Сӑмах-юмах хайхи «Ирӗклӗх» ятлӑ пӗрлӗх хастарӗсем Раҫҫей Федерацийӗ паракан паспортпа пӗрле чӑвашла вкладыш хушма сӗнни пирки пырать. Республикӑри онлайн мелӗпе тухакан МИХсенче ку хыпар анлӑ сарӑлчӗ, пуҫару пирки эпир те пӗлтернӗччӗ.
«На-связи» (чӑв. «Ҫыхӑнура») ятлӑ канашлура вара хӗрӳ тавлашу пуҫланнӑ. Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче уҫнӑ темӑра паянхи кун тӗлне 20 страница таранах тӗрлӗ шухӑш ҫырса тултарнӑ.
Сайт тытасси пӗрре те ҫӑмӑл ӗҫ мар. Уйрӑмах хутшӑнакансен йышӗ нумайланать пулсан. Кашни чӑваш хӑй «патша» пулма хӑнӑхнӑранах пуль ыттисен шухӑшӗ-кӑмӑлне чӑвашсем ӑнланасшӑнах, ӑнкарасшӑнах мар, чи кирли — хӑйсен шухӑшне пӗлтересси. Кун хыҫҫӑн вара хирӗҫӳсем тухасси те инҫе мар. Ара, пӗри пӗр япала пирки калаҫать, тепри — тепӗр япала ҫинчен. Леш хайхи ик ҫынна йывӑҫа сӑнласа пама ыйтсан пӗри — «симӗс», тепри — «туратлӑ» тенӗ пекех вӑл. Унашкаллисен пӗр чӗлхе тупма чӑн та йывӑр вара.
Ҫапла май вӑхӑтлӑха комментари пайне хупас терӗм. Сӑлтавӗ — хӑйсем пӗр-пӗринпе пӗр чӗлхе тупайманнишӗн мана — сайта йӗркелекене — айӑпланӑшӑн.
Кашни ҫӗнӗ кун радиора "Унта авари пулнӑ, кунта ҫынна вӗлернӗ", - тенипе пуҫланать. Унтан телевидени те ҫав хӑрушӑ пулӑмсем пирки кунне темиҫе хутчен кӑтартать,хаҫат та аякра юлмасть.Халӗ чӑваш сайчӗ те вӗлернисем пирки ҫыра пуҫларӗ.Мана ку килӗшмест.Эпӗ компьютер умне ларсан чи малтан чӑваш сайтне уҫса пӑхатӑп, чуна уҫма, хӑрама мар.
В последние годы в интернете появилось много статей, посвященных Михаилу Иванову Негею - вожаку повстанцев из сел Хоршеваши , Шумшеваши, деревень Атмени, Яуши во время крестьянского восстания под предводительством Е. И. Пугачева в 1773 - 1775 г.г. Эти селения входили в состав Курмышского и Ядринского уездов. Не пытаясь пересказывать содержание, перечислю сайты, о которых ниже пойдет речь с разбором достоверности информации на этих сайтах. 1. «Крестьянское восстание под предводительством Е.И.Пугачева», автор В.