Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хум пӑшӑлтатӑвӗЯл калавĕПограничниксемСӳнми хĕлхемĔмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томШăплăхри аслати

Ырă туни çухалмасть


Пĕр пĕчĕк чухăн хулара Изабелла ятлă хĕрача пурăннă. Унăн кĕлетки яштака, куçĕсем янкăр тӳпе евĕр кăн-кăвак, çӳçĕ сăмала пек хура, пĕчĕк хӳхĕм тути мăкăнь пек йăм хĕрлĕ, куç харшийĕсем те вăрăм пулнă. Изабелла хулари пĕртен-пĕр шкулта вĕреннĕ. Вĕренессе вăл вăтам вĕреннĕ. Пĕрле вĕренекенсем хĕрĕн илемне ăмсаннă, тен, çавăнпа та пулĕ унпа туслашман.

Уншăн Изабелла кӳренмен те, пăшăрханман та. Ара, унăн тусĕсем унсăрăн та чылай. Анчах та тус-юлташĕсем çынсем мар, чĕрчунсем. Ĕненетĕр-и, ĕненместĕр-и, чăнах та çавăн пек пулнă.

Çак хӳхĕм пике чĕрчунсен чĕлхине пĕлнĕ, вĕсемпе чунтан-вартан калаçнă. Асамлă вăй Изабеллăна асламăшĕнчен куçнă.

Ир те, каç та, кăнтăрла та пике чĕрчунсемпе пупленĕ. Пуринчен те çывăххи — аçа кушак Кузя тата пĕчĕк мамăк пек çăмламас шăши Пи. Кузя питĕ ăслă кушак пулнă. Вăл Изабеллăна уроксем тума пулăшнă. Пи шăшин вара чĕлхи çивĕч пулнă. Изабелла ăна ялан шкула илсе çӳренĕ. Енчен те ăна япăх сăмахпа кӳрентерсен, шăши хĕре мĕн каламаллине канашланă.

Унсăр пуçне Изабелла ашшĕн пĕчĕк лаша ферми пулнă. Ферминче сакăр лаша çитĕннĕ. Изабелла лашасене питĕ юратнă, ĕненнĕ. Вĕсем ăна яланах ăнланнă.

Малалла

Кукамай «лаши»


Ырă кăмăллă кукамая кĕтеттĕм

Эпĕ пуринчен ытла ача чухне.

Туяпа хуллен кăштăртатса килетчĕ,

Кучченеç парса тухатчĕ кашнине.

 

Ачапча валли пьшак «шакки» — астармăш —

Ывçипех кăларчĕ пĕринче хĕврен.

Пысăк сахăр катăкне мана тыттарчĕ:

Пĕчĕкки час çитĕнтĕр çакна çисен.

 

Сак тулли ача шавлать, сăйлать пурне те —

Хăнапа уяв пĕрле çӳреççĕ çав.

Пĕр хĕве хумалăх пĕчĕкçĕ парне те

Хуйхă астивмен чух — чи хавас уяв.

 

Аслисем кăна çурма саспа пуплетчĕç:

«Колхозра кăçал тырри валеçĕнмен...»

«Куспромри «чăпта хуçи» пыма чĕнет тет...»

«Заемне саплар ача укçи илсен...»

 

Кукамай кайма пуçтарăнчĕ: «Вĕт-шакăр.

Çавăтса килсемĕр манăн лашана».

Тĕлĕнсе кăн-кан пăхатпăр. Маннă, ахăр.

Астăватпăр-çке — килсеччĕ çуранах.

 

Вăл татах: «Ав кĕтесре тăрать хăраххăн

Çул çинчи çынна çур вăй хушаканни.

Хуçине кура «лаши» те ырханран ман.

Ерипен кăштăртатса çиткелĕп-и?»

 

Пуринчен те пысăкрах аппа ăнкарнă

Малалла

Тĕнче çине çĕмел çинчен тинкертĕм


Тĕнче çине çĕмел çинчен тинкертĕм

Аннепеле тыр вырнă чух тахçан:

Йĕтем çинчи тыр кăшăлĕ пуль терĕм

Ирхи хĕвел шевлиллĕ тухăçа.

 

Тĕнче çине уй варринчен танкертĕм,

Пĕр ĕç тытсассăн мăшăр аллăма.

Тыр-пул ăсти юхтарнă тар пуль терĕм,

Çăра калча çинчи çут сывлăма.

 

Тĕнче çине йĕтем çинчен тинкертĕм,

Çулсем иртсен, пĕр тулăх кĕркунне.

Ял-йыш чун-чĕринчи хĕлхем пуль терĕм

Тин сăвăрнă сар тулă кăшăлне.

«Çырмана анатчĕç-çке ир кӳлĕм...»


Çырмана анатчĕç-çке ир кӳлĕм

Шурăм пуç пек шурă лашасем.

Кĕçенсе илсессĕн илĕртӳллĕн,

Карăнатчĕç чун хĕлĕхĕсем.

 

Çакăн пек илем текех пулман-тăр,

Хатĕрччĕ таçта çити вĕçме:

«Пур тавра самантлăха шăплантăр:

Лашасем анаççĕ шыв ĕçме!»

 

Пурччĕ пĕчĕк чух ман пысăк «çылăх»:

Юрататтăм шур лашасене,

Ман çума инкек-синкек ан çулăх —

Чи телейлĕ çын эп ку чухне!

 

...Шухă шухăша самантлăх кӳлнĕн,

Иртнипе çӳретĕп киленсе.

Çырмана анмаççĕ халъ ир кӳлĕм

Шурăм пуç пек шурă лашасем.

Тĕлпулу


Мучи пикепе калаçать.

Пике ăшшăн-ăшшăн сăпайлăн кулать.

Мучи...

Мучи халь яш каччă!

Мучи çирĕмре!

Мучи — ăмăрт кайăк!

Мучи — арăслан!

Мучи туйми пулнă чĕри суранне.

Мучи манса кайнă килти карчăкне.

Мучи чунĕ халь — çеçке çурнă чечек...

 

Мучи пикепе калаçать.

Пике ăшшăн-ăшшăн кулать.

 

ÇУК ВАТЛĂХ!

ÇУК ÇАМРĂКЛĂХ!

ЧУН ТА ИЛЕМ —

АК

ĔМĔРНЕ ТЕ СӲНМЕН

ИК ХĔЛХЕМ!

Ахăрсамана


Кăçалхи хĕл Марье миçемĕш хут ĕнтĕ пăлтăр алăкне аран-аран уçкаласа юр купи ăшне чăмать. Юрать-ха кĕреçи пăлтăрĕнчех тăрать унăн. Сарай таврашĕнче усрас пулсан ун патне ашса çитеес те çук. Капла пăлтăр алăкне те кĕреçе пулăшнипе çеç уçкалать. Уçать те алăкне тем пысăкăш ĕç тунă пек тарăннăн, ассăн сывласа ярать. Вара чунне лăплантарса пӳрте кĕрсе чей вĕретме лартать. Çĕрулми шуратса шӳрпе хатĕрлет. Хăш чухне чей ĕçнипех çырлахать. Пĕччен çыннăн апачĕ те ансах каймасть. Паян ак шывĕ те витре тĕпĕнче анчах. Чей вапли те çур чейник чами çеç пулчĕ. Яшка пĕçерес тесен кӳршĕсен пуссине каймалла. Унта çитме кунĕпех çул хывмалла. Марье чей вĕретрĕ те ирхи апата ларчĕ. Сĕтел çине мĕн пуррине кăларса хучĕ. Апат енчен Марье пит чухăнах мар. Мухтав Турра! Ывăлĕ Криша амăшне пăрахмасть. Укçа-тенкĕпе те пулăшать. Инçетри çурçĕртен шапашкăран ĕçлесе таврăннă чухне икĕ пысăк сумкăпа тем тĕрлĕ апат-çимĕç илсе килет. Хытса кайнă çăкăра алла илчĕ те темле хаклă япалана сăнаса пăхнă пек çавăра-çавăра пăхрĕ. Тĕрĕс те, Марьешĕн вăл паянхи кун нихçанхинчен те хаклăрах. Эрнипе пĕр чарăнми тăкать те çӳлти тӳпе юрне, лавккана çитсе килме те чĕр тамăк.

Малалла

«Пусă урлă палан туртрĕ кăчăк...»


Пусă урлă палан туртрĕ кăчăк.

Шурĕç икĕ енпе чечексем.

Хăш тĕле ларнă-ши пĕчĕк шăпчăк

Шыльăкри хĕр пекех пĕркенсе.

 

Тем тесен те сулламĕ сăлтавсăр

Тутăр евĕр шап-шур çеçкине.

Ах, пĕркенчĕк пек ешĕл пустав пур —

Кураймарăм илем кайăкне.

 

Чи кĕске каçсене ăсатать-ши?

Каçсерен лăпланса çывăрмасть.

Е хаяр куçсенчен пытанать-ши

Юрату юррине юрлама?

 

Çут çанталăк ăна асамланă —

Сасă панă чи янкăссине.

Тĕм ăшне мĕн пирки эс пытаннă?

Кăтартсамччĕ сăнна тĕнчене.

«Шикленнĕ патшасем поэтсенчен...»


Шикленнĕ патшасем поэтсенчен,

Поэтсене дуэльсенче пĕтернĕ.

Элек-челек çӳрет вĕсем çинчен,

Чăн поэтсен шăпи ялан пит эрлĕ.

 

Поэт вăл мыскараçă та хăш чух,

Хăш чух поэт çатта та çапкаланчăк.

Анчах вăл нихăçан пулман ансух,

Вăл нихăçан та пулме çăткăн анчăк

 

Чи харсăр, ырă çын та — поэтах,

Вышкайсăр çӳллĕ чăн поэтăн шайĕ.

Ун ĕçе те, хисепĕ те пайтах,

Унпа пĕр президент та танлашаймĕ.

 

Поэт туять этемлĕх тивĕçне,

Çунать çап-çуттăн çулĕ çăлтăр витĕр.

Кайсассăн та кунтан ун тĕп ĕçне

Хур кайăк çулĕнчи тусан çеç вите.

«Чечек евĕр çулсене...»


Малалла-ха пурнăç, малалла...

П.Хусанкай

 

Чечек евĕр çулсене

Вăхăт вăтăрать.

Килчĕ тепĕр çуркунне —

Çитрĕм вăтăра.

Те нумай ку, те сахал. —

Тем каламалла...

Тамалман-ха вăй-хавал,

Пурнăç — малалла.

Çав-çавах асран-тĕсрен

Шухăшлатăн та:

Хĕрхенетĕн чĕререн

Иртнĕ вăхăта.

Кайрĕ пуль ĕмĕрлĕхе

Шух ачалăх ман.

Сулăнатăп хĕрĕхе

Çамрăклăхăмран.

Пурпĕрех-çке, тусăмсем,

Килес кунăм шеп.

Çитĕнеççĕ ачамсем —

Ашшĕ пултăм эп.

Умăмра халь анлă çул —

Çитĕпĕр алла...

Кулянма сăлтаве çук,

Пурнăç — малалла.

Арăслан


Арăслан, арăслан,

Читлĕх ăшĕнче тăран.

Ма усал, хаяр сăнран?

Хăрамастпăр санăран.

Эсĕ ху та ан хăра —

Кӳрентермĕпĕр сана.

■ Страницăсем: 1... 404 405 406 407 408 409 410 411 412 ... 796