Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.6 °C
Иной бесполезен в первом ряду, но во втором блистает.(Вольтер)
 

Ad

Blog Updates

Ясарлăха чараймасăр пĕчĕк ачасене ирĕксĕрлекенсем - пирĕн хушăрах

  19.04.2015 20:10 | 8217 views

Ун пек тискер çынсем пур тенине илтмен мар-ха, анчах вĕсем пирĕн хушăрах пулассăн туйăнманччĕ. Пирĕн хушăрах терĕм, мĕншĕн тесен кун пек йĕрĕнмелле тата нимле те тÿрре кăлармалла мар хăтланаканĕсем – 38 çулти Çĕрпÿ арçынни тата Шупашкарта пурăнакан 25 çулти хĕрарăм. Вĕсем çул çитменнисем тĕлĕшпе ясарлăх енчен пÿтсĕрленнĕ. Арçынни кун пек факта 25 хутчен тунă, хĕрарăмĕ – 2 хут. Куншăн вĕсен тĕлĕшпе РФ Пуçиле кодексĕн 132-мĕш статйин 4-мĕш пайĕн б пункчĕпе пуçарнă пуçиле ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ ĕнтĕ.

More...

 
[Comments (16)]
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat