразу на чувашском: Хаклă юлдашсем! Далее речь ведется на русском.
Из русской Википедии
Ajdush // 8765.0.5192
2009.03.17 12:59
Migulaj çырать:
Вара эсĕ халь эпĕ ĕлĕк çырнипе килĕшетĕн-и?
Кунта пăхмалла: http://forum.chuvash.org/cgi-bin/ikonboard.cgi?act=ST;f=3;t=2365;st=20
Чи малтан Чăваш республикин Аслă канашĕнче чăвашла , канашлусене ертсе пыма, калаçма тытăнмалла. Виçĕ уăх каялла унта [DEL] 1%та (пĕр процент) чăвашла калайман.
Анонимла // 1321.95.8132
2009.03.26 01:26
Каçă ĕçлемест...
Лана Ива // 2867.58.4981
2009.04.05 10:48
Очень грустно читать о том, что нас, носителей языка стало меньше в разы... Я не хочу задеть чувства как нашего, так и других народов, однако с уважением смотрю на башкир. Их не так много в Республике, но всюду звучит их речь, их музыка, они активно развивают свою культуру. Республика поддерживают башкир, проживающих за пределами Башкортостана. Каждый башкир знает язык своего народа, с гордостью говорит, "мин- башкорт!" Я работаю в загсе, поэтому четко отслеживаю отношение человека к своему народу. Чуваш, регистрируая акт о браке или о рождении ребенка, не спешит указать в заявлении свою национальность. Мне больно и грустно от этого. И я вижу, как тот же чуваш расправляет свои крылья во время церемонии регистрации, когда к ним обращаешься на чувашском, призываешь помнить наш язык, научить говорить на нем своих будущих детей...
Анонимла // 2648.68.1255
2009.04.08 18:00
Мана хулари ачасем яланах ятлаççĕ,мĕншĕн тесен эпĕ чăвашла калаçма пĕлетĕп.çапах эпĕ кулянмастăп хамăн тăван чĕлхине пĕлнишĕн, мĕншĕн тесен эпĕ чăваш!
Анонимла // 3813.27.4717
2009.04.09 09:01
Тǎван халǎхǎма

Тǎван сǎмах – ахах-мерчен,
Çемçе, ĕлккен тата чечен.
Таса çǎл шывĕ пек сипетлĕ,
Ěçсе тǎранайми пехетлĕ.

Тǎван сǎмах – уяр çу кунĕ,
Йǎлтǎртатан хĕвел тĕрри.
Унра пурнать чǎвашǎн чунĕ
Пĕр ывǎнмасǎр, çав тери.

Пин саслǎ, çутǎ тĕнчере
Чǎваш сǎмахĕн ялтǎравĕ.
Çунса тǎратǎн ĕнчĕлле,
Сана тивмен кун-çул пǎтравĕ.

Чǎваш юрри-сǎвви,тĕрри…
Илтет,пĕлет тĕнче хĕрри.
Иккĕленместĕп: тǎван халǎх
Мǎнаçлǎ, аслǎ, чыслǎ, халлǎ.

Эс – çутǎ ĕмĕрсемпе тан,
Сипет илетĕн Атǎлтан.
Чи авалхи чĕлхен ят-сумĕ
Нихçан та, ĕмĕрне те хухмĕ.

Вячеслав Круглов.
Курнавǎш ялĕ.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters