(хӳхлев)
Ҫаврӑнса пӑхсан кашни ҫыннӑн савӑнмалли те, хурланмалли те курӑнать. Сӑнӳкерчӗксене сӑнаса шутлатӑп.
... Студент ҫулӗсенчи йывӑр вӑхӑтра, иртнӗ ӗмӗрӗн аллӑмӗш ҫулӗсенче, пиччесемпе аппана чӑрмантарма тивнӗччӗ манӑн. Аппапа йысна Шупашкарта хӑйсен йӑвине ҫавӑрчӗҫ те, вӗсем патне кайса нушана ирттереттӗм вара.
Аппан хӗрачи пӗчӗккӗччӗ. Ӑна чӑвашла «хӗрчче» теттӗм те, йышӑнмастчӗ: «Мӗнле хӗрчче? Эпӗ Лена ятлӑ» тетчӗ.
More...
Еврази ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн ертӳҫине хисеплӗ Якуп ÖМЕРОГЛУ доктора
Турци ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн ертӳҫине хисеплӗ Муса Касым АРЫЧАН профессора, доктора
Кипр, Балкан, Еврази ҫӗршывӗсен литературисен пӗрлӗхӗн (КЫБАТЕК) тӗп ҫыруҫине хисеплӗ Мевлӳт КАПЛАН доктора, КЫБАТЕК'ӑн Хисеплӗ ертӳҫине хисеплӗ Феййаз САГЛАМ'а, университет вӗрентӳҫине
Эпир, тӗрӗксен йышӗнчи чӑваш халӑхӗн ҫыравҫисен пӗр ушкӑнӗ, 2023 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулса иртнӗ хаяр ҫӗр чӗтревӗнче шар курнӑ Турцири тата Сирири хамӑрпа тӑванлӑ халӑхсемпе пӗрле тарӑннӑн, чунтан хурланнине пӗлтеретпӗр.
More...