Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
I
Баум акăлчан какао юратнă, хаклă йывăçран тунă чĕлĕм ĕмнĕ. Ваçлей шыв ĕçнĕ те çăкаран тунă чăпăк мăкăрлантарнă. Пĕринче вĕсем пĕр-пĕринпе юлташла пекех калаçса ларнă. Çакă вăл 1910 çулта пулнă.
Куçне мăшкăлуллă хĕскелесе Баум акăлчан çапла ыйтнă:
— Эсĕ, Ваçлей, шыв ĕçетĕн, эпĕ — какао. Кала-ха мана: мĕншĕн апла-тăр?
Ваçлей аллисене суллакаласа çаплах ăслăн хуравланă:
— Мĕншĕн тесен эсĕ, ырă çыннăм, акăлчан тата çăмарта фирмин агенчĕ. Санăн укçа нумай, эсĕ унта-кунта çăмарта склачĕсем ларттаратăн, сана пурте итлеççе. Вĕсем хушшинче эпĕ те çавăн пекех итлетĕп. Эсĕ çăмарта пухтаратăн, вĕсене пуйăссем çине тиеттеретĕн, аякка, тинĕс хĕрринелле, ăсататăн, унтан тата аяккалла, инçетелле — Англие. Эпĕ илтнĕ ун çинчен. Сан çĕршывăнта чăх тенине питрех юратрĕç-тĕр, унтан тата питрех çăмартине юратаç-тăр... А эпĕ... — Ваçлей малалла аллисене сулламасăр каланă. — Çăмарта, чăх тенине эпĕ те юрататăп, анчах вĕсене хам çăвара яма хăюлăх çук, çитмест, мĕншĕн тесен эсĕ, ырă çыннăм, ман хуçам пулатăн. Эпĕ санăн кучĕру анчах. Кунсăр пуçне, эсĕ, ырă çыннăм, акăлчан пулатăн, çавăнпа эсĕ çăмарта склачĕсем тутаратăн. Манăн укçа тени, мул тени çук, çавăнпа эпĕ аякка кураймастăп, çавăнпа эпĕ нимĕн те тутараймастăп. Эпĕ кучĕр анчах. Çавăнпа эпĕ, ырă çыннăм, какао ĕçме хăюлăх çитерейместĕп, çавăнпа шыв тенине çеç ĕçетĕп. Анчах манăн, ырă çыннăм, сиртен çакна ыйтса пĕлес килет: мĕншĕн-ши эсир çăмарта склачĕсене хăвăр патăрта, хăвăр çĕршывăрта, тутармастăр-ши? Неуштă сирĕн çĕршывра çав çăмарта тенĕ тутлă çаврашкана тăвакан чипер чăхсем çук-тăр?
Малалла
 Чĕмсĕр пулнăшăн кĕçĕр мана ан кӳрен,
Эс умра тăниех, тен, мантарчĕ сасса.
Çеремри сар чечек куç хупать пуль хуллен,
Кăвак куçлă каçран шăппăн çеç вăтанса.
Тавçăрайăн-и çĕнĕ каçсен шухăшне?
Чӳрече сиввине чăрсăр çнл чуптăвать.
Таврара çуркунне симĕсленнĕ чухне
Типнĕ çулçă çулпа макăрас пек чупать.
Чӳрече. Кăн-кăвак... Сан ыйтуллă сассу...
Ачалла кулăпа çĕнĕ каç çывăрать.
. . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . .
Темшĕн каç халь пире иккĕн çеç хăварать.
 Эй, çӳлти Турă, кĕллĕме илтсем,
Мĕн ыйтнине пурнăçăма кĕртсем.
Мана нумай та кирлĕ мар, пĕлсем,
Пĕр татăк çăкăр, шыв, тăвар…
Илтсем!
Эй, çӳлти Турă, кĕллĕме илтсем,
Чунсăр çынна чунсăрлăхран чĕртсем,
Вăйсăррине Хăв хӳтлĕхне илсем,
Сыхлав çиттипеле витсем…
Илтсем!
Эй, çӳлти Турă, кĕллĕме илтсем,
Ача-пăча, ват çын чĕнет: «Килсем!..»
Эс чĕннĕ çĕре вăхăтра çитсем,
Сывлăшна пире вĕртсе кĕртсем…
Илтсем!
Çырма çеç-и, кӳлĕсем типеççĕ,
Уй-хирсем пулаççĕ пуш хирсем.
Çăлтăрсем те ĕмĕр çуталмаççĕ,
Чарăнми тапмаççĕ çăл куçсем.
Шăпчăксем те юрламаççĕ вĕçĕм,
Хăвăртах шанаççĕ çеçкесем...
— Пурнăç… Пурнăç!
Эс ытла кĕске-çке.
Пурнăç… Пурнăç,
Çип пек эс çинçе…
Этем пурнăçĕ — лантăш ĕмĕрĕ,
Ту чакалĕ — пурнăç çулĕ.
Уявсем нумай çулталăкра
(Тен, пурнех, тытаймăпăр асра),
Уйрăмах хаклатăп эп пĕрне –
Ун чухне çуралнă ман анне.
Хушса юрламалли:
Ах, аннеçĕм, анне,
Юрă пултăр парне:
Ачинчен — амăшне,
Чĕререн — чĕрене.
Ыр çынсем сахал мар тĕнчере,
Пурнăç кӳнĕ аннеçĕм – пĕрре.
Турă, парччĕ ăна сывлăхне,
Упрасам инкекрен чĕрине.
Хушса юрламалли.
Куркара кăпăклантăр сăра,
Вара калăп сире пурсăра,
«Тивлетпе тултарса чĕрене
Уявпа саламлар аннене!»
Хушса юрламалли.
(Çул çинчи блокнотран)
...Вăл пуян çĕр Ехрим хуçа аллинче пулнă. Вăрман. Çарансем... Йĕри-тавралăхри халăхсем, вăл вырăнтан аякра мар ялсенче пурăнакан чухăнсем куçпа анчах курма пултарнă ун пек сĕтеклĕ çĕрсене. Куçпа курнă та чĕререн хурланнă вăл чухăнсем.
Таçта шалта пĕр ĕмĕт çуннах çав. Сӳнме-сӳнме пуçланă, сӳнсех те кайнă, анчах тепĕр вăхăт тăрсан тепĕр хут амаланма пуçланă вăл ĕмĕт.
— Э-эй, ырататчĕ-çке чĕре çак вăрмана вăрттăн та пулин кăмпа пуçтарма килсен... Пĕр енчен, вăл вăрман пирте марришĕн ырататчĕ, тепĕр енчен, ак халь-халь сан ума Якимкă тухса тăрĕ те кайран лутăркаса пăрахĕ текен шухăш пуснипе ырататчĕ.
Эпир çуракирен кăнтăрлана килсе апатланнă хыççăн колхоз вити умĕнче калаçкаласа ларатпăр. Ĕлĕкхине аса илетпĕр, колхозăн хальхи пурнăçĕ çинчен калаçатпăр. Якимкă вăл Ехрим хуçан аслă приказчикĕ пулнă. Ăна пĕлнĕ, ун мăшкăлне темиçе хутчен те тӳснĕ çынсем каласа панă тăрăх, Якимкă ман ума çапла сăнпа тухса тăрать: акă вăл, вăрăмскер, вăйлăскер, йĕри-тавра хурчка пек çивĕч пăхкаласа, япалана аякран туйса вăрман хĕррипе пырать. Пĕр енче вăрман шавлать, тепĕр енче ыраш шăрка вĕçтерет, хăй шăршипе сăмсана кăтăклать. Анчах Якимкă ăна туймасть, çĕр, çанталăк, хыр, хурăн мĕнле сывлани ăна тĕкĕнмест, ăна çĕклемест, япалан вăл енĕсем ăна шухăшлаттарма, савăнтарма пултараймаççĕ, япаласем ăна хăйсем уççăн курăнакан усăлăхсемпе анчах илĕртме пултараççĕ.
Малалла
 Лĕпсĕр пуçне уснă çулçă сарнă хурăн.
Ним пулман пек сулхăн... ним пулман пек — çил...
Юриех паян та ăнсăртран эс курăн,
Юриех паян та систермесĕр кил.
Сан ялан (тен, маншăн) пĕр манерлĕ кулă.
Кулă мар, пĕлетĕп, кулнă пек туни.
Хальхинче те сансăр пĕр сăмахсăр юлăп.
Аллăмра — шур тĕклĕ кукшапуç туни.
Çил килсе чӳхенĕ — вĕлтĕр вĕçĕ мамăк,
Ассăн сывласан та тăкăнĕ шурри.
Нихăçан та пулмĕ — халиччен пулман-тăк —
Эсĕ маншăн пур пек — саншăн эп пурри.
Сан ялан (тен, маншăн) пĕр манерлĕ кулă.
Ăнланман пек пăхăп, тăвăп курманçи.
Лĕпсĕр пуçне уснă çулçă сарнă вулă,
Ним пулман пек сулхăн... ним пулман пек — çил...
 Тем çинчен — тем çинчен те калаçăттăм эпĕ санпа —
Ахаль çеç куçунтан тинкерме те май çук.
Çуркунне те çӳретĕн такам кӳрентернĕ сăнпа,
Çăмăлттай çил ачи пек — пулман калаçу.
Ман каяс-им таçта улах ту тăррисем шырама,
Макăрма ят хуман чечексен мĕлкинче?
Ассăрла йăл кулса ăнсăртран хам сăна паллама
Тӳпе евĕр çавра кӳлĕсен куçĕнче?
Тем çинчен, тем çинчен те калаçăттăм эпĕ санпа.
Нихăçан туйăнман сисĕм-туйăм çинчен.
Эп хаваслă асамçă пулайăттăм кăмăлăмпа,
Кăчăр-кăчăр шăнпа тек çӳремĕн пĕччен.
 Пулаймарăм шап-шурă чарлан.
Вĕçеймерĕм сывлăша касса.
Чунăмçăм, тархасшăн, ан хурлан,
Пурнăçа ирттермĕпех асса.
Пулаймарăм йĕплĕ кĕл чечек.
Чикеймерĕм вăрттăн тăшмана.
Ӳкĕнместĕп, пур-ха ман тĕрек.
Чулпа пемĕп, пемĕç-ха мана.
Пулаймарăм муллă çын. Тивлет.
Путаймарăм пылпа çу ăшне.
Чысăмра ыр ятăм — Амулет,
Сирсе ярĕ йĕксĕк пăсташне.
Сар хĕвел вут сапан урхамах утланать,
Çӳл тӳпе анипе ташласа çаврăнать,
Ăшшине шухă çил катаччи чуптарать.
Ку йăлтах çуркунне. Чĕрере - çуркунне.
Кайăк хур сас парсан «вунтăваттă çапать»,
Юханшыв — чăх чĕппи — пăр хуппа шăтарать,
Хĕвеле тав туса çунатне яр! сарать.
Ку йăлтах çуркунне. Чĕрере — çуркунне.
Яш тирек карăнса шăм-шакне вылятать,
Хурама каçăрлать, курпунне пытарать —
Сĕм вăрман вăранса ыйхине хăвалать.
Ку йăлтах çуркунне. Чĕрере — çуркунне.
■ Страницăсем: 1... 98 99 100 101 102 103 104 105 106 ... 796
|
Шухăшсем
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...