Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -3.7 °C
Ни что мы не раздаем с такой щедростью, как советы.(Ларошфуко)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Е авторӗ пӗрре, е вӑрласа ҫырнӑ...

Аçтахар Плотников04.01.2010 14:293928 views
«Тӑван Атӑлӑн» 12-мӗш номерӗнче Леонид Маяксенӗн калавӗсем пичетленнӗ. Пӗри — «Эп кӗпепе ҫуралнӑ», тепри — «Ҫӑхан Анни». Пӗрремӗшне кӗртнӗ май ним ыйту та тухмарӗ-ха, иккӗмӗшӗпе вара... Пӗр-ик абзацне вуланӑ хыҫҫӑн ман пуҫра ку калавпа малтан паллашнӑ пек туйӑна пуҫларӗ. Иккеленӗве сирес тесе электронлӑ вулавӑша пӑхрӑм — Леонид Маяксенӗн унашкал калав тупӑнмарӗ. Иккӗленӳ ҫапах сирӗлмерӗ. «Ку калава тен тунӑ та вулавӑша кӗртмен?» — шухӑш явӑна пуҫларӗ. Каярах тепри пурса ҫитрӗ: «Тен кӗртнӗ чухне авторне йӑнӑш кӑтартнӑ?» Ара, унашкалли те пулма пултарать — ку калава кӗртнӗ пек астӑватӑп-ҫке... Ҫакна пӗлес тесе электронлӑ вулавӑшри шырав анине «киндер» сӑмаха кӗртрӗм. Ыйтӑва ятӑм... Вулавӑш тупса пачӗ. Кӗртнӗ иккен — Лев Саламатӑн «Вӗлтӗркке» калавӗ пулса тухрӗ. Тен, вӑл калавӑн авторне йӑнӑш кӑтарнӑ пулӗ? Ку ыйтӑвӑн хуравне пӗлес тесе «Капкӑн» журналӑн (калава астӑвасса унтан илнӗччӗ) номерӗсене туртса кӑлартӑм. Шыраса тупрӑм — «Капкӑнӑн» 2008 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче тухнӑ кӑларӑмра. Авторне те Лев Саламат тесе палӑртнӑ, ячӗ те ҫавнашкалах — «Вӗлтӗркке»...
Хайхи танлаштарса пӑхрӑм — пӗрешкелех, кӑ-ӑ-ӑш уйрӑмлӑх пур кӑна. Калавне анлӑлатнӑ тейӗн. Вара кӗртес терӗм — икӗ вариант пултӑр. Танлаштармалла пултӑр.
Ҫавах та тепӗр ыйтусем ҫуралчӗҫ:
Тен Лев Саламачӗпе Леонид Маяксемӗ пӗр автор? Тен Леоничӗ Лев Саламатӑн калавне вуланӑ май ӑна кӑшт улӑштарса хӑйӗнни пек парасшӑн пулнӑ? Тен «Капкӑнта» хайлавсем ҫыракансем ҫителӗксӗр пулнӑран пӗр авторах темиҫе ятпа пичетлеҫҫӗ?
//ку ҫырӑва эп нетбукпа ҫыртӑм — ҫавӑнпа кунта кирилл саспаллийӗсем тӗл пулаҫҫӗ... Ҫавнашкал сарӑм лартнӑччӗ те...
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters