Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Мунча алăкĕн тутăхса кайнă тăпси çумĕнче пĕр чăмăркка пахча хăнкăлисем купаланса йăшăлтатаççĕ. Кăшт сарăлма тытăннă курăк айĕнче пытанса итем патнелле чупакан ансăр сукмак çинче вĕсем Еккиме пĕр çеçке пилеш çырлисем пек курăнаççĕ. «Ха... хĕвел çинче ăшăнаççĕ. Мĕн тĕрлĕ пĕчĕк чунсем, вĕсем те ăшша хапăллаççĕ, — шухăшласа илчĕ вăл вĕсем çине пăхса. — Аван вĕсене, ни пилĕк ыратмасть...»
Итемре, çапнă пĕчĕк капансем хушшинче, пĕр автанпа ик-виç чăхă чакаланаççĕ. Автанĕ хăйĕн пуçне унта-кунта чăлт-чалт ывăткаласа, урисемпе çунаттисене хыра-хыра час-часах чĕнуллĕн çĕкленкелесе илет. Паçма урлă пĕри хăраххăн итем çапать. Çӳлте, итемсем çинче, хутран-ситрен е çырмари йăмрасем патнелле, е пушаннă ула курак-чавкасем вĕçеççĕ, таçтан, аякри итемсем енчен, такам савăнăçлăн юрлани илтĕнет, хăш-пĕр çĕрте, картасенчен, арпалăхсенчен эрешмен картин шурă çипписем çакăнаççĕ.
Екким мунча умĕнче каска çинче унта-кунта пăхкаласа нумайччен ларать. Ларнăçемĕн хăйне вĕттĕн чĕпĕтекен шухăшсем çавăрса илеççĕ. Ку чăнах та çапла пулассине, ун кӳрши Ихмен ăна чăнахах та хăй тĕрĕслĕхне çапла çирĕппĕн кăтартассине вăл питĕ сахал кĕтнĕ.
Малалла
 Кам пултăн эсĕ, хăш утравран?
Тĕлĕк пек хăвăрт иртрĕ-и умран.
Эп-и? Кунти. Çапла, кунтанах.
Тусăм? Çунатлă шур урхамах.
Анланмасассăн — кай, тĕлĕнех:
Юлăп яланлăх хам тĕллĕнех.
Пулмĕ никам та чун уçмалли,
Вăрттăн кăтартăп виç саспалли.
(Санăн чи савнă шеп кĕтесӳ)
Кантăк тарланă: «Э те эС, Ю...»
«Эпĕ Сана Юратнă», — вула.
Çулçă тăкать куççуллĕ хула...
Кам пулчĕ çавă, хăш утравран?
Тĕлĕк пек хăвăрт иртрĕ умран.
Эх, çилçунатăм, вутлă чĕрчун,
Пĕр санпа çеç йăпанĕ-тĕр чун.
Эх, кун-çулăм, пурнăçăм,
Хаяр хĕрлĕ пăрăçăм,
Мĕншĕн пыл сĕнмерĕн-ши,
Е тиркет ку терĕн-ши?
Эх, кун-çулăм, пурнăçăм,
Пĕр çунатлă тусăмçăм,
Теприне ма хуçрăн-ши,
Ĕмĕте ма татрăн-ши?
Эх, кун-çулăм, пурнăçăм,
Чул хушшинчи çăлкуçăм,
Тертлĕн, çапах юхатăн,
Вăй-хал, сиплĕх паратăн.
Эх, кун-çулăм, пурнăçăм,
Каçар, Аслă Турăçам,
Каçар ӳпкелешнĕшĕн,
Парнӳне тиркенĕшĕн.
 (Халал сонечĕ)
Епле юратмăн-ха сана, Хĕрарам?
Анне эс манăн. Эсĕ манăн — арăм.
Чул евĕр çирĕп, пурçăн пек çемçе чĕрӳ
Вутран та, Хĕвелтен те вăл хĕрӳ.
Епле юратмăн-ха сана, Хĕрарăм?
Аппа та йăмăк пек сана пуç тайрăм.
Чунпа эс — Пирĕшти, Атлант пек вăйлă,
Чыс-сумупа — Çветтуйпала пĕр шайлă.
Епле юратмăн-ха сана, Хĕрарăм?
Эс — манăн пурнăç никĕсĕ, ман мулăм.
Эс — чун-чĕре тĕвви, кун-çул пуçламăшĕ,
Пур синкертен упран Турамăшĕ.
Епле юратмăн-ха сана, Хĕрарăм?
Сан умăнта ялан ман пысăк парăм.
 Мăнтăр шурă пĕлĕтсем,
Ăçталла юхатăр?
Эсир — манăн ĕмĕтсем, —
Тен, манпах юлатăр?
Шеллемесĕр хăвалать
Вĕсене сив çилĕ.
Çут çанталăк сăмахлать:
— Кирлĕ пурнăç пилĕ…
Кăтра шурă пĕлĕтсем
Çав-çавах юхаççĕ.
Темшĕн кĕрхи ĕмĕтсем,
Çук, манпа юлмаççĕ…
Якку нимĕн тума аптраса ларчĕ: печĕк ача евĕр, тенкел айĕнче урисене сулласа илчĕ, юнашар ларакансем çине ун-кăн пăхкаларĕ, аллисене арпашăнса кайнă пуçĕ çинелле улăхтарчĕ, çӳçĕ ăшĕнче темскер хыпаланă пек пулчĕ.
Вăл, çапла çиелтен те, ăшран та арпашăнса кайнăскер, чылайччен ларчĕ, мĕншĕн тесен сценă çинчи хура этем колхоз председателĕ, çаплах калаçрĕ. Ун сăмахĕсем Якку çине çаплах, малтанхи пекех, чулсем евĕр ӳкрĕç.
Хура этем Якку айăпĕ çинчен уйрăмах пусăмласа каланă хушăра йĕри-тавра тенкелсем çинче ларакансем Якку çине пăха-пăха илеççĕ. Курать Якку: ун çине пăхакан куçсенчи курăмлăх çутти ик-виç тĕрлĕ: пĕр куçсем уççăнах ятлавлă ялкăшаççĕ, теприсем мăшкăлуллă йăмăхаççĕ, виççĕмĕшсем анчах Яккăва юратма пăрахман пек пăхаççĕ.
Каярахпа чăтса ларма вăйĕ çитмерĕ Яккун. Вăл, пуху варринчех лараканскер, пур çĕртен те салтăнса кайнă пек тăчĕ те тенкелсем хушшипе алăк патнелле шума пуçларĕ. Чĕтресе кайнă чĕркуççийĕсем унăн тенкелсем çинче ларакан çынсене тĕртĕне-тĕртĕне каяççĕ: хăшĕсем уçаççĕ çул, хăшĕсем уçмаççĕ. Пĕри вĕсенчен Яккăва чавсаран тытса:
— Таратăн-и? — терĕ. — Итле, итле! Айăпне тума пĕлнĕ пулсан, уншăн пиртен ятлав итлеме те пĕл!
Малалла
 Кай кунтан. Ытла асаплă куçунтан пăхма.
Эп пĕлмен, çаплах ансат-им ухмаха тухма.
Ман пĕччен пулас килетчĕ ним те çук çĕрте.
Эпĕ суккăр... Эп хăлхасăр... Эп чĕлхесĕр те...
Çиçĕм çиçкĕнчĕкĕ витĕр çăлтăр пăхнăçем
Кантăка савса йĕреççĕ халсăр тумламсем.
Эп курмастăп. Эп илтместĕп. — Эп чĕнместĕп тек.
Эпĕ суккăр. Эп хăлхасăр. Эп чĕлхесĕр те...
Шăпăрт-шăпăрт. Шурă-шурă... Шурă-шурă юр.
Тĕнчере кирек хăçан та тĕлĕнтермĕш пур.
Ахалех куçа тартатăп эп паян, ахал —
Эс те суккăр... Эс хăлхасăр... Эс чĕлхесĕр халь.
 Туйăнать кăна пуль, туйăнать кăна:
Алăкран шаккарĕ манăçнă хăна.
Питĕнче — ачашлăх, вăрттăн вăтану,
Кантăкра — çӳçенчĕк çулçăтăкăну.
«Эп савман. Саваймăп. Ентĕ сывă юл...»
Çумăр çурĕ, çурĕ — шывпа хутăш юр.
Куçăмран йăхатчĕ шухăшсăр тĕнче,
Шăппăн ĕсĕклерĕм... каç ытамĕнче.
Манăçу сăмахе манăçмăн — пуйсан,
Юлташ мар çынна эп хам тăшман туман.
Туйăнать кăна пуль, туйăнать кăна,
Эс паян чăнах та вăхăтсăр хăна.
Куççуле çăтам-и, кулнă пек тăвам:
Йăл кулсан çич ют та — инçетри-тăван.
Тухман çын тухсассăн... вăйлă тăмана.
Туйăнать кăна пуль, туйăнать кăна.
 Чĕтренчĕклĕ сассу ытла салху,
Манра — сăмахсăр кĕвĕ пурăнать.
Тĕттĕмлĕхре тĕтреллĕ ĕмĕлкӳ
Çитмен телей пек хурлă курăнать.
Эп çырăп юратусăр çырусем,
Юратманран тухать пылак куççуль.
Санран эп йышăннă каçарусем
Именнипе ырса лăпланчĕç пуль.
Сăмахусем кĕвве килтереçрен
Умри утас ик утăм хăтарать.
Кĕвви çырăнаймасăр вилесрен
Чĕрем хăй асапне хăй пытарать.
Микула çитсен — чăваш Уявĕ
Пуçланни ытарайми хитре.
Юратуллă туйăм-ĕмĕтре,
Кайăк пек вĕçни — чĕре хунавĕ.
Тĕрлĕрен те тĕрлĕ ташă-юрă
Ӳстермест-шим каçăн илемне?
Чечеклет Уяв чун хĕлхемне,
Савăнма пире хушать пуль Турă.
Ют яла çити каять шыв тăрăх
Çирĕп пӳллĕ çамрăксен сасси.
Питравччен пырать савăнасси!
Тыр-пула пухма васкатĕ шăрăх.
Кăсăя пек хӳхĕм пикесемшĕн
Яш чĕри çунмасть-шим вут пекех?
Халăх опери те ĕлĕкех
Илĕртӳллĕ пулнă чăвашсемшĕн.
Уявра çуралнă юратушăн
Кĕвĕлеççĕ шăпчăксем çĕрле.
Хĕпĕртеççĕ ял-йышпа пĕрле
Çамрăк чĕресем сăпайлă туйшăн.
Шуçăмччен кĕрлет Уяв сатуррăн
Анатри чăваш ялĕсенче.
Савăннă чух хитререх тĕнче!
Ах, Уяв, ан ватăл, ĕмĕр пурăн!
■ Страницăсем: 1... 102 103 104 105 106 107 108 109 110 ... 796
|
Шухăшсем
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...