Умсӑмах
Чӑваш халӑх ҫыравҫин Хӗветӗр Уярӑн 110 ҫулхи юбилейне паллӑ тума хаҫат-журнал пӗлтӗрех хатӗрленме пуҫланӑччӗ. «Тӑван Атӑл» ҫулталӑкӗпех сӑмах ӑстин паллӑрах илемлӗ хайлавӗсемпе публицистикине номертен номере парса пычӗ, вӗсене Юрий Артемьев критик паянхи куҫпа пӑхса ӑнлантарса, хакласа пычӗ. Тӗпрен илсен аван ӗҫ пулчӗ ку. Ҫак пуҫаруран «Чӑваш халӑх сайчӗ» те тӑрса юлмарӗ. Малтанах «Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ» асаилӳ тухрӗ, ӑна 5 пин ытла вулакан уҫса пӑхнӑ, вӗсенчен чылайӑшӗ хайлава вуласа тухнӑ пулӗ тетӗп.
More...