Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Улянкă ятлă манăн ялăм,
Эп кунта ӳснĕ пĕчĕкрен.
Мĕн пур чунпа ăна эп саврăм,
Халь те саватăп чĕререн.
Эп пĕчĕк чух ялан шутланă:
«Мĕнле пуçланнă манăн ял?»
Çăлтăрсене пăхса тимленĕ,
Ялан шыранă эп хурав.
Ача чухне таçта та çитнĕ.
Пĕррехинче, ял вĕçĕнче,
Касак кӳлли хĕрринче,
Лаштра йăмрана эпĕ куртăм.
Канмашкăн лартăм ун айне.
Йăмрийĕ пысăк, лаштакаччĕ,
Пин-пин çулсем пурăннă пек.
Пуçра каллех шухăш çуралчĕ,
Тăван кĕтесĕмçĕм çинчен.
Сасартăк эпĕ сасă илтрĕм,
Мăнаçлăн янăрарĕ вăл.
Каярахпа тăнкарса илтĕм,
Йăмра сассийĕ пулчĕ вăл.
Эп ун çине тинкерсе пăхрăм,
Хам тĕлĕннĕччĕ ун чухне.
Çав самантрах сăмах эп хушрăм:
«Салам, йăмраçăм, асатте».
Вăл мана хирĕç хуравларĕ:
«Салам, мăнукăмçăм,салам,
Мĕнле ыйту кăсăклантарчĕ,
Çавăн пирки сана калам.
Чылай çул эпĕ пурăнатăп,
Ларатăп кунта пĕр-пĕччен.
Эп хамăн вăрăм ĕмĕрте
Теме те куртăм, тӳсрĕм.
Ăшша, сивве те эпĕ чăтрăм.
Малалла
 Алăк çумне сĕвĕнсе çав тери хурлăхлăн йĕрекен хĕре çынсем тĕлĕнсе те шеллесе пăхаççĕ. Мĕншĕн çав териех кулянать-ши çамрăк чун?
«Хамах, пĕтĕмпех хамах айăплă. Мĕншĕн çыхлантăм пулĕ çав мурпалан? Урăх йĕкĕт çукчĕ-и? Сахалччĕ-и хыçран чупакансем? Ухмах пуç, мĕншĕн çын савнийĕ кирлĕ пулчĕ мана?»
...Палланă сукмакпа (ăçтан астума пултарчĕ Полина çак сукмака?) хĕр хăй сисмесĕрех Атăл хĕрринелле утрĕ. Мăнаçлă та ватă юхан шыв пулăшма пултарнă пек туйăнчĕ ăна халĕ. Çапла, пĕтĕмпех паллă, çывăх вырăнсем кунта. Анчах ун чух çакăнта ирттернĕ вăхăтсенче Полинăн, çамрăк чун-чĕре темерĕн, юрлас килетчĕ, пурнăçа, çынсене, çут çанталăка юратас шухăшсем, чĕререн тухакан сăвăсем çуралатчĕç. Паян вара пачах урăхла йĕркесем шăрçаланаççĕ пуçра:
Пурăнаççĕ çынсем, сивĕ чунлă пулин те,
Ыррисем çук тесе калаймастăн.
Пур вĕсем хушшинче сан пекки те,
Мĕншĕн-ха чĕрене çунтаратăн?..
Полина ахаль те мĕн пур пулăма, киревсĕр ĕçсене çав тери чĕре патне çывăха илет. Сахал мар асăрхаттарнă, вăрçнă ăна çакăншăн Миша.
Малалла
 Эп ятсăр юханшыв çинче çуралнă
Ял ячĕ те ытла пит паллă мар.
Кил вырнĕсем пулаççĕ пуль пĕр аллă,
Ăна кунта кирлех-ши калама?!.
Анчах та ятсăр юханшыв хăй майăн
Тӳлек шывне пĕр вĕçĕм хăвалать.
Ырхан çеремпеле лутра хăвалăх айĕн
Шăнкăртатса тухать вăл Çавала.
Çавалĕ те Чăваш çĕршывĕ тăрăх
Пухса пур тĕрлĕ пĕчĕк шывсене,
Çитес çĕре юхса çитет тăп-тăррăн,
Мăн Атăла хăй пурлăхне сĕнет.
Çапла калав каять вăл малалла та,
Тухать Мăн Атăл Каспи тинĕсне...
Эп ятсăр юханшывăма ырлатап:
Тăвать-мĕн вăл та ыттисен ĕçнех.
Ан тив, эп ятсăр шыв çинче çуралнă,
Ял ячĕ те ытла пит палла мар...
Çершывăм ĕçĕнче, тумлам пулсан та,
Туятăп хамăн вăйăм-халăма.
 Акатуй вăл — ТУСЛĂХ туйĕ,
ПĔРЛЕХ туйĕ Акатуй.
Хумханать, ав, хирĕ-уйĕ,
Хăнари пек тусăм, туй!
Ĕçлеме пĕлни — яваплă,
Ĕçре ТЕЛЕЙ туптанать.
Савăнма пĕлни — сăваплă,
Ĕçре савăнăç. Ăнать.
Пурнăç йывăр. Ăнланатпăр.
Мĕн тăвас? Чăтас пулать.
Акатуй-çке, лăпланатпăр,
Чунăм савнăçпа тулать.
Ентешсем, туссем пĕр харăс
Вăйă картине тăрсан,
Пĕр-пĕрне, тăванăм, пар ăс
Савăнма, вăй пур-ха сан.
Ĕçпе савăнăç уявĕ
Акатуй вăл — чăн сăмах.
Урăхла тата кам калĕ?
Турăçăм, Сана, тавах!
 Тарас Шевченкăна асăнса
Украина тăрăх кайрĕ
Пĕр мухтавлă юрă;
Çут тĕнче ăна пуç тайрĕ, —
Ĕмĕрлĕх эс пурăн.
Сан çинчен вăл çакă юрă,
Халăхăн юрри вăл.
Гимн пек янтрать халь юрă,
Ирĕк çын юрри вăл.
Çак ирĕк çинчен шутланă,
Юрăçă, эс ĕлĕк.
Тем те курнă, асапланнă,
Курнă пулĕ тĕлĕк.
Тĕлĕкре те, тен, курнă пулĕ —
Ирĕкре пур халăх,
Пусмăр йăлт хыçа ак юлĕ,
Ирĕклĕх — чăн палăк.
Ирĕкре халь Украина,
Юр юрлать шур хурăн.
Украина, Украина —
Чи сăваплă юррăм.
Сурăм ялĕ тесессĕн
Пурте лайăх пĕлеççĕ,
Чăваш Сурăм салинче
Пухă пулать тееççĕ.
Çулла, утта тухиччен,
Хĕрӳ ĕç пуçланиччен
Сурăм пуххи уявне
Пуçтарăннă чăвашсем.
Таврари тăван-пĕтен
Пухăнсассăн пĕр йышпа
Така пусса шӳрпепе
Сăйланаççĕ кăмăлпа.
Сурăм ялĕ кĕр те кĕр
Кĕрлет уяв сассипе,
Купăспала параппан
Ăмăртаç пĕр-пĕринпе.
Аслă урам варринче
Ача-пăча хĕвĕшет,
Хитре пысăк круççельпе
Вĕсен çаврăнас килет.
Шурă тумлă хĕрĕсем
Алран-алла çавтăнса,
Урам тăрăх ярăнса
Утаç шурă акăшла.
Ытарма çук хĕрĕсен
Кĕпи арки чĕнтĕрлĕ,
Умне çакнă саппунсем
Йăлтах хитре тĕрĕллĕ.
Хĕрсем хыççăн каччисем
Пит маттуррăн утаççĕ,
Шухă чунлă йĕкĕтсем
Пикесене суйлаççĕ.
Хăш пики илемлĕрех,
Хăш пики-ши ĕçченрех,
Хăш хĕрне качча илсен
Пурнăç пулĕ хитререх?
Малалла
Юрла, юрла сăра сĕрет Ульха. Вăхăт-вăхăт пĕчĕк куркана тултарать те астивсе пăхать. Техĕмлĕ, кăпăклă сăри. Ара, пĕтĕм чун хăватне, пĕтĕм çепĕçлĕхне, юратăвне хушса хатĕрленĕ-çке ăна. Пĕртен-пĕр ывăлне авлантарать Ульха. Пĕчченех пăхса çитĕнтернĕ ăна хĕрарăм.
Радиопа юрă сасси илтĕнет:
Красивая и смелая
Дорогу перешла.
Черешней скороспелою
Любовь её была…
Пĕтĕм чуна çурса юрлать Анна Герман юрăç. Çак юрра итленĕ майăн шăпăр-шăпăр юхать хĕрарăм куççулĕ. Акă вăл, Ульха питĕнчи шăпа парнеленĕ пĕркеленчĕксене тулчĕ пулинех, аллисем çине тумла пуçларĕ, сăра али çине ӳкрĕ…
— Савнăç валли хатĕрленĕ сăра çине хурлăх куççулĕ ӳкет-çке, — сасăпах хăйне хăй ятласа илчĕ те хĕрарăм, умĕнчи саппунĕпе пит-куçне шăлса типĕтрĕ.
Çак юрăри пекех пулса тухрĕ-çке унăн шăпи те. Унăн телейлĕ пурнăçне те аркатрĕç. Аркатаканнине юрăри пек çамрăк тесе калаймăн паллах. Ульхаран та, упăшкинчен Василирен те пĕр пилĕк-ултă çул аслăччĕ вăл. Анчах та илемĕпе, хăюлăхĕпе пĕр-пĕр çамрăк пикерен те ирттеретчĕ. Ăçтан килсе тухрĕ-ши çав хĕрарăм вĕсен пурнăç çулĕ çине? Коммунистсен партийĕ çĕршывра пуç пулса тăнă вăхăтра вĕсен салине ĕçлеме янăччĕ ăна. Хуçалăхра парторг пулса тăрăшатчĕ вăл. Васили тĕп инженер тивĕçне пурнăçлатчĕ.
Малалла
 Кирилл Кириллов асăмне
Шкулĕ çук. Ялти илем
Куçса кайнă, пĕтнĕ, йăшнă.
Эс ӳстернĕ йывăçсем
Сан ята хурал пек тăнă.
1998, çу, 27
Савăккас (Веселовка)
 Кирилл Кириллов асăмне
Савăккас пĕви пит сарлака,
Шывĕ тулăх, пăрăхĕ хăватлă.
Пăрăх вĕçĕнче чипер акка
Шурă пир çапнийĕ маншăн хаклă.
 Мерчен евер çумăрĕ çăватъ,
Ах, илемлĕ, куçăма пăвать!
Çĕнĕ Çул çумăрĕн илемне,
Парнелейп, тăвансем, сире.
Çутăр çумăр, çутăр çумăр,
Мерчен çумăр ĕмĕрех.
Çĕн Çул тĕсĕ — хĕрлĕ, хăмăр...
Мерчен тĕсĕ чĕрĕрех.
Çутăр мерчен, çутăр ĕмĕрех,
Юррине те кĕвелеп эпех.
Тăвансемĕр, сире юратса,
Юр юрлатăп чуна шăратса.
Пурăнар-ха Çĕр çинче пĕрле,
Пурнăçĕ те пирĕншĕн пĕрре.
Çĕнĕ Çул çумăрĕн мерченне
Парнелер-ха ăшшăн пĕр-пĕрне.
■ Страницăсем: 1... 194 195 196 197 198 199 200 201 202 ... 796
|
Шухăшсем
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...