Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Тĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемТĕлĕнтермĕш юмахсемÇавал сарăлсанСана ҫырма сӑмах ҫитетАли-паттăрКушкă ачиÇул хыççăн çул

Пилеш тататăп


Юр ӳкрĕ. Сивĕтет. Пилеш тататăп.

Каçар, пилеш! Сана, тен, амантатăп:

Тураттусем кӳреннĕ чунпала-ши

Унтан-кунтан тăк-тăк! — ай! — чышкалаççĕ.

Эппин, пулам татах асăрхануллă.

 

Çырлу тăртаннă калама çук тулăх:

Шăрçа пекех яка та çутă хĕрлĕ, —

Анранипе ман ӳкес мар пуç хĕрлĕ.

Çупкăм çумне çупкам ӳссе çыхланнă —

Чĕп-чĕрĕ фейерверк пек ярăмланнă.

Эппин, çитес çулта хирти тыр-пулă

Умри пилеш пек ытлă-çитлĕ пулĕ...

 

Пăхма хитре пилешĕм, йӳçĕскерĕм!..

Çапла юрланине-çке асилейрĕм.

Тутли-йӳççи санри пекех пĕр шайăн

Курма тивет çынна кун иртнĕ майăн.

Ай-хай, йӳççи пачах та тутанмасăр

Кун-çул иртейĕ тутăсăр-масасар...

 

Ак тулчĕ ĕнтĕ темиçе витре те.

Çитет, çитет. Халь килелле кĕретĕп.

Турат çинче çырпа кăшт-кашт юлайтăр:

Унпа ыр тусăм — уйăп сăйланайтăр.

Илемшĕн хăварни те пулмĕ пăсăк,

Иртен-çӳренĕн кăмăлĕшĕн — кăсăк...

 

Асаттесем пилеш вăйне ĕненнĕ:

Тураттипе усалсене хĕненĕ.

Вĕсен йăлишĕн, сых ятне темелĕх,

Турат хуçса илес килет пĕтевлĕх.

Вут куçне — шыв


Тырă-пулă акса пурнăçа сиплеме юрататăп, —

Эпĕ çын аллинчи çăкăра хапсăнма пултараймăп:

Уй-хирсен пурлăхне вут ан хыптăр тесе ал пусатăп.

 

Кĕмĕл тĕслĕ кермен тӳпене çĕклеме юрататăп, —

Эпĕ çын йăвине сĕмсĕрле йышăнма пултараймăп:

Йăлтăрти çуртсене вут ан хыптăр тесе ал пусатăп.

 

Мир кĕввиллĕ станок умĕнче ĕçлеме юрататăп, —

Киленӳллĕ, хаваслă ĕçрен ютшăнма пултараймăп:

Çакă ĕç хатĕрне вут ан хыптăр тесе ал пусатăп.

 

Уçлăхри сĕмлĕхре çĕнĕ çул-йĕр хывма юрататăп, —

Çунатсем пур çинче эп вĕçмесĕр тăма пултараймăп:

Уçлăхра та ыр туслăх ан пĕттĕр тесе ал пусатăп.

 

Кăмăл хĕрнĕ чухне çĕнĕ юрă хывма юрататăп, —

Чун кĕвви хистевне итлемесĕр тăма пултараймăп:

Вăрçă ĕçĕ тек ан кĕттĕр тесе ал пусатăп.

 

Ĕмĕрсен еткерне юп курса упрама юрататăп, —

Эп ăна вăрçăра çунтарса кĕл тума пултараймăп:

Этем тунă илемлĕх ан çĕттĕр тесе ал пусатăп.

 

Савнă çыннăм ытамĕ савса кĕтнине юрататăп, —

Çĕнĕ çул пӳрекен çак асамсăр юлма пултараймăп:

Малалла

Кунпа çĕр хăвăрт улшăнаççĕ...


Кунпа çĕр хăвăрт улшăнаççĕ,

Иртет эрне хыççăн эрне.

Вĕсем яланлăхах чăмаççĕ,

Путаççĕ ĕмĕр авăрне.

 

Чăнах та, вăхăт шелсĕр питĕ:

Вăл çын ӳтне те пĕркелет.

Мăнаçлă сăрт е ту тӳпи те

Вăл иртнĕçемĕн ишĕлет.

 

Анчах чĕре çинче суранлă

Е ăраскаллă çĕвĕсем

Ялан-çке вăхăтпа тăванлă,

Ун евĕр вилĕмсĕр вĕсем.

Халиччен лăпкахчĕ эпĕ...


Халиччен лăпкахчĕ эпĕ,

Хумханса-çунса курман.

Темĕн пулчĕ: çамрăк, çепĕç

Чĕреме вут хыпрĕ ман.

 

Каç выртсан та, ир тăрсан та

Ман умра пĕр эс кăна.

Куç хупсассăн та куратăп

Шуçăм пек хитре сăнна.

 

Тĕл пулсассăн — вăтанатăп,

Çыхланса ларать чĕлхе.

Сансăр кун та пурнаймастăп,

Йăлт çухатрăм канлĕхе.

 

Халиччен лăпкахчĕ эпĕ,

Хумханса-çунса курман.

Темĕн пулчĕ: çамрăк, çепĕç

Чĕреме вут хыпрĕ ман.

Вунă çул


Асатте. Маçак.

Пирĕн асатте вилни нумай пулать ĕнтĕ — вăтăр çул ытла вăл вилни. Асанне вилни те çирĕм пилĕк çул çитрĕ пуль.

Пирăн атте те ватă — çитмĕл çулта. Анне çитмĕл иккĕре.

Аттепе анне майпе çӳреççĕ-ха, ĕçрен юлмаççĕ.

Хам та ватăлтăм ĕнтĕ. Шăлсем пĕтрĕç ман. Çăкăр хытти кăшлаймастăп ĕнтĕ. Çăкăр çемçине кăна çиетĕп.

 

* * *

Пирĕн асатте вăтам, сарлашка çын пулнă.

Асанне шурă сурпанпа, шурă кĕпепе çӳретчĕ. Ăшă кăмăллă, питĕ илемлĕччĕ пирĕн асанне.

Çутă пуçлă, кăвак куçлă, шурă сухаллăччĕ пирĕн асатте.

Сăмси пысăк, курпун сăмсаччĕ ун.

— Эс те аслаçу пек — пысăк сăмсаллă, аслаçун шăл-çăвар тĕреклĕччĕ, хам та мăйăр катса çиеп; сан шăлсем темме начар пулчĕç вара, — тет мана пирĕн анне.

Лару-тăру пĕр килмест, пурнăç пĕр килмест.

Салтакра та асап нумай куртăм. Выçлăх-тутлăх тӳсмелле пулчĕ. Çавăнпа та час ватăлтăм, шăлсем пĕтрĕç.

— Ним тума та çук ĕнтĕ — аллă çула кăна çитнĕ пулин те, аттерен те ватă сăнлă çав эпĕ, — тетĕп вара аннене.

 

* * *

Малалла

Уйрăлу


Сар йĕкĕтпе сар хĕр туслашнă

Пĕрле пуласшăн ĕмĕрех.

Сар йĕкĕтпе сар хĕр туслашнă,

Калать тет йĕкĕт сар хĕре:

— Шур акăш пек кермен лартар-и

Кĕленчерен те кĕмĕлтен?

Шур акăш пек кермен лартар-и? —

Татах та савăк пулĕ, тен...

Калать пике вара хавассăн:

— Тĕнче ахаль те чăп-чăпар.

Çук, çук, савни пĕрле пулсассăн

Мана тек ним те кирлĕ мар.

Калать тет йĕкĕт: — Ӳстерер-и

Парка çеçкеллĕ йывăçсем?

Калать тет йĕкĕт: — Ӳстерер-и?

Иленччĕр çепĕç кайăксем...

Калать пике вара хавассăн:

— Куçран куçа пăхса ларар.

Çук, çук, савни умра пулсассăн

Мана тек ним те кирлĕ мар.

Хĕре сар йĕкĕт ӳкĕтленĕ:

— Акар-и хӳхĕм чечексем?

Хĕре сар йĕкĕт ӳкĕтленĕ:

— Иленччĕр сарă лĕпĕшсем.

Калать пике вара хавассăн:

— Ăçта васкан — савнар-выляр.

Çук, çук, савни çумра пулсассăн

Мана тек ним те кирлĕ мар.

Чĕнмен тет сарă йĕкĕт урăх,

Салхуллăн утнă уйрăлса.

Чĕнмен тет сарă йĕкĕт урăх,

Çухалнă тет таçта кайса.

Çăлсем


Уйри çăлран виç йĕкĕр ывăç

Ĕçесчĕ шыв ăш каниччен.

Çăл патĕнче ӳсет пĕр йывăç,

Канса ларасчĕ хӳттинче.

 

Мĕн ачаран юратнă вырăн

Каймасть нихçан та асăмран.

Ку таврара эп вырнă тырă,

Таçта та çитнĕ-çке кайран.

 

Çăлкуç патне илсе çитерчĕ

Паян шăпа хăй ачине.

Чунра тамалчĕ тунсăх терчĕ,

Парсан çăл шывĕ сиплĕхне.

 

Тăван енри çăлсем сиплеççĕ

Вăй-хал çухатнă çын чунне.

Ачалăхри çăлсем чĕнеççĕ —

Килместпĕр темшĕн хăш чухне.

Вилĕмсĕрлĕх


Çук çын вилсен ун хыçĕнчен

Юлаççĕ выçă ачисем.

Вилнин виç кунĕ те çитмен —

Ятне те маннă тăхăмсем.

 

Пуян вилсен ун хыçĕнчен

Мулне пайлаççĕ ачисем.

Вилнин виç çулĕ те иртмен —

Салатнă пурлăхне вĕсем.

 

Поэт вилсен ун хыçĕнчен

Юлаççĕ унăн сăввисем.

Поэтăн палăкĕ çинчен

Çухалмĕç нихăçан вĕсем.

 

Пуян вилет, çук çын вилет —

Поэт яланлăха килет.

Пурăнасчĕ-ха


Кăмакара кăвайт çунать,

Мухтав Турра,

Ĕçме-çиме сĕтел çинче,

Мухтав Турра.

Кĕрекере кĕрӳ ларать,

Мухтав Турра.

Мăнук вылять урайĕнче,

Мухтав Турра.

 

Тен, тăрăшса эп ĕçлемен.

Çук ман кермен.

Ят-сумăм çук. Мĕнех вара?

Айăп хамра.

Ахах-мерчен мĕнне пĕлмен,

Пĕрех йĕмен.

Пулсассăн сывлăх пуçăмра,

Мухтав Турра.

 

Мĕн-ма каллех çак çĕр çинче

Урать тĕнче?

Усаллăхра ырра шанса

Пурнасчĕ-ха.

Иртни инçе, умри çинçе,

Тур аллинче.

Паянхипе кăшт савăнса

Юласчĕ-ха.

Пĕр кĕтӳ кашкăр


Виç-тăват çул ытла пуль ĕнтĕ вăл — пĕр çулне кĕр пит вăрăм пулчĕ.

Хуркайăксем карталанса тахçанах кайса пĕтрĕç.

Пирĕн çав çул виçĕ кăвакал çу каçнăччĕ.

Эл шывĕ хĕрринчех вăл кăвакалсем çĕр каçа ларатчĕç вара, каçпа киле таврăнма хăнăхманччĕ вĕсем.

— Кăвакалсем сывă çӳреççĕ-и-ха? — тесе эпир вĕсене ирпе-каçпа çеç каяйса пăхаттăмăрччĕ.

Эл хĕрринченех пирĕн кăвакалсем таçта çухалчĕç çав кĕркунне.

— Хамăр çумри Ваçли арăмех пусса çирĕ пуль ĕнтĕ пирĕн кăвакалсене, — тесе тахçанчченех сăмахларĕ анне.

— Йытă-качка, тилĕ е кашкăр тытса кайнă пуль, шырас та мар ĕнтĕ пуль вĕсене, — тесе пуплетчĕ атте.

Хамăр йăмра тăррине тивес пекех, кайăк кăвакалсем пит аялтан, карти-картипе ларт! ларт! лартлатса вĕçе-вĕçе кайрĕç.

— Атте, пирĕн кăвакалсем кайăк кăвакалсемпе пĕрле вĕçсе кайман-ши вара? — тесе ман шăллăм аттерен ыйтатчĕ.

— Кам пĕлет вĕсене, çунатлă япала. Вĕçсе те кайнă-и тен! — тетчĕ вара атте.

— Анне! Тырă вырса, кантăр татса пĕтерсенех пусмалла пулнă çав пирĕн кăвакалсене. Яшка тутлă пулатчĕ, авăн çапма пире те вăй кĕретчĕ, — теттĕм эпĕ аннене.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 514 515 516 517 518 519 520 521 522 ... 796