Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

УтартаХуркайăк çулĕÇăлтăрчăксемШевле çутиÇавал сарăлсанСуя телейКуçа-куçăн

Пит ла-йăх


Кĕркунне, çитрĕ çав кĕркунне.

Пĕр ула лаша пур-çке ман. Хăлхине усса çӳрет вăл. Хам та эпĕ хăлхана усса çӳреп те.

Ман хăла лаша пуçĕ хушка та. Хам эпĕ кукша та.

Çу каçах лайăх пăхрăм лашана, çерем çине кая-кая çитертĕм ăна, каю та çитернĕ, хăмăл çине те яман — кăкарнă-çке те ăна. Çапах тӳрленсе çитмерĕ-çке ман лаша.

Вĕренлеп лашана çырма пуçне, çеçем çине, улах çĕре: «Пăртак çыртмалăх курăк пур, çитĕр-ха çакăнта, самайланмĕ-ши ку ман лаша», — тесе шутланă-çке те эпĕ.

Çиессине çиет, аванах çиет темелле пек, темле, хăрарах çиет, шарт-шарт сикнĕ пек, мăш-мăш тăвать, темрен хăранă пек; пуçне çĕклемест, пуçне чиксех, ун-кун пăхкаланă пек тăвать. «Пуçне çĕклесе пăхма та хăрать-ши вара ман хăла лаша?» — тесе шутласа та пăхнă пуль эпĕ. «Сывă-ши ку, вар-хырăм хирĕçмест-ши ун?» — тесе чĕркуçленсе, лаша хырăмне сулахай хăлхапа тăнласа та пăхнă эпĕ (сылтăм хăлха клуххуй та ман). Вар-хырăмĕ хирĕçни туйăнмасть.

Çапла пăха тăркачах ула лаша тӳрленмерĕ, начарах çӳрет, хырăм айĕнчи юпахĕ те тăкăнмарĕ ун. Хамăн та ман янах айĕнчи юпах тăкăна пĕлмерĕ те, мăклансах çӳрет — лаша юпахĕ пекех. Çавăнпа пуль çав «юпах янах», «кокшă пăç» теççĕ мана çынсем.

Малалла

Сывлăш пĕр тусансăр...


Сывлăш пĕр тусансăр. Тăрă:

Хурăн-шăпăр тасатать ăна.

Эп утап Кĕтне çыранĕ тăрăх,

Тĕкĕр-шыв кăтартрĕ ман сăна.

 

Аякра кăвакалсен сассийĕ,

Ват йăмра — тӳлеклĕхе хурал.

Шурă пĕлĕтсем сивлек юр сийĕн

Курăнаççĕ янкăр тухăçра.

 

Кĕрхи каç илемĕ маншăнах-тăр.

Вĕçертсе яратăп шур плаща.

Асăмра-çке «акăр çулĕ такăр»,

Чунăмра — «юрт, юрт, лашам».

 

Асаттем юратнă çак тавралăх

Тăнăç пурнăç илемне мухтать.

Ĕçпе чапшăн тĕнче курнă халăх,

Манăн халăхăм, çакна упрать.

Тамаланса сӳнсен шевкен...


Тамаланса сӳнсен шевкен,

Уя каç сĕмĕ хупласан,

Тăванăм, хăш-пĕр чух пĕччен

Ларатăп шухăша путса.

Тăкать сар çулçине пахча,

Куратăп, шурă ĕнтрĕкрĕ,

Уй вĕçĕнче, çӳрет ача.

Таçта пĕччен чепчен йĕрет.

Çук, чепчен мар, ку ман чĕре.

Ачи вара — чăваш чĕлхи.

Хура çĕре хуплать тĕтре,

Ак, курăнмасть ача мĕлки.

Пин-пин çут çăлтăр айĕнче,

Чăваш чĕлхи, сана валли

Ытла та тăвăр-им тĕнче?

Тен, ку хура элчел палли!

 

Тамаланса сӳнсен шевкен...

Çутă


Çӳл тӳпене çут уйăх тухнă.

Ăшă ыйха ман ялăм путнă.

Çиçсе выртать шур юр — тасалăх,

Ытарма çук хитре тавралăх.

 

Мĕнпур ял-йыш çыврать халь тутлă,

Пĕр чӳрече сапать-ха çутă.

Вăл çунмасан, итле-ха, тусăм,

Сӳнсе ларатчĕ çутă уйăх.

 

Пĕр мăрьерен тухать-ха тĕтĕм,

Шăп çур çĕрте эп çитрĕм, кĕтĕм.

Çынсем кураççĕ тутлă тĕлĕк,

Кунта кĕтсе вулаççĕ кĕлĕ.

 

Çак çутă та вучах ăшши —

Ман пурнăçăн таппи, тĕшши.

Вĕсем сӳнсен — сӳнет хĕвел те,

Вĕсем те эсĕ — ман телейĕм.

 

Пĕр мăрьерен тухать-ха тĕтĕм,

Эп çав пӳрте, туссемĕр, кĕтĕм.

Çумăр витĕр...


Аякра ялкăшать асамат,

Чунăма асамлать çак самант.

Илĕртет инçете çут кĕпер,

Кĕтрете ĕненеттĕм ĕнер.

 

Кĕтрете ĕненеттĕм ĕнер,

Сан ятна янтăларăм кĕпер.

Аçа çапрĕ, салатрĕ чăл-пар,

Ăшăмра ялкăшать халь кăвар.

 

Ăшăмра ялкăшать халь кăвар

Куç умне шав тухать пĕр сăнар.

Асилсе иртсе кайнă куна

Ахалех асаплатăп чуна.

 

Асамат çухалать аякра,

Пĕр сăнар çаплипех асăмра...

Апат çав


Çуркунне. Хура кураксем килнĕ.

Юр кайса пĕтмен. Ирпе-каçпа шăнтать. Хĕвел тухать. Ăшăтать, çанталăк уяр. Ăшă. Вунă çул ытла ĕнтĕ вăл.

Ун чухне эпĕ чухăн пурăннă. Çăкăр çитмен пирĕн. Мĕскĕн çын пулнă эпир.

Ут-улăм çитмен. Выльăхсем те мĕскĕн, выçă пулнă. Шăннă юр çинчен ирпе вăрмантан выльăхсем валли чĕрĕ çапă сĕтĕрнĕ эпир.

Халĕ мана пуян-куштан теççĕ. Пуянни ытла пуян мар та икĕ лаша, икĕ ĕне, вуник сурăх, виç качака, икĕ хур, пилĕк кăвакал, вунпилĕк чăх, вунă вĕлле хурт усратпăр эпир.

Тăхăнмалăх кĕрĕк-сăхман, кĕпе-йĕм пур.

Виçĕ шĕшлĕ, икĕ çĕçĕ, çичĕ калăп пур ман.

Çирĕм мăшăр хуçнă çăпата, икĕ çыхă туса хунă пушăт, çирĕм пĕр мăшăр мунча милки кашта çинче çакăнса тăрать.

Урапа-çуна лайăх, пурне те хам тунă. Виçĕ пĕкĕ ĕç патне лаша кӳлме. Иртнĕ çулла тепĕр хурама пĕкĕ сых ятне авса хутăм.

Чĕн урхалăх виççĕ, сӳс урхалăх çиччĕ, мунчалапа пушăта кустарса явнă урхалăх саккăр.

Халĕ ман пурĕ вунсакăр урхалăх учетра тăрать.

Сӳс вĕрен-тилхепе, хам хăлаçпа хăлаçласан çĕр çитмĕл хăлаç ытла, пичатнăйпа виçсен пурĕ ман вĕрен-тилхепе çитмĕл çичĕ чалăш ытла пуль.

Малалла

Тĕлĕкре эп — ирĕк...


Тĕлĕкре эп — ирĕк, тĕлĕкре — хуçа:

Темĕн те кĕрет-çке манăн ват пуçа.

 

Эп — каллех çунатлă, çичĕ тӳпере

Вĕçсе куртăм мар-и тепĕр хут, эре.

 

Кĕç çĕре ансассăн куртăм сан сăнна,

Хӳхĕм питлĕ-куçлă, ватăлман çынна.

 

Шел, çаплах пулмарĕ каласа сăмах,

Вăрансассăн выртрăм кулянса вăрах.

Тĕнче хĕсĕк теççĕ мар-и...


Тĕнче хĕсĕк теççĕ мар-и,

Ку — чăнах-тăр та...

Сана пач тĕл пулаймарăм

Пĕчĕк ушкăнта.

 

Хамăн пит курассăм килчĕ

Сана çавăн чух.

Пĕр сăмах кăна хушасчĕ —

Эсĕ çук та çук!

 

Чĕрем çеç çунайрĕ вутăн,

Хыттăн сурчĕ тек,

Тӳпери таса та ылтăн,

Çутă çăлтăр пек.

Хĕвĕшӳ


Вĕçсĕр-хĕрсĕр хĕвĕшетпĕр,

Пуршăн-çукшăн кĕвĕçетпĕр.

Ним тăрлавсăр тиркешетпĕр,

Ним сăлтавсăр тĕркĕшетпĕр.

Ыр тумашкăн ӳркенетпĕр,

Чапшăн, мулшăн хĕртĕнетпĕр.

Ырлăхра чух иртĕнетпĕр,

Хурлăхра чух ӳкĕнетпĕр.

 

Мĕн тери пирте айванлăх,

Çавăнпа йăшать тăванлăх.

Мĕн тери пирте наянлăх!

Çилпеле вĕçет пуянлăх,

Ашкăнать пирте куштанлăх,

Çураçтарĕ çынлăх, танлăх.

Тăрăшатпăр та паянлăх —

Çухалать пин хут яланлăх.

 

Эй, этем! Тĕнче илемĕ

Саншăн тепĕр хут килеймĕ.

Мул çитеймĕ туянмашкăн,

Ырă пул эппин, ан ашкăн.

Пурăн пурте савăнмалăх,

Ăшшăн-ăшшăн асăнмалăх.

Тупăн чăн телей, тăванăм,

Пурнăçпа маттур йăпанăн.

Çăлтăрăм, çун!


Çăлтăрăм, çăлтăрăм,

Йăлтăрăн-йăлтăрăн

Çун, çун, çун!

 

Ирттĕрччĕ халсăрлăх,

Çиттĕрччĕ харсăрлăх, —

Çун, çун, çун!

 

Юсăнтăм вăхăтсăр,

Юлтăм-çке хăтлăхсăр, —

Çун, çун, çун!

 

Сирĕлтĕр тĕттĕмлĕх,

Вилĕмлĕх-çĕтĕмлĕх, —

Çун, çун, çун!

 

Ĕмĕт ан татăлтăр,

Ĕмĕр ан катăлтăр, —

Çун, çун, çун!

 

Çимĕçлĕ кунăмçăм,

Имлĕхлĕ чунăмшăн, —

Çун, çун, çун!

 

Ытлă-çке шырлăхĕ,

Хутшăнтăр ырлăхĕ, —

Çун, çун, çун!

■ Страницăсем: 1... 511 512 513 514 515 516 517 518 519 ... 796