Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -3.7 °C
Истинное сокровище людей - умение трудиться.(Эзоп)
 

Ad

Аçтахар Плотников: «Тӑван Ен» хаҫат самай улшӑннӑ

Аçтахар Плотников15.01.2010 18:334308 views
Паян кӑҫалхи пӗрремӗш кӑларӑмне илтӗм. Тӳрех палласа илме те май ҫук. Чӑн та Шупашкарта тухакан хаҫатсенчен пӗрре те кая мар, хӑш-пӗр енӗсемпе лайӑхрах та! Вӗсен тата сайтне кирлӗ шая ҫитермелле те — вара республикӑри чи чаплӑ хаҫат пулса тӑрӗ. Аттук, «Хыпарӗ», «Хресчен сассийӗ» вӗреннӗ пӗр ним улшӑнмасӑр, пахалӑха ӳстермесӗр ӗҫлеме.
Шел те, леш «кризис» текенни ҫавах вӗсене те пырса тивнӗ — хаҫат малашне эрнере иккӗ мар, пӗрре тухма тытӑнӗ. Пӗрре тухӗ пулин те калӑпӑшне самай ӳстернӗ пулас — 12 страницӑллӑ пулӗ.
Халӗ Шупашкарта чӑвашла тухакан хаҫат иккӗ — «Хыпар» тата «Хресчен сасси». Кунталлах «Сувар» та туртӑнать — пичет ҫурчӗн пӗрремӗш хутӗнчех вӗсен рекламӑллӑ проспекчӗ ҫакӑнса тӑрать. Халӗ ӗнтӗ «Тӑван Ен» те Шупашкара туртӑнать иккен. Тӑватӑ хаҫат пӗр-пӗринпе тупӑшнинчен мӗн пулса тухӗ-ши? Пахалӑхӗ ӳсетех пулӗ. Шанас килет. «Сувар» хаҫат, тӗслӗхрен, ҫак темиҫе ҫул хушшинче самай лайӑхланчӗ. «Тӑван Енӗн» кӑҫалхи пӗрремӗш кӑларӑмӗнче те улшӑнусем сисӗнеҫҫӗ. Халӗ ӗнтӗ «Хыпарпа», «Хресчен сассинчен» улшӑнусем кӗтмелле?
//эпӗ халӗ «Хыпар», «Тӑван Ен» хаҫатсем тата «Тӑван Атӑлпа» «Капкӑн» журналсем ҫырӑнатӑп. «Суварӗпе» те вӗсен сайчӗ урлӑ паллашатӑп. Малтан тата «Ҫамрӑксен хаҫатне» ҫырӑнаттӑм та пахалӑхӗ тивӗҫтерменнине пула ҫырӑнма пӑрахрӑм.
Эсир мӗн ҫырӑнса илетӗр?
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (1)]

Comments:

2010.01.15 21:07
Хаçатсемпе укçа нумай пĕтеретĕп. Библиотекăра вуласа чун канмасть."Халăх шкулĕ, Хыпар, Çамрăксен хаçачĕ, Тантăш,Тетте, район хаçачĕ" -чăвашлисем. "Çамрăксен хаçатне" хăр "Ачапчашăн" çырăнатăп, ачасен хайлавĕсене кун çути кăтартас тесе, пурĕ те 2 ача çеç пичетленме пултарчĕ. Ку çул та пичетленеймесессĕн урăх çырăнмастăп!
Кунсăр пуçне вырăсла кăларăмсем чылай.Мĕн тăвăн, хаçат вулама хăнăхнă ачаран, хаçатсăр пурăнаймастăп.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters