Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çут пайăркаШăплăхри аслатиЫтла та вăрттăн юратуЙӳçĕ кулăАча чухнехиТаркăнЙĕрсем çухалмаççĕ

Çынлăх


Çынна мĕн илем кӳрет тата пархатар пӳрет? Хитре сăнпа çирĕп пӳ, паллах, çакă енĕпе уйрăм шайра тăраççĕ, çапах ун тĕшне-хакне тулли майпа палăртса уçма пултараймаççĕ, мĕншĕн тесен тулашран чун-чĕре хитрелĕхне чăн хак пама май паман. Ахальтен-им ваттисем, пурнăç тути-масине çителĕклех туйнисем, сарлака каçалăкне урлă-пирлĕ çавăрса утса тухса курнисем, çынна пĕлсе çитмешкĕн унпа пĕрле çичĕ пăт тăвар çиме кирлине каларăшпа палăртнă, çăмăлттайлăх ку ĕçре вырăнсăрне шахвăртнă.

Чун-чĕре анлăлăхĕ, туйăмсен тарăнлăхĕ чăн майĕпе палăрать, тивĕçлипе курăнать йывăрлăхра-шырлăхра, кĕтмен çĕртен пулакан тĕрлĕ шайри нушара. Шăпах инкек умра чух хавшак чун пуçне усать, хăрушлăхра хăй вăйне туйма-шанма пăрахать. Çакăн пирки шăп та шай халăх калать, сăмах май, «Этем нумай — çын сахал!».

Çын пулмашкăн çăмăл мар, çакна уççăн палăртар. Чунри çынлăх шайĕсĕр, ыр кăмăллăх пайĕсĕр мĕскер юлать этемрен, сывă, пиçĕ ӳт-пӳрен. Тискер чĕрчун майĕпе, туйăм палăрăмĕпе кăна юлас пулсассăн, йăла-йĕрке картакан чарулăхран хăрама вуçех пăрахас пулсассăн этем тухать выльăха, туйми пулать çылăха. Çакă вара çуратать питĕ пысăк хăрушлăх — чăннипех те хăрушă сивĕ чунри пушăлăх. Ун пек куна курасран, çынлăх сумран тухасран Атте Турă çăлтăрах!

«Кам армана...»


Кам армана,

кам вăрмана —

манăн ниçта та

каяс килмест.

 

Пĕри утать,

тепри чупать —

манăн ниçта та

васкас килмест.

 

Кам ятлаçать,

кам çапăçать —

ман никампа та

вăрçас килмест.

 

Хăшĕ вăрлать,

хăшĕ сутать —

ман никама та

шанас килмест.

 

Камшăн уяв,

камшăн пăяв —

тек пĕр сăмах та

чĕнес килмест...

 

Пурнăç хăрушă,

пурнăç айван —

манăн çапах та

пурнас килет.

 

Йывăç-и, курăк-и,

выльăх е çын —

манăн пурне те

шеллес килет.

«Кунĕ уяр, кунĕ уяр тееççĕ...»


Кунĕ уяр, кунĕ уяр тееççĕ.

Эп тухрăм та —

Хĕвел пĕлĕт хыçне пытанчĕ.

Хĕвел пĕлĕт хыçне пытанчĕ —

тăман çавăрттарма пуçларĕ.

Эп тухрăм та —

кунĕ уяррине курмарăм.

 

Çулĕ такăр, çулĕ такăр тееççĕ.

Эп утрăм та —

сукмакăма кĕртсем хупларĕç.

сукмакăма кĕртсем хупларĕç —

пĕр йĕр палли те хăвармарĕç.

Эп утрăм та —

çулĕ такăррине курмарăм.

«Шап-шурă юр пек шуррăн...»


Шап-шурă юр пек шуррăн

Тăнлав йăлт шуралсан,

Тахçан юрланă юррăн

Çу кунĕ янрасан,

 

Каллех эп асаилĕп

Ăсаннă çулсене,

Ума хам яшлăх килĕ

Чĕнсе юлташсене...

 

Тен, макăрăп, тен, кулăп,

Пĕлеймĕп-ха халех.

Темле пулсан та, юлăп

Чунпа хальхи пекех.

Тăван çĕршыв


Тăван çĕршыв! Манми кĕтес!

Кăтра йăмраллă Чăваш Ен!

Мĕн-ма ытла та хаклă эс?

Мĕн-ма-ши питĕ илĕртен?

 

Тăван кĕтес нимрен паха:

Çуралнă кил, уй-хир, вăрман.

Санра çеç ĕмĕтĕм, вăй-хал,

Санра çеç ăраскалăм ман!

 

Темле хăват санра пурах:

Тавралăху сиплет чуна.

Санпа ман пурнăç çутăрах,

Чĕрем юрлать санпа кăна!

Шăпа


Çĕр çине çуралакан мĕнпур çын кун-çулĕнчех Çӳлти Хуçа пил парса, ятран-шывран ыр сунса пехиллесе палăртан уйрăм шăпа тĕвви пур, çавăн çинчен малалла сăмах çăмхин çиппине кăштах сӳтме шухăш пур.

«Шăпа хуçи эпĕ хам!» — тет пиртен нумайăшĕ, çавнашкал шутлакансен, чăн та, шутсăрах йышĕ. Анчах тĕрлĕ пăтăрмах урлă утса иртнĕçем, пурнăç тути-масине кăшт астивсе пăхнăçем, çавăн пек калакансен ылмашăнать шухăшĕ. Ку кăна-и, пăх та кур, сахалланать шут-йышĕ. Мĕн хистет çапла тума, шухăша улăштарма?

Шăпа текен пулăмпа этем кăна хуçа мар, унăн тĕвви Тӳпепе çыхăнура пулнине саманта та манар мар. Турра манса пурăнсан, хăвна кăна уяса хăвшăн кăна тăрăшсан, çут тĕнчере ыр шăпа пулмĕ саншăн нихăçан. Е усалпа туслашса укçа-нухрат пайтишĕн çын куççульне юхтарсан — пуласлăхри шăпуна ăмсанмалли çуках сан.

Ырри — ырпа таврăнать, усалли усалпалах сан çинелле тăрăнать. Апла пулсан, тăванăм, шăпа кӳрен ырлăха туллин курас тесессĕн, пурнăç çулĕн хĕррине чипер çитес тесессĕн — кашни кунах тĕнчере чĕптĕм-чĕптĕм пулсан та ыр ĕç тума пултарар. Кун çуттине кăтартнă атте-аннемĕрпеле тăван несĕл-ратнене чун-чĕремĕрте упрар, шăпа тĕвви пурнăçра тĕнче тытса пыракан, пурне те пĕлсе-сиссе, туйса-курса тăракан Пултараканăмăрпа çыхăннине астăвар! Астăвар та тĕв тăвар, хамăр вăя пурнăçра ыр ĕç валли ытларах уйăрмашкăн тăрăшар!

«Анне мана ачашшăн ыталатчĕ...»


Анне мана ачашшăн ыталатчĕ,

Эп ун чухне пиллĕксенчи ачаччĕ.

 

Кашни кунах эп аннепе пĕрлеччĕ,

Çу кунĕсем паянхинчен хитреччĕ.

 

Кун-çул мĕнне пĕлмен те, ăнланман та,

Туссем нумайччĕ, çукчĕ пĕр тăшман та.

 

Унтанпала çулсем килми ăсанчĕç,

Туссем сахал, тăшман вара йышланчĕ.

«Эп юрланă юрă...»


Эп юрланă юрă

Илтĕнмĕ текех:

Вăхăт та халь урăх,

Хам та пĕчченех.

Юлташсем ăсаннă,

Юлташсем таçта!

Сӳнчĕ ĕмĕт манăн,

Сивĕтет тулта.

Сивĕтет çанталăк,

Çак сиввех чунра.

Çăлтăр та çухалĕ,

Мĕн юлать умра?

Мĕн юлать? Ăçта эп

Çитĕп ĕмĕтре?

Халь ан тăвăр айăп,

Юрлăп-ха пĕрре...

Паян телейлĕ эп


Телей тени савăнаçпа тăванлă:

Пĕри çухалсанах тепри те çĕтĕ.

Телей тупăнсанах хавха та çитĕ,

Вĕсем пуртан кун-çулăм манăн анлă.

 

Кун пек чухне чуна ытла та çăмăл

Вĕтĕртетет пулсан та кĕрхи çумăр!

Ан тив, вăл çутăрах канмасăр çутăр.

Çук, хуçăлмĕ пачах та уншăн кăмăл!

 

Чунри çанталăкăм çавах хĕвеллĕ,

Ун çут шевлийĕ те, савниçĕм, эсĕ!

Мĕнех кĕтет ыран? Килмест пĕлессĕм

Паян телейлĕ эп! Паян телейлĕ!

Этем тăшманĕ


Тем тумалла Эрхипе

Ытла туслă эрехпе.

Ĕçет эрни-эрнипе

Ĕçкĕ чирĕ ернипе.

Шăлне шаккать кашкăрла,

Тăр-тăр! кăна чĕтретсе.

Арăмне вăл кăшкăрать:

— Ăçта хутăн чĕресе?

Иртни тата юлман-ши?

Паян сыпăп юлашки.

Пар-ха, кăштах, вилесрен,

Илме килчĕ пуль эсрел.

Эрех юхать пăрăхран

Четвĕрт тулать тумламран.

Сисмест этем, элчелне

Парать эрех аллине.

Ĕçсен пурнăç çуталать,

Усал çапла улталать.

Ан ĕç, шуйттан куççульне

Ан тăс эсрел кун-çулне.

■ Страницăсем: 1... 434 435 436 437 438 439 440 441 442 ... 796