Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ сыхлавӗн кунне палӑртаҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ сыхлавӗ пуҫарнипе ҫирӗплетнӗ ҫак кун тӗлне РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ республикӑра ку енӗпе лару-тӑру еплереххине тишкернӗ.
Производствӑра суранланнипе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсемпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксемшӗн пуҫиле ӗҫе ытларах чухне РФ Пуҫиле кодексӗн 143-мӗш статйипе (ӗҫ сыхлавӗн правилине пӑснине пула ҫынна йывӑр суранлатнӑшӑн е ҫынна вӗлернӗшӗн), 216-мӗш статйипе (хӑрушсӑрлӑх правилине пӑснине пула ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнишӗн е пысӑк тӑкак кӑтартнишӗн, е ҫын вилнишӗн) тата 109-мӗш статьяпа (асӑрханманнине пула вилӗм кӳнишӗн) ӗҫ пуҫарнине пӗлтерет асӑннӑ управленин пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи Олег Дмитриев.