Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +1.3 °C
Рабство унижает человека до того,что он начинает любить свои оковы.(Л.Вовенарг)
 

Ad

Blog Updates

Ытларахчĕ Степа пек водительсем

  03.02.2015 12:18 | 4790 views

Çула тухсан тĕрлĕ çынпа тĕлпулма, тĕрлĕ лару-тăрăва лекме тивет. Общество транспорчĕпе çӳренĕ май пĕр-пĕрин кăнттамлăхĕ, çав шутра водительсен те, куç тĕлне час-часах лекет. Пĕррехинче çапла Кӳкеçрен Шупашкара килекен 162-мĕш маршрутпа пыратăп. «20 минутран çитейĕпĕр-ши?» – кăсăкланчĕ пĕр хĕрарăм. «Васкатăр пулсан иртерех тухмалла. Эп кунта сире валли такси мар!» – касса татрĕ водитель. «Ахаль кăна ыйтрăм, ун пекех ан тарăхăр», – лăплантарма пăхрĕ çулçӳрен. «Эп те ахаль кăна каларăм», – чарăнмарĕ водитель.

Водительсем кăмăлласах кайман йыш – ватăсем.

More...

 
[Comments (1)]

Мӗншӗн этем этеме ытлашши?

  22.12.2014 19:34 | 4194 views

Этем, этеме ан пул ытлашши тесе ҫырнӑччӗ Митта Ваҫлейӗ «Анатри юрӑ» сӑввинче. Шӑпах ҫавӑн пирки шухӑша кайрӑм та эпӗ паян. Шухӑша путараканӗ ӗҫтешӗм пулчӗ. Иртнӗ эрнере вӑл упӑшкин асламӑшне пытарма кайнӑ. 89 ҫул тултариччен икӗ уйӑх пурӑнса ҫитереймен ватӑ хӑй вӑхӑтӗнче Тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫине те хутшӑннӑ иккен. Ӗҫлеме вӑл Шупашкарти паллӑ предприятисенчен пӗринче тӑватӑ теҫетке ҫула яхӑн ӗҫленӗ. «Предприяти пуҫланса кайнӑ кунтанпах темелле», – ӗнентерет леш тӗнчене ӑсаннӑ кинемейӗн мӑнукӗн арӑмӗ.

Кинемей вилни пирки унӑн ҫывӑх ҫыннисем хайхи ӗмӗрне пӗр вырӑнта ӗҫлесе ирттернӗ организацие шӑнкӑравланӑ, юлашки ҫула ӑсатма пыма чӗннӗ.

More...

 
[Comments (3)]
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat