Шупашкарӑн аслӑ урамӗпе утнӑ май Геннадий Никандрович Волков ячӗллӗ сквер пулмалли вырӑна ҫитсен яланхилле ҫак палӑкӑн шӑпи мана пӑшӑрхантара пуҫлать.
Ҫак пархатарлӑ ӗҫе пӗлтӗр пуҫӑннӑччӗ — 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче конкурс ирттерсе Владислав Немцовӑн кӳлепене суйланӑччӗ. Вӑл метр ҫурӑ ҫӳллӗш, пӑхӑртан пулмаллаччӗ. Палӑк валли 1,2 метрлӑ гранитлӑ постамент та хатӗрлемеллеччӗ.
Унтанпа вӑхӑт шурӗ те шурӗ. Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗ те ҫитрӗ (паллӑ ӑсчахӑн ҫуралнӑ кунӗ), анчах палӑк Ленин проспектӗнчи вырӑна ниепле те йышӑнаймарӗ. Паян кун та унта пӗр гранит плита кӑна выртать.