Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -3.7 °C
Жизнь чаще похожа на роман, чем наши романы на жизнь.(Ж. Санд)
 

Ad

Аçтахар Плотников: «Тӑван Ен» ҫитменлӗхӗсем

Аçтахар Плотников31.01.2010 12:554800 views
Малтанхи ҫырӑва, «Тӑван Ен» лайӑхланни ҫинчен ҫырнине, Борис Чиндыков («Тӑван Ен» редакторӗ) хаҫатрах пичетлесе кӑларчӗ.
Паллах, хаҫат ҫитменлӗхсемсӗр мар. Вӗсем те пур. Халӗ вӗсене кӑтартасшӑн:
1. Терминсем. Чӑвашсем тахҫанах «сӑн ӳкерчӗк» сӑмаха пӗлеҫҫӗ, «ТЕ» вара темшӗн «фото ӳкерчӗк» сӗнет. //Халӗ 3-мӗш кӑларӑма пӑхнӑ май унта «сӑнӳкерчӗк» те тӗл пулчӗ...
2. Уйӑх ячӗсем. «Суварти» текех, кунта та, вырӑс ячӗсемпе усӑ кураҫҫӗ. Чӑваш ячӗсем пурӑнма тивӗҫ мар теҫҫӗ-ши? Кӑрлач, нарӑс — мӗн тери хитре ятсем! Ҫук, ку хаҫатсенче — январь, февраль, … Эпӗ хам сайтра пушшех те вырӑсла ячӗсене ҫырмастӑп. Ма? Пӗлмеҫҫӗ пулсан — шутлаччӑр кӑштах пуҫӗсемпе, тӑнлаччӑр. «Кӑрлач» уйӑх ячӗ вырӑсла мӗнле пулать? Вулаканни хӑй шыраса тупсан ку информаци ун пуҫӗнче ҫирӗпрех тытӑнса юлать. Юрать-ха, эрне ячӗсене чӑвашлисенех усӑ кураҫҫӗ
3. 2-мӗш кӑларӑмри кулӑш пайне туса ҫитереймен пулас. «Култараҫҫӗ» ятпа кӑларнӑ та — хӑйсем пиркиех ҫырнӑ пулӗ. :) Пӗр анекдотне иккӗ пичӗтленӗ, куҫарнӑ чух та ҫиелтен ҫеҫ тунӑ... «Манӑнӑ арӑм манӑн чи лайӑх туспа...» ҫыраҫҫӗ. Те «Маннӑ арӑм» вуламалла... «Манӑн» вуласан вара... икӗ хут калани пулать.
4. Кӑҫал эрнере пӗрре тухать пулин те номерӗсем темшӗн виҫҫӗллӗ тухаҫҫӗ — 1-3№, 4-6№, 7-9№... Ӑнланап, енчен те ҫулталӑкра ХХХ чухлӗ номер кӑларма палӑртнӑ пулнӑ пулсан, анчах та уява, е ытти сӑлтава пула сиктерсе хӑварса иккӗллӗ-виҫҫӗллӗ кӑларӑмсем кӑларма тивет. Кунта вара палӑртсах хунӑ пулин те — эрнере 1 тухать тесе — ҫавах виҫҫӗ номерлӑ кӑларӑмсем тӑваҫҫӗ. Е пӗтӗмӗшле номере (юлашки кӑларӑмӑн 9754-9756) хӑвӑртрах 10 пине ҫитересшӗн? Эрнекун 3-мӗш кӑларӑмӗ тухрӗ — анчах та ҫынна ҫав хаҫатри статьяна вулама сӗнес пулсан ман ӑна мӗн каламалла? 3-мӗш кӑларӑмне шырама сӗнмелле, е 7-9 №-лине? 3-мӗш кӑларӑмне шыраттарсан вӑл 1-мӗшне тупать пулӗ...
5. «Чӑвашла-вырӑсла» пай питӗ чаплӑ. Кирлӗ те. Анчах та кунта та ҫитменлӗхсем пур. 3-мӗш кӑларӑмра ҫырласен ячӗсене илсе панӑ. «Пилеш» — вырӑсла «Рябина» пулать тесе ҫырнӑ. Ӳкерчӗкне те вырнаҫтарнӑ: «Пилеш — красная рябина». Шел те, ӳкерчӗкӗ хура-шурӑлла пулнӑран вӑл сарӑ е хӗрлине (тен симӗс?) уйӑрса илме май ҫук. :)

Вӑт ҫапла...
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters