Ака уйӑхӗн пӗр кунӗнче Ҫӗнӗ Ачча ялӗ ҫумӗнчи ана ҫинче тимӗр сухапуҫ кӑкарнӑ «Фордзон-Путиловец» трактор кӗрлеме пуҫланӑ. Ял ҫыннисем чӑтаймен, «хурҫӑ ута» курма ушкӑнӗпех укӑлчаран тухса тӑнӑ.
– Хайхи трактор тени пӗкӗ ҫӳллӗш кӑна, анчах ҫурпилӗке туххӑмрах ҫавӑрса хучӗ, – тӗлӗнсе сӑмахланӑ шурсухалсем. – Лашапа кунӗпех тертленсен те ку каҫалӑка сухаласа пӑрахаймастӑн.