Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +1.3 °C
Все происходит в свое время для тех, кто умеет ждать.(О. Бальзак)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Шӗкӗ, ҫыра, шущиксем, чилеки...

Аçтахар Плотников29.07.2009 12:373985 views
Хветӗр Уярӑн «Танати» малалла вуланать... Хальхинче сире «Серепе», «Улӑхра», «Утарта», «Кантуртисем», «Ҫын ҫухалнӑ», «Кам айӑплӑ», «Купӑс калакан» пайсенче тӗл пулнӑ сӑмахсемпе тата сӑмахҫаврӑнӑшӗсемпе паллашма сӗнетӗп.

Тӗрӗссипе каласан эп ҫак Шурча таврашӗнче пулса та. Шурчана ҫитмен пулин те Шуркасси ялӗ витӗр тухса. Ҫак романпа паллашнӑ май ҫак тӑрӑха тепре ҫитсе курас кӑмӑл ҫуралчӗ.

чилеки — «долбленое ведерко, маленький чиряс», тет сӑмахсар... «Ҫурт умӗнчи улпут чилеки турачӗсем хушшипе уҫса хунӑ чӳрече курӑнать».
лутра халӑх — ача-пӑча пирки сӑмах. «Атту сыхласа ҫитер-ха эс вӑл лутра халӑха.»
кӗле — пятка
парлак — залежалая земля. «Ҫӗрне те мана парлакран касса пачӗҫ»
пӑчӑр — рябчик
касӑх — мучаться, томиться. «тен, сан пекех выҫӑ касӑхать пулӗ»
тӗрлеттер — «тарахтеть, трещать; выводить трели», тет сӑмахсар. «урапа юлашкинчен тусан тӗрлеттерсе урама тухрӗ».
сархӑн — «сарӑ тӗс ҫапнӑ» пӗлтерӗшпе пулӗ. Сӑмахсарта ҫук :(. «улӑх курӑкӗ типсе сархӑнса кайнӑ»
янтӑла — готовить, загатавливать. «Вӑл паҫӑрах ӑман тытса янтӑласа хунӑ»
ҫӗкӗ — стерлядь. Пулӑ ячӗ. «Унтан ҫӑрттан чӗппи ҫакланать. Ҫӗкӗ...»
кӑртрах — недостаточно. «Пирӗн апат-ҫимӗҫ те кӑртрах пулать пулмалла...»
Ҫунтар хытӑрах! — хытӑрах, хавхаланарах ӗҫле.
суйкӑн куҫлӑскер — с глазами вруна
вӗчӗрхенӳ — злоба, ненависть. «сасартӑк вӑрттӑн вӗчӗрхенӳ пуррине сиссе илчӗ»
тӑкӑскӑ — «необщительный, замкнутый, молчаливый» пулас. «Сӑмахсем ҫав тери тӑкӑҫкӑн тухаҫҫӗ»
тӑваткӑл — тӑваткал евӗр лаптӑк. «алӑкран ӳкекен тӑваткӑл хӗвел лаптӑкӗ хӗрринче»
тата ырӑрах асӑрхарӑм — «ырӑ енӗсене тата лайӑхрах асӑрхарӑм» пӗлтерӗшпе пулас
пирчев — твердый. «...пирчев ҫӗр ҫине пӗчӗк йӗр хӑварса»
йӑпӑртат — семенить. «Кӗҫех вӑл ҫыпӑҫса ларнӑ кӗлеткине ҫӗр ҫумӗнчен хӑйпӑтрӗ те уксахлакаласа тулалла, хӗвел ҫинелле, йӑпӑртатрӗ»
шущиксем — кӑна кӗнекерех ӑнлантарса панӑ: «хырҫӑ-марҫӑ пуҫтаракансене шущиксем тенӗ».
сункӑлтат — брести, еле идти. «Вӑл ҫӗрле сункӑлтатса ҫӳреме юратать.»
мелке — помело. «Таҫтан турчка тупса килчӗ, мелке илсе тухрӗ»
сӳккеней — «ухмах» пӗлтерӗшлӗ пулас... «Хамах пушӑ кирлӗ те ҫав, сӳккеней. Ухмах!..»
ҫыра — черта, линия. «Пӗр сӑмах, ҫыра пек, вӗсене ярт уҫӑ йӗр туса уйӑрса тӑратать»
шӗкӗ — короед, жук-точильщик. «Вара каллех ӑшри шӗкӗ вӑранать, чӗрене кишӗклеме тытӑнать»
кишӗкле — крошить. Ун пек сӑмах пурри пирки пӗлмен. «Вара каллех ӑшри шӗкӗ вӑранать, чӗрене кишӗклеме тытӑнать»
ҫемӗ — напев, мелодия. «...ҫемӗ ҫитмӗл те ҫичӗ кукӑр туса малалла ыткӑнать, ҫунатланса каять...»
хатарланса — хатарӗ «опасность» пулать, хатарланӗ вара... стать опасным? «... терӗ вӑл хатарланса, Ухтиван пуҫӗ патне пӗшкӗнсе.»
тӑнлакала — вникать, прислушиваться. «...йӗри-тавра ҫаврӑнса пӑхса тӑнлакаласа тӑчӗ».
Унтанпа яшка пиҫсе анас вӑхӑт иртрӗ ӗнтӗ — вӑхӑт нумай иртнине пелтерекен каларӑш.
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (1)]

Comments:

Santăr // 8476.8.8679
2009.07.30 14:05
Çыра - йĕр тăвакан хатĕр. Платниксем йывăç (хăма, пĕрене) çинче паллă тума усă кураççĕ.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters