Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +1.3 °C
Неверие - первый шаг к философии. Скептицизм - худшее из мировозрений.(Дидро)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Хветӗр Уяра малалла вуланӑ май...

Аçтахар Плотников03.07.2009 00:323804 views
Малалла вулатӑп. «Хӑна-вӗрле» тата «Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем» пайсене вуласа тухрӑм. Акӑ мӗн ҫӗнни пӗлме тӳр килчӗ:

ҫӳрме — ку сӑмаха романрах ӑнлантарса панӑ. «Тултармӑш евӗрлӗ апат (ӳпкене касса пыршӑпа ҫыхнӑ какай. Шӳрпере пиҫет.).»
хытӑлла пӗҫернӗ пӗр ҫӑмарта — чӑмӑрла вырӑнне «хытӑлла» тенине малтан илтменччӗ.
пуҫиле — пуҫкасан, ҫын вӗлерекен.
тӑнчӑ — пӗлмелле мар сӑмах... Сӑмахсарсенче ҫук, шыравҫӑсем пӗлмеҫҫӗ... «...Ӑнсӑртран пӗрер чӑваш пырса ларсан вӑл та часах хӑйӗн тӑван чӗлхине манса каять. Тӑнчӑ манать!..»
кулава — ку сӑмах «кӑлава» пулать пулӗ, е хальхилле «глава».
вут вутарса хунӑ — «хытӑ каласа хунӑ» пулать иккен, кӗнекерех ӑнлантарса панӑ. Сӑмахсарта ҫук. Акмӑрса Анчӑкӑн историйӗ пи-и-итӗ интереслӗ.
тӑпачӑ — пӗлместӗп. Николай Теветкелӗн «Тӑпачӑ» ятлӑ сӑвӑ пур. Авӑн ҫапнӑ чухнехи хатӗр пулас...
тӗпле — «юса», «тӳрлет» пӗлтерӗшлӗ.
пыр ҫыххине — ... пӗлместӗп, мӗн ҫыххи-ши?
сулӗш — сӑмахсарсенче ҫук. «сулӗш пӳлӗнсе ларчӗ» — сӑмах сывлӑш пирки-ши пырать?
Хм... «кӑсӑя пӗҫҫи» татах тӗл пулчӗ :) Хветӗр Уяр юратать иккен ку сӑмахҫаврӑнӑша! 55-мӗш страница таран вуласа ҫитрӗм пулин те виҫҫӗ тӗл пулчӗ ӗнтӗ.
ниш — хал пӗтни, вӑйсӑрлӑх. Ниш курӑкӗ — ландыш. «Мулкач Терушӗн карчӑкӗ — нише кайнӑ ҫын». Тепӗр майлӑ каласан, вӑйсӑрланнӑ ҫын ӗнтӗ. Ку сӑмаха пӗлетӗп, лайӑхрах астуса юлмашкӑн кунта кӗртрӗм-ха.
ӗселен — аран-аран йӑштӑртатса ҫӳрени. «Какай пиҫнӗ вӑхӑтра пулсан ҫуррине вӑрттӑн татса илсе хыпать, тути-ҫӑварне пӗҫерте-пӗҫерте ӗселенет».
шӑр ҫарамас — ҫаппа-ҫарамас? «Маншӑн пулсан шӑр ҫарамасах ҫӳре...». Сӑмахсарта ку пӗлтерӗш ҫук.
куҫ хӳри — ??? Ку фразеологизм е сӑмахҫаврӑнӑш? «куҫ хӳрипе те ҫаврӑнса пӑхмастӑп...»
Ку тӗлте фразеологизмсем нумайланса кайрӗҫ...
хыпар-хӑнар — хыпарне пӗлетӗп-ха, хӑнарне пӗлместӗп. Темӗнле сӑмахах пулнӑ пулӗ-ха малтан...
пӗр йӗппи таранччен — ку фразеологизма ӑнланаймастӑп...
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters