Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томСуя телейКăвайт çутисемЧипер АннаПурнӑҫ утравӗсемСалампиВăрман ачисем

Туссем


1

Колхоз председателĕ паян тимĕрçĕ лаççине ирех пычĕ. Ретĕн лартса тухнă плугсене тыткаласа пăхса тĕрĕсленĕ хушăра вăл каллех тахçанах кĕтнĕ хăна çинчен ыйтрĕ:

— Çитеймерĕ-и-ха? Мĕнле те пулин чăрмав тупăнмарĕ пуль те? Мĕнле шутлатăн эсĕ, Иван Петрович?

— Килет, ун пирки ан пăшăрхан, Михаил Кузьмич. Эпĕ хам та паян каçхине станцăна машина яма ыйтас тенĕччĕ.

— Апла хăналама хатĕрленес пуль...

— Ай, çук, çук, хам хăнана çын патне ярса намăс курас марччĕ-ха. Ун пек тусан Петр Спиридоновнч хăй те кӳренме пултарать. Çитменнине кăçал...

Иван Пегрович «кăçал хăна арăмĕпе тата аслă ывалĕпе килет» тесшĕнччĕ, анчах çак самантра пĕр ача чупса пычĕ те «халех телефон патне чĕнеççĕ» терĕ. Вара председатель тимĕрçĕ лаççинчен васкаса тухса кайрĕ.

«Килмесĕр пĕлтерес мар тенĕччĕ, чăтаймарăм вĕт, сăмах чут вĕçерĕнсе каятчĕ, юрать — кайрĕ-ха», — шухăшларĕ тимĕрçĕ.

Тимĕрçĕ патне хăна килмеллине колхоз иредседателĕ çеç мар, пĕтĕм колхоз пĕлет. Мĕншĕн тесен вăл пĕлтĕр те, виçĕмçул та, унччен те килнĕччĕ. Кашни килмессеренех тимерçĕ лаççинче ĕçлет вăл, Иван Петровича пулăшать. Иван Петрович хăй те хăнипе мухтанма юратать. Кăçал та акă, хăнинчен, Петр Спиридоновичран çыру илсенех, çăв хыпара кашни тĕл пулакан çыннах мухтанса кала-кала пачĕ вăл.

Малалла

Тахçанхи пĕр çăварни


Тахçанхи асаннесем,

эсĕр — пирĕн лириксем

(арсенчен ирттернĕ пулĕ!);

сирĕн ĕнчĕ пек куççулĕ

юрăра хальччен янрать,

ĕмĕр витĕр курăнать,

пур — хаваслă кулă та,

шухăлăх та пур унта!

Вунă ылтăн сăмахпа

тантăша-туса мухтанă,

вăтăр ĕнчĕ-ахахпа

эрешленĕ те чысланă

аçăра та аннĕре,

вăрмана та уй-хире!

Хăш-пĕр сăвăç пек, хăюсăр

аптраса эсир тăман:

«чун» тесен, танлаштарусăр,

«чун» тесех, вĕри чунтан

чун юрри эсир янратнă!

«Çĕнĕлĕхпе» те анратнă,

кисрентернĕ ăссене!

Хăш-пĕр чăрсăр хĕрсене

кив сăнар çырлахтарман-тăр,

генилĕх канма паман-тăр

(хăть пĕлмен те вăл мĕнне):

хăй ĕçне, япалине

çĕнĕлле курса ахлаттăр,

çĕнĕ сăнарпа мухтатăр

пĕлĕш, тантăш, тус-тăван!

«Ак çăварние тухсан

çĕнĕ юрă янратап-ха», —

тенĕ пирĕн пĕр-пĕр Сафо,

тен, вун пиллĕкри пике!

Тен, пулман кун пекки те —

хăй сисмесĕр, хăй туймасăр,

чунĕпе тек чăтаймасăр,

«йĕрсе юрласа ярса»,

Малалла

Тепĕр реквием


Стихван Шавлине асăнса

 

Çав юман вăл — эпĕ. Эп кĕретĕп,

Урара утмалăх вăйăм пур.

В. Броневский

 

«Йĕрсе куçартăм эп Броневскине».

Ку пулчĕ — юлашки çырăвĕнче.

Куратăп эп чăвашăн юманне

Çав куçарун лаштра йĕркисенче.

Куратăп эп — Стихван пиччемĕре.

Тен, вăл «туратлăрахчĕ», пуль — йышра.

Тен, «тăрăнатчĕ» пулĕ. Эп пĕрех

Хама унпа туяттăм ăшăра.

Вĕри, кал-калччĕ çавă «тăрăну»,

«Эх, ман чуна туймастăн», — тенĕ пек.

(Ют мар пиччемшĕн кун пек асăну:

Ку — хурлăх чух хресчен ĕçленĕ пек.)

Калам тата: иккен, кирлех пире

Атте ачашĕ кăлт-калтрах пулни...

Ак халь — «Сыв пул». Юлать поэзире

Антрацит пек ик куç ялтăрани...

Халь ĕнтĕ тавăм та — вĕçсĕрлĕхре.

Мĕскер калам паян, Стихван пичче?

Ак çурçĕр çилĕ, вичкĕн çил вĕрет,

Юман кĕрлет Броневский сăввинче,

Унра — пиччем сассийĕ халь те пур:

«Çаралса юлать юман кĕрешĕ,

Тăррине хупларĕ шурă юр...»

Çын тата сцена


Вера Кузьминана

 

Этемĕн чĕри — сцена.

Э. Дикинсон

 

Артист вăл—куçаруçă пек.

Пин тĕрлĕ çыннăн кăмăлне

кĕртет вăл ĕмĕр тăршшĕпех

хăй сăн-питне, ӳтне, чунне.

 

Çĕршер сăнар туса парать

кайран вăл çак асапĕнчен.

Поэма евĕр янăрать

ун ролĕ сцена тĕнчинчен.

 

Çав музыка тĕшши пулса

çунать шалтан пĕр тĕп Сăнар.

Ун хĕн-тертне сума суса

тăнлар... Сăмахсăр пуç таяр.

 

Трагеди сцени пек — чĕри! —

тахçан Эмили калашне.

Сăпайлă шăплăхра, юри

итлер — чĕрийĕн таппине.

 

Ун ĕçĕ — аслă, куçару:

ун вăйĕпе, ун таппипе

кĕрлет — ăсталăх, пултару

чăваш шăпин хавалĕпе.

«Кипке шăрши...»


Кипке шăрши

Сунмасть пурне те сывлăх,

Сăпка çакса курмарĕ-çке мачча...

Пире кирлехчĕ, тусăм,

Хĕр е ывăл —

Кирек кам пултăр, пурпĕрех —

Ача.

 

Ăна кĕтсе миçе хут вырăн сарнă?

Ăна миçе хут курнă тĕлĕкре?

Юратнă арăм,

Сан пекех вăл сарă

Е йăм-хура, анчах манран хитре.

 

Çук, курăнмасть пăхсан та ватлăх каçĕ.

Çапах çӳçсем куллен шуралнăран

Чĕремĕрсем пĕр шăппăн йăпанаççĕ:

«Параймĕ çимĕç тăм ӳксен йăран».

 

Чĕр ĕмĕте кам хурлăхран кăкарĕ?

Ватăлмасла, савни, кил çывăха:

Пускил ачи, пĕр пĕчĕкçĕ Гагарин,

Пире лартса вĕçтерĕ уçлăха.

Аллă пин тенкĕ


Пас тытнă хурăнсем, чăрăшсем пĕр хускалмасăр, мăнаçлăн лараççĕ. Вăрман çуллахинчен те çăрарах, хитререх. Турат çинчи юр пĕрчисем кĕмĕл пекех çуталаççĕ. Таçтан, çурçĕр енчен вĕçсе килнĕ шап-шурă кайăксем чăв-чăв туса çӳрени илтĕнет. Çулла, тем пысăкăш хумсемпе шавласа, катерсене асар-писер силленĕ кӳлĕ йăлтах пăрпа витĕннĕ.

Пĕррехинче эпир кӳлĕ çинче каток тума шутларăмăр. Юра шăлса тасатрăмăр, шыв сапса якатрăмăр. Каток тунă çĕрте уйрăммăнах Николенкопа Гришин пограничниксем тăрăшса ĕçлерĕç.

Çавăнпа та çак катока «Николенко ячĕпе тăракан каток» теме тытăнчĕç. Катока уçма та вăхăт çитнĕччĕ. Анчах кĕтмен ĕçсем килсе тухрĕç.

Çак вахăтра пире питĕ кирлĕ задани пачĕç. Пирĕн застава хуралласа тăракан чикĕ урлă пĕр шпион каçса кайма шутлать иккен. Пире унăн сăнӳкерчĕкне кăтартрĕç. Вăл вăтам пӳллĕ, тӳрĕ сăмсаллă, сарă çӳçлĕ çын. Çак çынна кирек мĕн пулсан та, чикĕ урлă каçарса ямалла мар. Николенкопа Гришин кашни кунах секрета кайрĕç: вĕсене хыр вăрманĕнчи чи вăрттăн вырăна ячĕç. Çапла пĕр эрне те иртсе кайрĕ. Тӳрĕ сăмса çук та çук. Неушлĕ каçса кайма пултарчĕ? Застава начальникĕ Сорокин тарăхмаллипех тарăхса çитрĕ.

Малалла

«Çывăрса каяс чухне...»


Çывăрса каяс чухне

Сĕмленетĕн, ăнкаратăн

Темĕнле тарăнлăха,

Темĕнле шалти хака:

Ху эс тупсăм иккенне

Ерипен туйма пуçлатăн.

 

Ут, ăс-хал... Çав пĕрлĕхӳ

Вилĕме пĕлетчĕ... Халĕ

Тупсăму — пĕр шиксĕр сан,

Тен, вăл вилĕмсĕр вăйран?

Тен, сан вилĕмсĕрлĕхӳ —

Çавă тупсăм «мăтерьялĕ».

«Эп пĕлетĕп — эс килместĕн...»


Эп пĕлетĕп — эс килместĕн

ман пата ыран ирпе.

Шур плащна çакса иртместĕн

ман пата эс ерипе.

 

Хывмăп шăппăн сан тусанлă

пĕчĕк пушмакусене,

ăшăтаймăп эпĕ санăн

пĕчĕкçĕ пӳрнӳсене.

 

Çирĕме çитсе илемлĕн

çуталса ӳсен çынна

мĕн калайăп эп тирпейлĕн

пĕр ăна савса кăна?

 

Ерипен ларса манасчĕ

санăн ылтăн пек çӳçне.

Сассăр сăвăсем çырасчĕ

ман — Лонгфелло калашне.

 

Эх, телейлĕрех пулмашкăн

тупаймарăм вăхăт эп,

тем шырарăм, тем тупасшăн, —

хам та пĕлеймерĕм эп.

 

Сывă пул, Рембо! Сыв пул эс,

тунсăхлă пиччем, Бодлер!

Кунăмсем ман лăпкă пулĕç;

каçăм пулĕ ман сенкер.

 

Вут ялтравĕ, вут кĕрлевĕ...

Кĕркунне хура садра

астрăсем чӳхеннĕ евĕр

вут вылять каланккара...

 

Эп пĕлетĕп — эс килместĕн

ман пата ыран ирпе.

Шур плащна çакса иртместĕн

ман пата эс ерипе.

Каюти


Шăнса кӳ-щĕ пулас çил тути —

Питĕмрен чуптăвать пикенсех.

Кĕпе вĕççĕн кăна пикесем

Улăхра çулаççĕ каюти.

 

Ăшăнасшăн тытатăп çава.

Те çу кунĕ иртсе кайнăран,

Те çави ют алла хăнăхман, —

Хуть мĕн ту, юрламасть çав-çавах.

 

Хĕр кулать: «Пусарах кĕллипе...».

Юриех астарать, йĕкĕлтет.

Вăл пĕлет мĕншĕн эп килнине.

Камшăнах килнине те пĕлет.

 

Çур чечекĕ пекех кăн-кăвак

Мăшăр куçĕ — сапать шĕл-кăвар.

Сис, чĕреçĕм, пĕлетĕн хăвах,

Саншăн мар вăл çунать, саншăн мар...

 

Пулнă вăхăт, çаран утине

Çулнă эпĕ, юлманччĕ çынран.

Йăлтăр хĕмлĕ кăвак куçсене

Мĕншĕн, мĕншĕн ун чух тĕл пулман?

 

...Кĕрхи çил ман çума çулăхать,

Каç енне шĕвелет кун çути.

Çулса тăкăр, хĕрсем, улăха.

Пурпĕр çурмĕ чечек каюти.

Чĕре


Ыраттарса сиксе ан кай,

Усал чире халех ан парăн.

Вĕçне çитмен,

Ĕçсем нумай,

Çын умĕнче тем чухлĕ парăм.

 

Пĕлетĕп, айăпĕ хамра:

Хăш чух сана ахаль çунтартăм.

Ытлашши пек, хам кăвара

Сив чунсене парса çухатрăм.

 

Çапла туни те кирлĕ, тен.

Çук, ӳкĕнместĕп уншăн халь кăшт.

Сӳни-сӳнми тĕлкĕшиччен

Хĕм сирпĕтсе çутат та ялкăш!

 

Чĕреçĕм, çун.

Ĕç пур çинче

Ан уксахла, чире ан парăн.

Çĕршывăм, халăх умĕнче,

Кунçулăмшăн тем чухлĕ парăм.

■ Страницăсем: 1... 117 118 119 120 121 122 123 124 125 ... 796