Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +13.0 °C
Не существует фактов, есть лишь их интерпретация.(Ф. Ницше)
 

Ad

Шура Шурумбус: 80 ҫул - Шурӑмпуҫ Климӗ сӑвӑҫӑ, вӗрентекенҫӗ

Шура Шурумбус16.04.2021 20:00830 views

Шурӑмпуҫ Климӗ (Зарянин Климентий Иванович) - чӑваш ҫыравҫӑ, спортсмен, тренер, вӗрентекенҫӗ.

 

Ака уйӑхӗн 20-мӗш кунӗнче 2021 ҫулта Шурӑмпуҫ Климӗ - 80 ҫул тултарать !!!

Шурӑмпуҫ Климӗ ака уйӑхӗн 20-мӗш кунӗнче 1941 ҫул ҫуралнӑ, учительсен килӗнче, Пушкартстанра (БАССР) Смородиновка ялӗнче, Уйаспуҫ (Уязыбашево) сельсоветра, Мияки районта.

Ашӗ, филолог пулнӑ пирки, чӑвашла сӑвӑсем ҫыркаланӑ пирки, вӑл ашӗпе танлашман. 1969 ҫул ашӗ вилсессӗн, 1970- мӗш ҫулта, Стерлитамак хулинчӗ ӗҫленӗ вӑхӑтра, сӑвӑсем ҫырма шухӑшланӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, ку сӑну анчах пулнӑ. Ҫав сӑвӑсен, хӑшӗ пӗри, сыхланса юлнӑ пирки, сӑвӑлама хавхаланнӑ пирки, 2014-мӗш ҫулта сӑвӑсен пуххине вырӑсла кӗнеке пичетлесе кӑларма шутланӑ. Тӗрлӗрен темапа йышлӑ сӑвӑсем ҫырнӑ. 2017-мӗш ҫулта Шурӑмпуҫ Климӗ чӑвашла сӑвӑсен кӗнекине пичетрен кӑларнӑ.

1960-мӗш ҫул автор Пелепейре шофера вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах унта ҫар тумӗ тӑхӑннӑ, ҫар службине пуҫланӑ. Пелепей педучилищинче физкультурӑ вӗрентекенӗ пулса ӗҫлени те Шурӑмпуҫ Климӗн асӑнче. Ҫарта пулнӑ 3-ҫӗ ҫул. Автомеханик пулнипе, ҫара вӗрентекенрен илӗннипе, шоферсене вӗрентекен шкулта преподаватель пулса та ӗҫленӗ. Ҫартан, комсомол путевкипе Украинари Днепродзержинск хулине Азотно-Туковый комбиначӗн стройкинче шофер пулса ӗҫлеме таврӑннӑ. Днепродзержинск хулин промышленность транспорчӗсен каҫхи Техникумӗнче, автотранспорт пайӗнче вӗреннӗ. 1973 ҫул Челябинскӑн Патшалӑх Педагогикӑ Институтӗнче физкультурӑ вӗрентӳ факультетне пӗтернӗ. Шурӑмпуҫ Климӗ физкультурӑ вӗрентекенӗ пулса чылай шкулсенче ӗҫленӗ. Шурӑмпуҫ Климӗ тимӗр ҫул ҫинче те ӗҫленӗ. Тимӗр ҫул унӑн пуҫламӗш ӗҫӗ. Ҫав ӗҫре вӑл Узбекистан- та унтан Таджикистанта пулнӑ. Ҫарӑн икӗ ҫулне Казахстанта иртернӗ. Ҫарта е мирлӗ пурнӑҫра курни, пӗлнисем унӑн кӗнекисенче.

Халӗ Пушкӑрт Республикин Мелевӗс хулинче семьепе пурӑнать.

Шурӑмпуҫ Климӗн икӗ ывӑл.

Аслӑ ывӑлӗ Александр Зарянин (унӑн чӑвашла ячӗ: Асамат Шурӑмпуҫ Аскили) – ӳкерекенҫӗ (художник), ҫыравҫӑ, чӑваш торӑхиҫӗ (историк) тата экономист, программист.

Кӗҫӗн ывӑлӗ Владислав Зарянин - Уфари БашГУ-ра экономикӑ вӗрентекенӗ, экономикӑ наукин кандидачӗ, тата юриспруденци вара психологийӗ магистрӗ.

Владислав Зарянин - Global Management Challenge форумӑн нумай хут чемпионӗ, Рассей Хветерацири тата тӗнчери те.

 

2021 ҫулта пулать 25 ҫул Асамат Шурӑмпуҫ Пултарулӑхӗ! Вара та 25 ҫул Виҫкӗтеслӗх Пултарулӑхӑн юбилейӗ (Triangularism Art 1996 - 2021) !!!

Виҫкӗтеслӗх Ӳкерчексем - Triangularism Art: http://triangularism.com/ru.htm

Ӑкунта Алексантӑр хучӗ: http://zaryanin.com/alexander/ru.html

 

Ҫакӑнта Шурӑмпуҫ кӗнекесем: http://zaryanin.com/books

 

Ӑкунта Шурӑмпуҫ Климӗн сӑвӑсем: http://zaryanin.com/klim

 

Чӑвашла эпӗ ҫыру ҫыратӑп,

Сӑвӑсем манӑн чӑвашла,

Чӑвашла эп шухӑшлатӑп,

Калаҫатӑп чӑвашла.

 

Пурпӗр те эпӗ манмастӑп,

Чӑваш чӗлхи чӗрере!

Пулсассӑн та эпӗ миҫере

Ҫыратӑп чӑвашла, вулатӑп.

 

Чӑваш манӑн арӑм та,

Ачасем ӑнкараҫҫӗ чӑвашла.

Эпир пуртӗ чӑн чӑваш пулатпӑр,

Тӑван сӑмах манмаcтпӑр нихӑҫан та!

© Шурӑмпуҫ Климӗ

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments:

Agabazar // 1240.08.7352
2021-04-29 11:01
Agabazar
Куратăр-и, еплерех шупăр!

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>


Orphus

Banners

Counters

 
About us | Statistic
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Questions about the site: p-code.ru