Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +2.3 °C
В жизне нет ничего лучше собственного оппыта.(В. Скотт)
 

Ad

: Пӗлтерӳ

20.06.2009 23:475068 viewsEdit Delete

Утӑ уйӑхӗн 5-12 - мӗшӗсенче чӑваш халӑхӗн паллӑ вырӑнӗсене ҫитсе курма чӗнетпӗр.
Пирӗн маршрут: Шупашкар – Чӗмпӗр – Самар облаҫӗ – Пушкӑрт Республики – Тутар Республики– Хусан – Шупашкар.
Телефон: 8-927-667-93-23
«Сӑвар» пӗрлешӳ
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (10)]

Comments:

Тимĕрке Митяй // 3627.23.9637
2009.06.22 11:33
Поездпа кайса килетĕр-и?
2009.06.22 15:30
Аçтахар Плотников
Автобуспа пулĕ...

Хăна çурчĕсенче вырнаçмалла пулать пулĕ? Чĕмпĕр, Самар, Пушкăрт, Тутарстан тăрăхĕсемпе çÿренĕ май хăш вырансене çитсе курма май пулĕ? Пăлхар, Пÿлер хулисене, паллă çыравçăсен çуралнă ялĕсене кĕрсе курма май пулĕ-и?
Тата çак çулçÿрев мĕн хака ларать?
Тимĕрке Митяй // 3627.23.9637
2009.06.23 11:34
хăш вырансене çитсе курма май пулĕ?

Манăн та кăна пĕлес килеть.


P/s
Микулай,кун кĕнекинче менле регистрациленмеллине мана ăнлантарса пар-ха,тархасшăн?
2009.06.23 12:38
Аçтахар Плотников
Микулай,кун кĕнекинче менле регистрациленмеллине мана ăнлантарса пар-ха,тархасшăн?

«Система» пайра «Кĕр» пур (маларах регистрациленнĕ пулсан), е, регистрациленмен пулсан, «Регистрацилен» каçăпа усă курас пулать.
2009.06.23 19:14
«Система»...

Рахмат, тупрăм :)...
AlinaSt // 1642.93.3744
2009.06.24 11:01
Паллах, автобуспа каятпăр. Кăçал 20-мĕш хут! Студентсен 1000 тенкĕ тӳлемелле, аслисен - 2000. Ку пачах та хаклă мар, çул укçишĕн те юнĕ.
Чи малтанах Çеçпĕл Мишши, Анатолий Миттов, Митта Ваçлейĕ, Геннадий Айхи çуралнă ялсене кĕретпĕр. Çак кунах Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче чарăнатпăр, каçхине Самар облаçĕнчи Муром хулашне, Çăлкуç чăваш ялне çитетпĕр. ( Кунти культура çуртĕнче пирĕнпе пынă пултарулăх ушкăнĕ коцерт кăтартĕ).
Тепĕр кун Самар облаçĕнчи Ухинкел тĕне кĕмен чăваш ялĕн масарне кайса курăпăр, Пушкăрт Республикинчи Слакпуçа çул тытăпăр. Кунтан инçе мар Силпи улăхĕнче вăйă карти йĕркелĕпĕр, «Нарспи» поэмăна вулăпăр, çăлкуç патĕнче пура лартăпăр. К.В. Ивановпа Я.Г. Ухсай музĕйĕнче пулăпăр,Кĕсле ту çине хăпарăпăр, Хушăлкана та çитĕпĕр.
Малалла пире маршрут Тутар Республикине илсе кайĕ. Пӳлерте, Сăварпа Пăлхар хулашĕсенче пулса курăпăр, упранса юлнă истори палăкĕсемпе паллашăпăр. Пӳлерти Валем хуçа сиплĕ шывĕпе çăвăнăпăр, чăваш ячĕсене йышăнăпăр, чӳк туса шӳрпе пĕçерсе çийĕпĕр. Хусанти ар масарне кĕрĕпĕр, Н.И.Ашмарин, Н.В.Никольский вил тăприйĕсем çине чечек кăшăлĕсем хурăпăр. Юлашкинчен тутар çамрăкĕсен пĕрлешĕвĕпе тĕл пулăпăр.
=))))))) Нихăш ялта та хăна çурчĕ çук! Çывăрма ял çыннисем хăйсем патне илсе каяççĕ, е шкулта вырăн тупса параççĕ. Чăваш Республикинчен килнĕ хăнасене ытти регионти чăвашсем пысăка хурса хакланине ăнланнăччĕ пĕлтĕр, тараватлă кĕтсе илсе çавăн пекех тараватлă ăсатса яраççĕ. Пырас кăмăллисене 8-927-667-93-23 номерпа шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатăп.
2009.06.25 16:48
Аçтахар Плотников
Сирĕнпе çак çулçӳреве кайса килмеллех пулĕ — тахçанах Пӳлере те, Пăлхара та çитсе килес шухăшсем пур. Çитменнине эсир тата чăашăн ытти паллă вырăнĕсене те кăтартатăр — эп унта та пулман. Пĕр Иван Мучин палăкĕ патĕнче пулса курса ĕнтĕ...
AlinaSt // 3687.96.8601
2009.06.25 22:46
Каймалла-каймалла! Иван Мучин палăкĕ ăçта вара?
2009.06.26 01:03
Аçтахар Плотников
Шупашкар районĕ, Тойтерек (Тойдеряки) ялĕ. Ишек патнелле.
http://gallery.chuvash.org/v/chuvas ... sary_rayon/toyterek/ — ак кунта курма пулать. Эп унта Муркаш-Ишек фотосесси вăхăтĕнче пырса лекрĕм. Ялти çынсем палăкне сăрлама шантарчĕç-ха ун чухне... те сăрланă, те сăрламан.
Аса илтĕм! Тата Муркаш районĕнчи Ахманере Андрей Петтоки палăкĕ патĕнче пулса.
AlinaSt // 1255.0.2866
2009.06.26 08:56
Интереслĕ фотосесси! Пăхма кăмăллă пулчĕ.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters