Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +7.3 °C
Ожидание - это безумие, а что такое безумие, если не частичка надежды.(А.Дюма)
 

Ad

Blog Updates

Оринов чиновник пулмалли ҫын мар

  08.11.2016 11:57 | Edit | Delete | 4357 views

Маттур чӑваш ывӑлӗ Вадим Петрович Ефимов культурӑ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа чипер те йӗркеллӗ ӗҫленине лайӑх астӑватпӑр. Шел пулин те, В.П. Ефимовӑн вӑл ӗҫрен тухса каймалла пулчӗ. Паллах, ӗнтӗ, тухса кайнин сӑлтавне пирӗн пӗлмесен те юрать. Хальхи вӑхӑтра вӑл Чӑваш Академи драма театрӗн директорӗ пулса ӗҫлет. Ытла та аяла лартни мар-ши ку куҫару?

Культура министрӗн театрсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса паллӑран та паллӑ режиссер Вячеслав Николаевич Оринов ӗҫлеме пуҫларӗ. Режиссура ӗҫӗ В.Н. Ориновӑн юратнӑ ӗҫӗ пулнине аван пӗлетпӗр. Каялла, хӑйӗн ӗҫне таврӑнма вӑл пӗрре те хирӗҫ пулас ҫук.

More...

 
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat