Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -4.7 °C
Хорошо одетый человек тот, кто считается с собой и с другими. (П.Карден)
 

Ad

Аçтахар Плотников: «Тутимӗре» кӗртсе пӗтертӗм

Аçтахар Плотников04.05.2009 23:524513 views
Ҫак хайлав ман алла лексен эп ӑна чун-чӗререн юратса пӑрахрӑм! Яков Ухсай маншӑн чӑн-чӑн пултаруллӑ ҫын пек тухса тӑчӗ — вара вӑхӑта сая ярас мар тесе ӑна электронлӑ вулавӑша вырнаҫтарас терӗм. Вулавӑш калӑпӑшӗпе кӑна мар, хӑйӗн пахалӑхӗпе те палӑрса тӑмалла — Яков Ухсайӑн «Тутимӗрӗ» вара ӑна чӑннипех те ӳстерессе шанатӑп.
Ку хайлава кӗртме пулӑшнӑшӑн ман хамӑн йӑмӑка, Еремеева Еленӑна, тата ун мӑшӑрне Володӑна тав сӑмахӗ калас килет. Кӗнеки пӗчӗк мар, унсӑр пуҫне 1975 ҫулта тухнӑ пирки ӑна сканерлама та йывӑр — FineReader текста тӗрӗс палласа илеймест, пичетре тӗл пулакан кӑлтӑксем чӑрмантараҫҫӗ. Тавах, пулӑшнӑшӑн!
Ман уйрӑмах ку трагедире халӑх пултарулӑхӗпе (Курак хӑйӗн хӗрне качча парас тесе чӗпписене те шеллемест, хурчӑка йӑтса кайтӑр тесе еплерех тӑрӑшать!) чылай усӑ курни, кашни сӑнар хӑй евӗрлӗ пулни (Куракпа Асамат сӑнарӗсем еплерехшӗ!), халӑх чӑн пурнӑҫа юмахпа пӑтраштарманни (вӗсенчен кашни пӗлет — ҫитсе пыракан хӗл пуҫран ачашламӗ, ҫунса кӗлленӗ кӗлӗтсенчен ҫанӑх тухмӗ) килӗшрӗ. Чӑн-чӑн хайлав! К. Ивановӑн Нарспийӗпе пӗр шайра тӑраканни!
Пӑкачав вӑрҫине сӑнласа паракан хайлава эпе темиҫе те вуларӑм ӗнтӗ — М. Удаловӑн «Чечекӗ», Юхма Мишшин «Кӑвак ҫӗмренӗ». Тата ҫак трагеди. Кашни ҫак вӑрҫа хӑй еверлӗ уҫса парать. Пӗри сӑмах илемлӗхӗпе, тепри кӑткӑс сюжечӗпе, Яков Ухсайӑн трагедийӗ вара чӑн пурнӑҫа кӑтартнипе.
Интереслӗ, Яков Ухсай шайӗнчи сӑвӑҫсем ҫуралӗҫ-ши чӑваш ҫӗрӗнче?..
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters