Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +1.3 °C
Ссылаться на дурные поступки других - это умываться грязью.(Ж. Пети-Сан)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Авалхи пӑлхар хулисем тӑрӑх (шухӑшлавсем)

Аçтахар Плотников14.07.2009 11:494464 views
Маларах пӗлтерсеччӗ ӗнтӗ, утӑн 5-11-мӗшӗсенче, чӑвашсен паллӑ вырӑнӗсене кайса курма тӳр килчӗ. Куншӑн ман ҫак ҫулҫӳреве йӗркелекен Олег Михайлович Цыпленкова тата ыттисене та тав сӑмахӗ калас килет. Уйрӑмах, Алина Студенцовӑна тав сӑмахӗ калас килет — вӑл сайтра пӗлтерӳ ҫакса хуман пулсан тахҫанах кайса курас ӗмӗте пурнӑҫлаймастӑмччӗ те пулӗ.
Ку ҫырӑва эп кун кӗнеки пек ҫырмастӑп — хӑш кун мӗн тунине, ӑҫта пулнине пӗлмешкӗн ҫак чунҫӳреве (выр. поломничество) сирӗн хӑвӑрӑн кайса килмелле. Эп мӗн курни-илтнине, мӗн килӗшнипе мӗн килӗшменнине ҫырса кӑтартасшӑн. Ҫапла-ҫапла... мана килӗшмен япаласем те пулчӗҫ. Тепӗр енчен вӗсемсӗр епле-ха? Хӑшӗ-пӗрисене ҫак хамӑн ҫырупа кӳрентерӗп те пулӗ, анчах та пӗлӗр — эп кӳрентерме мар, тепрехинче ҫак йӑнӑшсене тӳрлетмешкӗн ҫыратӑп. Мана ӑнланасса шанатӑп :).
Чи малтан ман мӗн пӗлтерес килет? Ӗненетӗр-и, ӗненместӗр-и, анчах та ҫак чунҫӳреве тухнисем кӑна пурте ҫирӗплетме пултараҫҫӗ — пирӗн ҫул тӑп-такӑр пулчӗ. Шупашкартан, Ӗпхӳрен «кунта таҫта та ҫумӑр лӗшкет» тесе хӑратаҫҫӗ — пирӗн ҫул ҫинче вара хӗвел кӑна ҫутатса пырать. :) Паллӑ ҫыравҫӑсене асӑнатпӑр — кӑшт ҫумӑр ӳккеленҫи туса илет те хӗвел пӑхма пуҫлать. Ҫеҫпӗл Мишши палӑкӗ патӗнчех тӳпере пӗр пӗлӗт татки те ҫук темелле — ҫавах кӑшт тумламсем ӳкрӗҫ. Силпи ялӗн вырӑнӗнче ҫеҫ ытларах йӗпетрӗ — ҫапах та хамӑрӑн ӗҫе туса пӗтерме пачӗ пачах! Кайран вара, унтан тухнӑ хыҫҫӑн, пӗлетӗр-и мӗнле хура пӗлӗтсем капланса килчӗҫ? Ҫапах та вӑйлӑ ҫумӑрсем айне пулмарӑмӑрах! Ку тӑрӑхра ҫумрисем те кирлӗ — ҫумӑрӗ ҫуманнине пула пулӗ ҫул хӗрринчи хурӑнсем сарӑхсах ларнӑ! Пирӗнпе вара ҫумӑр килчӗ.
Чунҫӳреве «Шуҫӑм» фольклор ансамблӗ те пычӗ — пӗр тӑватӑ концерт лартса пачӗҫ пулӗ! Вӗсен концерчӗсенче ларакан халӑха сӑнанӑ май мӗн калас килет-ха? Хӑйсен чаплӑ сассипе, ташшипе виҫӗ ялта халӑха савӑнтарчӗҫ. Пӗрре Кӑнна Кушкинче (Тутарстан), тепре Ухинкелте (Самар облаҫӗ), виҫҫӗмешӗнче вара — Чӑваш Майнинче (каллех Тутарстан). Ыттисене мӗнле туйӑннине пӗлместӗп, анчах та Ухинкелпе Чӑваш Майнинчи халӑхӑн чунӗ уҫӑрах пек туйӑнчӗ. Концертра та вӗсем ахаль лармарӗҫ — алӑ ҫупа-ҫупа артистсене пулӑшрӗҫ, хаваслантарчӗҫ. Ухинкелти пӗр чӑваш еплерех савӑннӑ! Сцена умнех пырса тухать, хускаланҫи тӑвать. Ытла вӑйлӑ савӑннипе ыттисене курма-итлеме чӑрмантарни пирки те туймасть (ял ҫыннисем ӑна кайран лӑпланма хушрӗҫ те итлерӗ пулас, хӑйӗн савӑнӑҫне шӑпрах кӑтартма пуҫларӗ)...
Кашни концерта тенӗ пекех халӑх туллин пухӑнчӗ. Ухинкелте те. Мӗншӗн ку яла асӑнатӑп? Кунти вырӑнти пуҫлӑхсем концерт пуласси пирки халӑха пӗлтермен те... Пачах та. Юрать-ха ырӑ ҫынсем тупӑнчӗҫ — карас телефонӗпе шӑнкӑравласа, халӑх урлӑ пӗлтерсе клуба ҫынсене пухрӗҫ! Вӑл та кӑна мар — пире ҫывӑрма вырӑнсем те туса пачӗҫ. Ҫак ял ҫыннисене пула ӗнтӗ пӗр каҫ ҫемҫе вырӑнсем ҫинчех ҫӗр каҫрӑмӑр. Ҫав ырӑ ҫынсен ячӗсене те пӗлтерем-ха — Белов Толя (сулахайра) тата унӑн мӑшӑрӗ Галя (варринче, шурӑрах тумпа).
Пире епле кӗтсе илни пирки сӑмах пуҫланчӗ пулсан ыттисем пирки те каласа парам. Чӑннипех те пире таҫта та кӑмӑллӑн кӗтсе илчӗҫ. Пӗр Ухинкелте ҫеҫ вырӑнти пуҫлӑхсемшӗн кӗтмен хӑнасем пек пултӑмар. Ытти ялсенче, тӑрӑхсенче — пите тараватлӑн йышӑнчӗҫ. Ешӗл хулаш таврашӗнче те, Кӑнна Кушкинче те, Слакпуҫра та, Чӑваш Майнинче те, Сиктермере те. Уйрӑмах Чӑваш Майнинче. Енчен те ытти ял тӑрӑхӗсенче пире вырӑн кӑна тивӗҫтеретчӗҫ пулсан, кунта вара... унсӑр пуҫне тат чаплӑн хӑналарӗҫ! Маттурсем, хӑнасене йышӑнма пӗлеҫҫӗ! «Шуҫӑм» ансамбле урӑхла епле йышӑнӑн-ха?
Ку ҫулҫӳревре эпир чылай музейсенче пултӑмӑр — И. Яковлевӑн, К. Ивановӑн, П. Хусанкайӑн, Теччӗ училищинчи Ҫеҫпел Мишшин музейӗнче. Пурте килӗшрӗҫ. Пӗри ҫеҫ ман кӑмӑла каймарӗ — вӑлах ыйту ҫуратрӗ. Ман сӑмах П. Хусанкай музейӗн экскурсовочӗ пирки пулӗ. Тӳрех пӗлтеретӗп, ку ман шухӑш кӑна. Тӗрӗс-и вӑл, тӗрӗс мар-и... — ман шухӑш ҫавнашкал. Ҫак экскурсовод каласа пани чылайӑшне килӗшрӗ — ман вара итлес килмерӗ. Сӑмахӗ вара акӑ мӗн пирки. Ӑна эпир экскурсине чӑвашла ирттерме ыйтрӑмӑр. Килӗшмерӗ, сӑлтавне каярах уҫса паратӑп терӗ. Уҫса пачӗ. Мӗншӗн вырӑсла ирттерчӗ-ха? Мӗншӗн тесен, каларӗ вӑл, вӗсем Петӗр Хусанкая чӑваш ҫыравҫи пек кӑна мар, Раҫҫей шайӗнчи пек кӑтартасшӑн иккен! Чӑвашӑн пек кӑна кӑтартсан вара кун пек чаплӑ ҫурт та пулмастчӗ имӗш, музее те туса пӗтерме май пулмӗччӗ имӗш. Раҫҫей шайӗнче ҫӗклемеллишӗн эп хирӗҫ мар. Анчах та пирӗн ушкӑнра пурте чӑвашсем-ҫке! Пире, чӑвашсене, мӗншӗн паллӑ та чаплӑ сӑвӑҫ пурнӑҫӗ пирки вырӑсла каласа памалла? Петӗр Хусанкая Раҫҫей шайӗнче туйса илмешкӗн-и? Экскурсине пурте мухтарӗҫ, япӑх текен курӑнмарӗ. Ҫавӑнпа та ыйту ҫуралчӗ манӑн — нивушлӗ пирӗн халӑхӑн, ҫӳле ҫӗкленес тесен, вырӑсланас пулать? Вырӑслансан ҫеҫ чаплӑ экскурсисем ирттерме пулать-шим? Пӗлместӗп. Ман шутпа ку тӗрӗс мар. Юрать-ха музейӗнче экспоначӗсене чӑвашла та ӑнлантарса панӑ. Вӑл пулмасан пачах та япӑх, чӑвашлӑхсӑр музей тенӗ пулӑттӑм. :)
Ку ман чи пысӑк тиркев пулчӗ. Малалла кайрӑмӑр.
Паллах, манӑн чи пысӑк тӗллев, ӗмет — авалхи пӑлхар хулисене ҫитсе курасси пулчӗ! Вӑл пурнӑҫланчӗ. Пӳлер, Пӑлхар, Ешӗл, Тикеш, Сӑвар, Кивӗ Хусан... Вӗсен вырӑнӗсене пӑхатӑн та ху чӑваш пулнипе мӑнаҫланатӑн! Ултӑ хулаш. Кашниех кирлӗ вӑхӑт ҫитессе шанса хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне упрать. Пӗрисем шӑппӑн, теприсем уҫҫӑн хӑйсен пирки пӗлтереҫҫӗ. Ак, Ешӗл хулашнех илес — икӗ ҫырма хушшинче вырнаҫнӑ вӑл. Инҫех те мар — Атӑл. Йӗри-тавра курӑк, ҫӗр ҫырли... Чечексем. Тахҫанхи валсем тӑрах утатӑн та авалхи историне лекнӗ евӗр туятӑн. Миҫе ӗмӗр иртмен пулӗ унтанпа — валӗсем халӗ те ҫӳллӗ! Эп курнӑ чи пӗчӗк Тикеш хулашӗ те аякран пӑхсан ҫеҫ пӗчӗккӗ — шалтан утса тухас пулсан — тем пысӑкӑш! Пӑлхар хулинех илес — утан-утан... вӗҫӗ-хӗрри ҫук. Сӑварӗ тавра ҫаврӑнмашкӑн та мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлӗ! Тата мӗн чухлӗ унта чӳлмек катӑкӗсем! Хут те ӑҫта кӳклен та шыракаласа пӑх — пер катӑк та пулин тупатӑнах (эп Ешелпе Сӑвар хулисенчи чӳлмек катӑкӗсене илсе килтӗм-ха)! Тепрехинче Пӳлер хулашне ҫитсе курмалла-ха. Хальхинче эпир Валем-хуҫа сӑваплӑ вырӑнӗнче ҫеҫ пултӑмӑр. Юхма Мишшин «Кӗмел кӗперне» вуланӑ чухне мана ҫав кӗмӗл кӗперӗ питӗ тыткӑнларӗ (чуна илмелле ҫырма пӗлет те) — ҫав кӗпер вырӑнне курас килетчӗ. Тепӗр хутӗнче ҫавӑнталла ҫаврӑнса тухӑпах-ха!
Мӗн калассине ҫырса пӗтертӗм ӗнтӗ. Кам пулман — чӑнласах та тепӗр ҫул пӗрле пыма сӗнетӗп. Ман шутпа ку вӑл чӑн-чӑн кану. Тинӗс хӗррине кайса каннипе пӗрре те танлаштарма май ҫук — кунта чӑн та канатӑн, чун канать. Кама эп ҫырни ҫителӗксӗр пулчӗ — сӑнӳкерчӗксемпе (2 пине яхӑн) паллашӑр. Эп хам пин ҫурӑ сӑнӳкерчӗк турӑм. Тен, ытларах та тунӑ пулӑттӑм та — пӗр флэшкине килте манса хӑварнӑ.
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (4)]

Comments:

AlinaSt // 1313.4.8454
2009.07.14 16:08
Сайта пĕлтерӳ парсах пысăк ĕç турăм тесе шутламастăп эпĕ, анчах тав тунине илтме пур пĕр кăмăллă, сирĕн ĕмĕт пурнăçланни савăнтарать. Тата халăх историйĕпе тĕплĕнрех паллашас текенсемшĕн çакăн йышши çул çӳрев чăнласах та усăллă пулнине палăртас килет. Кунта эпир (чăвашсем) камсем пулнине чухласа илме аванрах. Тĕрĕс калатăр, эпир мĕн туйнине чун çӳревре пулманнисем пĕлеймĕç. Унта кайса килмеллех!!!!!
2009.07.14 16:23
Аçтахар Плотников
Маншăн — пысăк. Пысăк ĕç яланах пĕчĕк утăмран пуçланать. Пĕчĕк утăмĕ — шăп та лăп сирĕн пĕлтерӳ пулчĕ. :)
Олег Михайловичăн координаисене эп тахçанах илсеччĕ — анчах та шăнкăравласа çыхăнма вăхăт тупăнмастчĕ. Кун пек вырнаçтарнă хыççăн вара — тӳрех вăхăчĕ те тупăнчĕ, кайса килме те май пулчĕ.
Лана Ива // 2826.4.5328
2009.07.16 11:38
Ăмсанса вуларăм чун çÿрев çинчен... Сăнÿкерчĕкĕсем те илемлĕ! Питĕ авалхи пулхар хулисене çитсе курас килет! Пирĕн енче (Слакпуçра) тунă фотисем те питĕ интереслĕ! :)
Вера Никонорова - педагог, певица. // 3059.90.9998
2009.07.17 08:00
Кашни çулах кайса курма тăрăшатăп ĕлĕк-авал пурăннă мăн асаттесемпе асаннесем патне. "Кашни çулах мĕн шыратăн унта?" - теме пăхаççĕ хăш чухне. Акă мĕн. Сулсеренех "Чунçÿрев" тĕллевĕ тĕрлĕрен. Кăçал ăна Çеçпĕл Мишши 110 çул тултарнине халалланă. "Чунçÿрев" ята 2007 çулта сăвăç, композитор С.Асамат юбилей çулĕ ят патăмăр. Кашни çулах кашни "чунçÿревçĕ" хăй чунĕ валли мĕн те пулин çĕннине тупатех. Кăçал К.В. Иванов "Нарспи" поэминче çырса кăтартнă Силпи ялне шыраса тупса унта юпа латма, питĕренсе ларма пуçланă çăлкуçа тасатса пура лартса хăварма чăн паттăр чунлă чăвашсем çеç пултарнă. Çак "Чунçÿреве" йĕркелекене, мăчавара Ультияра (Олег Цыпленкова) пысăк тав!!!

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters