Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Тинер Тимьянĕ ик уйăх ĕнтĕ ĕçсĕр çӳрет. Хулари учрежденисен алăкĕсене пурне те шутласа тухнă вăл, анчах ниçта та, нихăш кĕтесре те ун валли хатĕрленĕ вырăн пулман. Штатсем пур çĕрте те тулса çитнĕ, пушă пукансемпе сĕтелсем çук. Çавна кура ĕнерпе паян ĕçе кĕресси çинчен шухăшлама та пăрахнă вăл. Шанчăкне чистиех çухатнă.
Ак паян вăл мĕн иртенпех хула пахчинче утса çӳрет... Миçе сак çине пырса лармарĕ пуль ĕнтĕ Тимьян, анчах пĕрин çинче те виç минутран ытла лараймасть, кăшт ытларах ларсанах пуçне тĕрлĕ шухăшсем пăвса илеççĕ, — вĕсем ăна ерипенех туллаштарса пыраççĕ.
Тимьян ытла пĕчĕк çынах мар. Вăл пысăк вырăнсенче те ĕçлесе курнă. Вĕренмен çын та мар. Ку тарана çитсе темиçе техникума та кĕрсе тухнă. ВУЗ алăкне те курман мар, унта та пĕр-ик эрне вĕренкеленĕ. Тĕнче ăçталла сулăнса пынине, этемлĕх шыв çинчи турпас пек малаллах ярăнса пынине те пĕлмест мар вăл. Çавăнпа та бюрократсене, волокитчĕксене вараланчăк шывра тĕртсе ярас пекех тулашать... Пуринчен питрех юлашки кунсенче «знакомствă» текен япала пит йăлăхтарнă ăна. Унпа пĕрле ĕçсĕр пулнă çынсем пурте «знакомствă» пирки ĕçе вырнаçса пĕтнĕ... Пурте ĕçсĕр пулнă чухне лайăхах пураннă Тимьян, халь ун çине çаврăнса та пăхмаççĕ... Çимелĕх пулăшу ыйтсан çук тесе пăрăнса каяççĕ...
Малалла
 Вăрманта кăмпа нумай:
Çуллă кăрăç, хурăнай...
Пĕшкĕнме çеç ан ӳркен,
Кĕç тулать пĕрне.
Ĕшенсен, хуллен ӳкен
Сар ĕшне хĕрне.
Ывăтан куç тӳпене.
Кăн-кăвак вăл, тап-таса.
Çĕр çине вăл ӳпĕнет
Кĕленче хуран пулса.
Çӳл тупемĕр тăрă халĕ.
Пурпĕрех пуçра çав шут:
«Чăн-ши вăл татах хуралĕ,
Çулăм тăкĕ тепĕр хут?»
Çилĕпе каян шурса,
Туртăнса илет сăн-пит:
Ан çĕклентĕр çĕр çурса
Вилĕм атомĕн кăмпи!
 Выля, выля, çилленчĕк çил,
Ула, ула.
Тертпе çунать пĕр вутпуççи —
Кула-кула.
Кулли суранлă та йăваш,
Куççуллĕ те.
Чунпа илтсен — ытла ачаш,
Çу çилĕ пек.
Ирех хĕрелчĕ кĕр çулçи
Ăна кура.
Тертпе çунать пĕр вутпуççи
Кула-кула...
 Мĕне кура мана юратăн?
Юлташ та тунсăхăм кăна.
Ал сĕлтрĕм те — тăрсă юлатăн,
Инçетлĕхе сăна-сăна.
Инçетлĕхре куратăн ахăр
Пĕрремĕш хут эп килнине.
Пуçне ухать салхуллă кахăр...
Чарлан çухатнă мăшăрне...
Асилӳре анчах-тăр савăк,
Ан ӳкĕтле хитрен кулма.
Чĕнмесĕр тăрăп та пĕр авăк —
Вĕренĕн чĕмсĕррĕн юлма.
 Пачах шел мар пулсан,
Кив ĕмĕте çилпе салат.
Куççулĕпе кулсан,
Мана, кур, тĕкĕр те савать.
Каях шел мар пулсан —
Пĕччен эп, эсĕ те хăрах.
Асаилӳ кăна юлсан,
Сăвăмсене вута пăрах.
Тен, ташлăп çаруран
Кăвар çинче — ăсран кайсан.
«Эп йӳн каçаруран», —
Теменччĕ-и эсех тахçан?
Танюк пичче паян мĕн иртенпех туллашса çӳрет. Каç ăна арăмĕпе ывăлĕ кӳрентернĕ.
— Кăçал паранкă нумайтарах лартатпăр, паçма вырăнĕ çине çеç мар, уя та лартатпăр, — тенĕ арăмĕпе ял хуçалăх кружокĕнче члента тăракан вун сакăр çулхи ывăлĕ.
— Çук, лартмастпăр, — тет Танюк пичче. — Сире уйри анасене паранкăпа варлаттармастăп эпĕ. Халь, хам сывă чухне, мана арăм-ывăл тавраш вĕрентнĕ ан пултăр! — тенĕ.
Лешсем çаплах чарăнман. Танюк пиччене паранкă çинчен тăнлантарсах тăнă.
— Мантăн-им, анкă-минкĕ, выçлăх çула? Епле Малти-касри Кĕçтенккиех паранкă нумай лартса выçса вилесрен хăтăлса юлчĕ, е?
— А эпĕ выçăпа вĕлертĕм-и вара сире? Кĕçтенкки, Кĕçтенкки, — йĕкĕлтесе арăмне хирĕçленĕ Танюк пичче. — Кĕçтенккию пит хаклă пулсан, кайса пурăн эппин унпа! Вăл пултарать, вăл вĕт хăйне шур сухал пусса илнĕ пулсан та кăмсамулсемпе явăçса çӳреме вăтанмасть, тьфу!
— Кирек мĕн ту, атте. Аннепе иксĕмĕр эпир уя паранкă лартатпăрах.
— Çук, лартаймастăр!
— Лартатпăр!
Чунĕ чăтайми килсе туллашнипе çумĕнче ларакан арăмне çапса яма тăнă вара Танюк пичче. Анчах ват çын — ват çынах. Çирĕп ывăлĕ Танюк пиччен çапма сулăнакан аллине ярса тытма ĕлкĕрнĕ. Çавăн хыççăн Танюк пичче çине арăмĕ çилленсе кайса каç пулсан пĕрле çывăрман. Танюк пиччене урайĕнче хыт çĕртех çывăрма лекнĕ. Арăмĕ ăна тӳшек çине яхăнне те яман.
Малалла
 Тăшман тени паян та сăхă.
Тĕнчен тискерĕсем нумай.
Хура вăя çĕнтертĕр сăвă, —
Çапла калатăп çырнă май.
Çынсем паян та тертленеççĕ
Хăрушă пусмăр айĕнче.
Çавна курмасть пулсан поэзи,
Вăл мĕншĕн кирлĕ çĕр çинче?
Час-час эп шухăша путатăп.
Илтетĕп, тивĕçĕм чĕнет:
«Этем телейĕшĕн вута та
Кĕмешкĕн хатĕр пул, поэт!»
 Тăратпăр çĕр çинче тĕреклĕ.
Ĕçпе те юрă-ташăпа...
Ай-хай епле пусать
инкеклĕ,
Пĕр хамшăн юрăхлă шăпа!
Мĕн эпĕ унсăр?
Вĕлтĕр çулçă.
Хаяр çил вĕрĕ — вĕç те ӳк.
Уртмахăм манăн йывăр пулчĕ.
Вăл кăçалах пушанас çук.
Пире, кунçул, сума сăватăн.
Тепре чухне эс ятлăн-çке.
Чĕвен тăрать-ха çилçунатăм,
Поэзи учĕ ятлăскер.
Ут куçĕсем вут-хĕм сапаççĕ.
Тапăртатать тăват уран.
Мана туссем лăплантараççĕ:
— Çырса пĕтмен-ха, пултаран.
Вĕсен халалĕ чуншăн çывăх,
Çапах пĕлетĕп хамăнне:
Хăш чух каять çиçенкĕ хывăх
Янравлă тĕшĕ вырăнне.
Ыйтмастăп гонорар пĕр пус та
Пуласлăхра пурăннăран.
Пĕр ĕмĕт çеç: нихçан ан пустăр
Ман сăвăсен хирне мăян.
 Вĕр-çĕнĕ пӳрт савса эп лартрăм.
Илемсĕр, тетĕн эс, тиркен.
Пулмарĕ йывăçĕ, хăпартрăм
Ăна эп татăк-кĕсĕкрен.
Çил-тăвăл вăрманта кĕрлерĕ,
Кăкларĕ, хуçрĕ хырсене.
Шеллет-и вăл, тĕнче тискерĕ,
Хĕвеллĕ чăрăш тăррине?
Çил хуррипе эп татрăм-çуртăм.
Пӳрт лартрăм — эс тирке тăран.
Çĕр çул та ларĕ манăн çуртăм.
Ун çирĕп никĕсĕ — юман!
 Асаплă-çке çак шăплăхшăн юрру,
Туймастăн-им, мăнтарăн сарă кайăк?
Тĕнчем, ăçта сан çылăхсăр Турру?!
Никам та çук. Ытла та тунсăх. Лайăх!
Куçран-куçа юлатпăр шăплăхпа.
Шăп иккĕн çеç никам илтми пуплетпĕр.
Мана эс, шăплăх, тутлă канлĕх пар,
Сана чĕре уççи парнелĕп эпĕ.
Чун тĕкĕрĕ, чăнах та, эс кăна.
Кунта чухне ытарлăхсăр-мĕн эпĕ.
Тен, пулăп саншăн яланхи хăна,
Никам ăнланайми пулсан — килетĕп.
■ Страницăсем: 1... 104 105 106 107 108 109 110 111 112 ... 796
|
Шухăшсем
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...