Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Чтобы написать красавицу, мне надо видеть много красавиц.(Рафаэль)
 

Ad

Blog Updates

Казахстана кайса килнӗ хыҫҫӑн килнӗ шухӑшсем

  14.07.2017 16:42 | 8941 views

Ҫак кунсенче эпӗ 28-мӗш хут иртекен Чунҫӳреве хутшӑнтӑм. Кӑҫал унӑн ҫулӗ Казахстан ҫӗрне выртрӗ, Туркестан хулине. Ҫавна май ҫул ҫинче тунӑ хӑш-пӗр шухӑшсемпе паллаштарас килет.

Пӗрремӗшӗ. Пилӗк пӳрне пирки чӑваш юмахне илтсе пуль? Манса кайнӑ пулсан аса илтерме те пултаратӑп. Пилӗк пӳрне улаха пухӑннӑ та калаҫаҫҫӗ тет. «Ҫиес килет», — тет пуҫ пӳрни. «Укҫа ҫук», — хуравлать шӗвӗр пӳрне.

More...

 
[Comments (3)]

Латиница ыйтӑвӗ чӑваш чӗлхишӗн ҫивӗчех-ши?

  12.04.2017 21:15 | 6940 views

Казахстан Президенчӗ казах ҫырулӑхне латиница ҫине куҫарасси пирки паян хыпар тухрӗ. Ҫак ӗҫе вӗсем тапхӑрӑн-тапхӑрӑн тӑвасшӑн. Сӑмахран, ҫак ҫулталӑк вӗҫӗччен куҫмалли тапхӑрӑн программине хатӗрлесе ҫитересшӗн. 2025 ҫул тӗлне вара (8 ҫултан) республикӑра тухакан кӗнекесене, хаҫат-журналсене тата ӗҫ хучӗсене йӑлт латин ҫырулӑхӗпе тума хӑнӑхса ҫитесшӗн. Планӗсем пысӑк. Мӗншӗн кириллицӑна пӑрахӑҫлама йышӑнни пирки пуҫ ватса тӑмӑпӑр, ку калаҫу теми — хальхи вӑхӑтра латиница ыйтӑвӗ чӑваш чӗлхишӗн тӑрать-и е ҫук.

More...

 
[Comments (7)]

Ар, арҫын, эртел, арӑм, хӗрарӑм...

  27.10.2015 08:30 | 4211 views

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

 

Ар (эр, ер) — чи авалхи сӑмахсенчен пӗри пулнӑ. Вӑл ҫын тенине те, халӑх тенине те, арҫын, паттӑр ҫын, кӗрешӳҫӗ, улӑпла этем, ҫарҫынни (муж) тенине те пӗлтерме пултарнӑ, хӑйне уйрӑм сӑмах пулса та чӗлхере упраннӑ. Хӑшпӗр тӳрк чӗлхисенче вӑл халь те ҫав авалхи пӗлтерӗшӗпех пурӑнать.

More...

 

Китай ҫӗнӗ пурҫӑн ҫулне уҫать?

  24.11.2014 18:38 | 4271 views

Иртнӗ эрнере, чӳкӗн 18-мӗшӗнче, Китайри тухӑҫ енчи Иу хулинче таварпа тиенӗ пуйӑс ҫула тухнӑ. Вӑтам Ази урлӑ каҫса унӑн Испанири Мадрида ҫитмелле. Ҫулӗ пурӗ 21 кун тӑсӑлӗ. Ҫапла май ҫак чукун ҫул ҫыхӑнӑвӗн тӑршшӗ 13 пин ҫухрӑмпа танлашӗ — хальхи вӑхӑтри чи вӑрӑм ҫул. Китайри Иу ятлӑ хула пирки эсир илтмен те пулӗ, анчах та вӑл пысӑк суту-илӳ центрӗ шутланать, унта Китайра кӑларакан пӗчӗк таварсемпе нумай суту-илӳ тӑваҫҫӗ.

Ҫак маршрута уҫни логистикӑпа инфраструктурӑна аталантарма пулӑшакан план шутне кӗрет.

More...

 
[Comments (1)]
Pages: 1, [2]
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat