Паян юрӑ шӑрантаркӑчне (проигрывателе) Аксар кӑларнӑ «Туйӑмпа» (63-мӗш mp3 пуххи) диска лартрӑм. Юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑранать... сасартӑк палланӑ кӗвве итлех кайрӑм. Анчах эп пӗлекен юрӑ мар иккен, пушшех урӑххи. Диск ҫине ҫырнӑ — «Эс те ман тӑван». Сӑввине те кӗввине те Зоя Васильева ҫырнӑ иккен, юрлаканӗ те хӑйех...
Юррин кӗвви вара каснӑ-лартнӑ «Татрӑм эп кӑвак чечек...» юрӑри пек (шел те кӗвӗ авторӗ кам пулнине пӗлместӗп) — эп ун пирки пӗрре тема та уҫсаччӗ: http://chuvash.org/blogs/comments/1581.html (унта туйра эп ӳкернӗ саманта курма пулать, ҫав юрра юрлаҫҫӗ)
Эпир, чӑвашсем, питӗ толерантлӑ халӑх. Ку пирӗнре ытлашшипех те. Сӑмахран, хӑна килсен чӑваш ун валли тем тума та хатӗр. Хӑй ҫимесен те хӑнине тӑрантарса ятарех.
«Аксар» дискӗсенче тӗл пулакан пӗр япала* мана ытла та кӑмӑла хуҫать. Юлашки вӑхӑтра тухакан mp3 пуххисенче шельмӑсем яланхи пекех вырӑсла юрӑсем кӗртме пуҫларӗҫ. Диска итленӗ чухне (уйрӑмах юрӑсен йӗркине ӑнсӑртран илмелле лартсан) ҫав вырӑсла юрӑсем тухсан мана, сӑмахран, питӗ тарӑхтараҫҫӗ.
Вырӑсла юрӑсене, тен, толерантлӑха кӑтартма лартаҫҫӗ? Тем тесен те вырӑслисене итлеме юратакансем тӑватӑ юрӑшӑн чӑвашла диск туянмаҫҫех ӗнтӗ.