Ҫитес кунсенче Мускавра Ҫӗнтерӳ парачӗ иртмелле. Унта Раҫҫей патшалӑхӗ хатӗрлеме пуҫланӑ «Армата» йышши танксене те кӑтартмалла. Нумай пулмасть вӗсен шутне кӗрекен «Армата» танка, «Армата» тата «Курганец-25» БМП-на, «Курганец-25» тата «Бумеранг» БТР-сене ытлашшиех пытармасӑр кӑтартрӗҫ. Мерикканри МИХсенче вара пирӗн ҫӗнӗ танксем ҫӗнӗлӗхсем енчен вӗсен «Абрамсӗсемпе» «Леопарчӗсенчен» чылай лайӑхрах имӗш, лешӗсем кивве юлаҫҫӗ имӗш.
Ак, Assotiated Press мӗн ҫырнинех илсе парар:
Раҫҫейри тата анӑҫри хӑш-пӗр ҫар ӑстисем «Армата» анӑҫри танксенчен лайӑхрах пулни пирки калаҫҫӗ.