Тӗрӗссипе каласан, ӗлӗкхи пурнӑҫ историре юлмалла. Пирӗн таврапӗлӳҫӗсем ӗлӗкхи пурнӑҫра чакаланма юратнине эпӗ пӗрре те кӑмӑлламастӑп. Хам шухӑша эп яланах ҫирӗплетсе калатӑп: пирӗн ӗлӗкхи ҫине мар, пуласлӑхалла пӑхма вӗренмелле. Ӗлӗкхине эпир улӑштараймастпӑр. Вӑл пулнӑ, иртнӗ. Шывӗ юхса кайнӑ. Тавӑраймӑн. Пуласлӑха вара эпир хамӑр тӑватпӑр, вӑл мӗнле пуласси пирӗнтен килет. Ҫапла май пуласлӑх тӗлӗшпе ытларах вӑй хумалла. Ку ман кредо.
Апла пулин те, иртнӗ вӑхӑта, XIX ӗмӗре, хӑрах куҫпа та пулин пӑхса илме май пурри ҫав-ҫавах питӗ кӑсӑклӑ.
More...
Тӗлӗнмелле отрасль вӑл ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх. Унта ӗҫлекенсен хӑйсен чӑнлӑхӗ, ҫавӑн пулӑшӑвӗпе усӑ куракансен — хӑйсен.
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пулӑшӑвӗ терӗм те, тепӗр ҫурта пырса кӗрсен пулӑшӑвӗ питех курӑнса та каймасть. Тӗслӗх вырӑнне Кӳкеҫри Первомайски урамри 20-мӗш ҫурта илсе кӑтартас килет. Этем алли унта хӑҫан ҫын алли пырса шӑлни пирки калама йывӑр. Ҫыннисем те тепӗр тесен тӗлӗнтереҫҫӗ. Ҫӳп-ҫап хутаҫне вӗсенчен хӑшӗсем ҫӳп-ҫап тӑкмалли контейнер патне те йӑтса ҫитермеҫҫӗ.
«Хыпар» хаҫатра Валери Туркай ҫак темӑна ҫӗклес тенӗ. Сӑмахӗ вилтӑприсене тӑванӗсем карталани пирки пырать. Каҫал тӑрӑхӗнче темле те ӗнтӗ, анчах ку йӑла пирӗн патра расна. Пӗр ҫӑвара карталанисем чылай, теприсенче — ҫуккипе пӗрех. Мӗншӗн карталани те маншӑн пысӑк ӑнланманлӑх. Аттепе анне те пурӑннӑ чухне ҫакна йышӑнмастчӗҫ — «карта ан тытӑрах» тетчӗҫ. Тем тесен те сӑнатӑп та юлашки вӑхӑтра карта тытакансем сахал, Туркай калакан «мода» иртсе кайрӗ пуль.
Карта тытнинче пӗр пӑхсан лайӑх енӗсене те курма пулать.