Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Юрату йĕтесĕĔмĕр сакки сарлака. 3-мĕш томАкăшсем таврăнаççĕКатӑлнӑ уйӑхХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхАли-паттăрСинкер

Çичĕ тĕслĕ чечек


Пĕр илемлĕ хĕллехи кун урама шыв ăсма тухрăм. Çăлри шыв шăнса ларнă иккен. Лум илтĕм те çăла кĕтĕм. Пăра шăтарма пуçларăм çеç, вăл çурăлса кайрĕ, шыва кĕтĕм ӳкрĕм. Вилтĕм пулĕ тенĕччĕ - çук иккен. Йĕри-тавра çап-çутă. Çăлта курăк çитĕнет-мĕн. Тĕлĕнсех кайрăм, епле-ха капла, çӳлте — хĕлле, кунта вара — çулла. Тĕлĕнкелесе çул тăрăх утрăм. Хирĕç мулкач килет. Мулкач та шурă мар, сăрă. Чăнахах та çулла иккен.

Малалла утатăп. Улмуççи патне çитрĕм. Вăл темшĕн-çке питех те хуйхăллăн курăнать.

— Мĕн пулчĕ, мĕншĕн кулянатăн? — ыйтатăп унран.

— Мана никам та шăвармасть.

Эпĕ улмуççине шăвартăм та малалла утрăм. Чечеке тĕл пултăм. Вăл типсех ларнăччĕ. Ăна та шăвартăм. Чечек чĕрĕлсе те тăчĕ: «Тавтапуç, хĕрĕм», — тет мана. Чечексем те калаçма пултарнинчен тĕлĕнсех кайрăм.

— Эсĕ мĕн ятлă?

— Çичĕ тĕслĕ чечек.

Каллех тĕлĕнтĕм. Ку юмахри чечек-çке!

— Çапла, эпĕ юмахран, — çирĕплетет чечек.

Вăл манăн темиçе ĕмĕте пурнăçлама шантарчĕ. Кăштах — шутларăм та:

— Чи малтанах манăн талант тени пултăр, эпĕ юрлама юрататăп-çке. Эпĕ юрăç пуласшăн.

Малалла

Салават палăкĕ умĕнче


Ырри ырать-и пурнăçра

Кăри чапланнă вăхăтра?

Чунли чулланнă тапхăра

Эп асилеп, хăра-хăра.

Чул ту çинче — калас сăмах

Палли пытаннă курăнса.

Çав вăхăт манăн асăма

Йĕрлет хулен, тем, чунланса.

Тăван пек, тус пек Салават…

Çил çунатне чĕнет мала.

Сахал-и çинĕ саламат:

«Чуралăха йăлт ватмалла!».

Чунли çĕкленнĕ пăлхава

Умри телейлĕ çĕнĕ куншăн.

Чухăнлăха çĕнет хавал…

Истори чăнлăхне тав уншăн.

Чăвашсене те пĕрлештернĕ

Çут кĕрешӳ юрри ун чух.

Пуласлăхшăн пуль кĕрештернĕ,

Чул хушшинче шăраннă чун.

…Эп палăк çумĕнче тăратăп.

Иптеш, сана аслăласа…

Хир чечекне хурса хăвартăм

Паттăрлăхна сума суса.

Çеçпĕл


Çеçпĕл — тĕрĕслĕх саманчĕ,

Çеçпĕл — кĕрешӳ ырри…

Чăнлăхпа тулса саланчĕ

Пурнăçра чĕнен юрри.

Эсĕ — çамрăклăх элемĕ,

Йыхăратăн малалла.

Санпала чăваш этемĕ

Чул-тăва та ватмалла.

Сăввусен сӳнми хăвачĕ

Ĕмĕрех асăмăрта,

Ырă туптаса хăварчĕ

Çĕр çинчи çуртăмăрта.

Çеçпĕл шаннă-ĕмĕтленнĕ

Чăн чăваш чĕлхи паян

Çĕн вăйпа-и чечекленнĕ,

Чан сассин каять ян-ян!

Çеçпĕл — тĕрĕслĕх саманчĕ,

Çеçпĕл — кĕрешӳ ырри.

Чăнлăхпа тулса саланчĕ

Пурнăçа чĕнен юрри.

Тăван халăхăма


Тăван сăмах — ахах-мерчен,

Çемçе, ĕлккен тата чечен.

Таса çăл шывĕ пек сипетлĕ,

Ĕçсе тăранайми пехетлĕ.

Тăван сăмах — уяр çу кунĕ,

Йăлтăртатан хĕвел тĕрри.

Унра пурнать чăвашăн чунĕ

Пĕр ывăнмасăр, çав тери.

Пин саслă, çутă тĕнчере

Чăваш сăмахĕн ялтăравĕ.

Çунса тăратăн ĕнчĕлле,

Сана тивмен кун-çул пăтравĕ.

Чăваш юрри-сăвви, тĕрри…

Илтет, пĕлет тĕнче хĕрри.

Иккĕленместĕп: тăван халăх

Мăнаçлă, аслă, чыслă, халлă.

Эс — çутă ĕмĕрсемпе тан,

Сипет илетĕн Атăлтан.

Чи авалхи чĕлхен ят-сумĕ

Нихçан та, ĕмĕрне те хухмĕ.

«Ан ятла мана, тăванăм...»


Ан ятла мана, тăванăм,

Асăнсан теприн ятне.

Ăнлансам-и, чунăм манăн

Туртăнать телей патне.

 

Тĕлĕнсе ун-кун пăхатăп,

Лекнĕ пек чĕнмен туя.

Учĕсем пахи паха та,

Шел, тĕпре çӳрет суя.

 

Эсĕ илтнĕ-и, сар кайăк

Юрламасть-мĕн тыткăнра.

Пĕр-пĕр кун эп вĕçĕп кайăп,

Ман çулташ — кĕсле-тăмра.

 

Усалпа мана ан асăн,

Эп сана хаяр сунман.

Иккĕн чух та кил хавасĕн

Ăшшине эпир туйман.

Кампурпа чух-чух


Пĕррехинче йытă çури уçăлма тухать. Вăл пылчăкра чаваланакан вараланчăк сысна çурине асăрхать.

— Кам эсĕ? — тĕлĕнсе ыйтать Кампур.

— Эпĕ — сысна çури. Чух-Чух ятлă.

— Мĕншĕн пылчăкра чаваланатăн?

— Курмастăн-и, эпĕ канса выртатăп. Туслашар-и?

— Туслашăпăр-ха, анчах эсĕ малтан пылчăкран тух, — хушать Кампур.

Чух-Чухăн пылчăкран тухас килмест, тус умне хура çи-пуçпа тухма та намăс.

Кĕçех Кампурпа Чух-Чух выляма пуçланă, пĕр-пĕрне хăваларĕç, тарласах кайрĕç.

Çавăнтанпа вĕсем яланах пĕрле. Туслă пурăнаççĕ.

Кăмпа


Пĕр çамрăк Чĕреп сукмакпа

Утса пырать салхуллă утăмпа,

Ватти курсан

Часрах ыйтать унран:

«Кума, мĕн пулнă-ха сана?

Хăрушлăх тапăнман-и сывлăхна?»

«Тавах Турра, сывлăхăмпа çӳретĕп,

Чĕнтернĕччĕ Сар Тилĕ — халь килетĕп.»

«Мĕн кирлĕ-ха ăна?»

«Кăмпа, тет, леçмелле.»

«Эс мĕн вара, леçместĕн-и элле?»

«Ан кул-ха кăлăхах, саккунсене пĕлетĕп,

Тивĕçлине вăхăтĕнче леçетĕп.»

«Апла пулсан мĕн кирлĕ çав Тилле?..

Кăмпа, тет, леçмелле.»

«Мĕнле кăмпа?

Ăнкараймарăм хам ăспа.»

«Çак сукмакпа çӳренĕшĕн — кăмпа...»

 

Тĕлĕннипе чĕнмерĕ ватă Чĕрĕп,

Пит-куçĕнче юлмарĕ кулă-йĕрĕ.

 

Эп çыртăм юптару,

Эп юптарса каларăм.

Анчах та, ĕненсем,

эп нимĕн те суймарăм.

Вăкăр


Ал айĕнче пулман-ши ĕç лаши —

Сухапуçне кӳлеççĕ вăкăра.

Кĕтмен çĕртен чылай вăхăт хушши

Асар-писер шавларĕç пахчара.

 

Малтанлăха ĕç пычĕ сапăрах.

Йăран çумне тепре хутăшăнсан

Тем тытамакĕ тытрĕ вăкăра:

Ана урлах вăл шăйăрчĕ йăран.

 

Нушаланса тепрер хут çаврăнсан

Мăйракипе çаклатрĕ çатана.

Çапсан та, кăшкăрсан та вырăнтан

Тапратасси пулмарĕ-çке ăна.

 

Çилленнипе тăварчĕç те — кайран

Хăваласа кăларчĕç пахчаран.

Каларĕç: пултăр хăй вырăнĕнче —

Ял ĕнисем çывăхĕнче.

Кĕсле ту çинче


Я.Ухсая

 

Поэтăн вил тăпри-им çакă ту —

Çак чăнкă кăкăр евĕр Кĕсле ту?

Талант ялан пĕччен тесе, пиччем,

Кунта та пулас терĕн-им пĕччен?

 

Сана эп пытарма пыман, Ухсай, —

Халь уншан пăрахам-и вак укçа:

Леш тĕнчере те çутăра çӳре,

Ӳре хур кайăк пек малта çӳре.

 

Сар хĕвелпе хура çĕр сăвăçи,

Хура çĕр пултăн та, хĕвеллĕ çил

Ту çийĕн вăхăта тек хăвалать —

Ак эс вилни те ултă çул тулать.

 

Тĕнче йĕрки, тăванăм, çаплалла:

Мĕн илнине йăлтах хăвармалла.

Апла мĕн-ма çакна пĕле тăркач

Каяс чухне пĕр вĕçĕм ăш вăркать...

 

Вилсен те пурăнасшăн-çке этем —

Ĕçе-хĕле сум хурасса кĕтен.

Ан пăшăрхан, Ухсай пичче, тĕнче

Сана картать талантлăх шутĕнче.

 

Çак таврари тусем пĕр тан пулсан,

Шур ту, мăнаçлăху чакатчĕ сан.

Ан çилленсемĕр, тантăш поэтсем,

Эпир Ухсай çурри те çук тесен.

 

Поэт ятне илтмешкĕн халь ансат,

Çӳп-çапă хăпарать кăпăкланса.

Малалла

«Тĕнчемĕр тăваткал тесе ма ытарлăн калатчĕç?..»


Тĕнчемĕр тăваткал тесе ма ытарлăн калатчĕç?

Юмах-и, чăнах-и — ĕненнĕ ăна чиперех.

Çаплаччĕ чăнах та, эпир çамрăкрах чух çаплаччĕ:

Тăватă енне те çулсем тараватчĕ пире.

 

Тирпейсĕр салатнă картсем пек мĕн пурăннă кунăм

Шур хутăм çине кĕреймесĕр выртать çаплипех.

Килес телее пултăрах! — кăшт хуçăлнă чунăм

Хупмасăр хăварнă кĕрхи укăлча хапхи пек.

 

Тĕнчийĕ çавах, енĕсем те çаплах ун тăваттă.

Мĕн улшăннă? — Кĕр еннелле аннă вăхăт кăна.

Апла хывăх пексалатса тĕрĕс мар эп тăватăп

Шăпа шутласа парнеленĕ малашлăх куна?

 

Унччен çут тĕнче çулăхсах, тен, мана ыталатчĕ...

Мĕн-ма, пархатарсăр, çавна хаклама эп пĕлмен?

Епле пĕр енне талпăнаттăм эп — ирĕк хăлачĕ,

Хыçа юласса тепĕр енĕ аса та илмен.

 

Халь акă тĕнче ытамне пушатса пынăçемĕн,

Хамах çулăхса ыталатăп ăна, йӳнĕскер.

Мĕн-ма юратса пĕтермен эп, тăваткал тĕнчемĕн

Тăватă енне те пĕр пек юратма килнĕскер...

■ Страницăсем: 1... 473 474 475 476 477 478 479 480 481 ... 796