Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Эй, Турăçăм, Турă, упра йĕкĕте,
Ăна савна хĕрĕ куç евĕр кĕтет.
Вăл турĕ тупа, эп те турăм тупа
Çăкăр çыртса, ĕненсе чунăмпа.
Чикĕре ман савни... Вăл кама хӳтĕлет?
Вăл кама хӳтĕлет? Ман савни çеç пĕлет.
Тус-тăван тенĕ ĕлĕк. Тăванлăх ăçта?
Чикĕ тăрăххăн халь сĕмсĕр вилĕм утать.
Юрату, салтака эс упра та сыхла,
Чĕррĕн-сыввăн вăл çиттĕр çуралнă яла.
Тупа тунă эпир, тунă çирĕп тупа...
Пĕр йăва çавăрса ĕмĕрлесчĕ унпа.
Эй, Турăçăм, Турă, ман ăша ан çунтар!
Йĕкĕте вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх эс пар!
Малтанхи сар чечексем
Тухрĕç çыран хĕррине.
«Çут хĕвел тумламĕсем»,
Тетĕп эпĕ вĕсене.
Ырă хĕвел питĕнче
Качкă кăларать йăмра.
Вăранать хуллен тĕнче, —
Йăвара ларать курак.
Йăпăр-йăпăр сар хĕрсем —
Тĕрĕллĕ кĕпесемпе.
Куç хываççĕ каччăсем
Вĕсене ыр ĕмĕтпе.
Çутçанталăкăн йĕрки
Пырать хăйĕн майĕпе.
Хухнă май эрне тĕрки —
Хир савнать ешĕлĕпе.
Чăн, çулталăк тăрантма
Çурхи кун хатĕрленет.
Тухнă хресченсем акма, —
Пулĕ тырăллă кĕлет.
Вăрманта — куккук сасси,
Тăр-тăри — çӳл тӳпере.
Вăштăр ăшă çил касси
Салам салатса çӳрет.
Çуркуннепе тĕксĕм кĕр кунĕ
Тĕнпе ĕненĕве çуратнă.
Çур кунĕнче тăван çĕр чунĕ
Чĕрĕлехе хĕрӳн юратнă.
Мăнкун, унтан çинçе уявĕ...
Сĕлĕ çитер лашасене.
Ан татăлтăр сӳсмен пăявĕ,
Типтерлĕ тыт акапуçне.
Çурхи ака чипер пĕтсессĕн,
Чӳк вăкăрне ял-йышăм пуснă.
Тен, çавăнпах тăван кĕтесĕм
Пурăнма тăрăшнă-çке туслăн.
Питрав такин шӳрпийĕн техĕмĕ
Тухма вăй панă ĕççине:
Çавăнпала та ĕххĕм-эххĕмĕн
Курман ĕçчен танкăшнине.
Илем те Спас... улма çырлаллă
Сад пахчисем те вăрмансем.
Тулăх иккен умри каçалăк, —
Йĕтем çинче мăн капансем...
Эпир пĕлмен уяв мĕн чухлĕ?!
Анчах та несĕл пуçĕсем
Ялан та пулнă ăсла-пуçлă, —
Пĕлсе кĕлтунă-çке вĕсем.
Эй, çутçанталăк, — этем тусĕ!
Эсĕ — чунра, ĕçре, тĕнре...
Ламран лама тăванлăн куçăн,
Уяв та пĕтмĕ тĕнчере.
Чăнах, кĕр мăнтăрĕ хăй майлă,
Уй-хир, вăрман ылттăнланать.
Ĕçченĕн уявсем нумай-мĕн:
Малалла
Çакнă ешĕл улăх
Сарă саппунне.
Çил туртать хăюллăн
Унăн аркине.
Кӳлĕре хавассăн
Хум чупса çӳрет.
Пĕр хурланчăк сасă
Хăлхана кĕрет.
Эй, мĕн-ма, текерлĕк,
Ыткăнан çӳле,
Вирхĕнен пуç хĕрлĕ
Çĕкленен каллех?
Чун тăвăннăран-и
Чу! чăмса илен?
Мĕншĕн тем шыранăн
Тăлăххăн вĕçен?
Эп сана сăнатăп
Куç ывăниччен.
Те кичем сана та
Çӳреме пĕччен?
 «Иптеш1 Тăхти!
Тăхти юлташ! Эсĕ тутар пуль? Сан аçу-аннӳ те тутар-и, тен? Эпĕ сана çавăнпа «иптеш» терĕм тутарла.
Эсĕ чăнах тутар пулсассăн «иптешлер, Тăхтилер» тесе калас пуль сана.
Иптешлер, Тăхтилер! Сана питĕ хытă ятлас пулать».
Çапла çырнă çыру илтĕм ĕнтĕ эпĕ. Малалла тата нумай çырнă.
Кăвак хупăллă çыру.
Адресне те ман ятпах çырнă.
Çыру çыракан ӳркенмен, мана хытă ятланă вара.
Мĕн-мĕн тесе ятланине — пурне те труках калама хăратăп. Майĕпе, сăмах çаврăннă майĕн кăна, мĕншĕн мана ятланине каласа пама шутлатăп-ха эпĕ.
* * *
Хам карчăк курасран малтан вăл çырăва эпĕ пахчана тухса, арпалăха кайса, арпалăх юпи çумне таянса, вăрттăн вуласа тухрăм.
Авалхи йăлапа хам карчăка пур япалана та каламастăп эпĕ. Хĕрĕх те пĕр çул пурăнса та пĕр сивĕ сăмах каламан эпĕ хам карчăка.
Хĕрарăм ăсне шанма çук тесе хăш-хăш сăмаха хам карчăка калама çапах шикленетĕп çав.
Карчăка питех шанмасăр пурăнни совет саккунне хирĕçлерех пыни пулать пуль те вăл, мĕн тăвас тен ĕнтĕ, хам çавнашкал этем те. «Ку, ватăскер, хăй карчăкне хĕрарăм прави енчен хĕсĕрлет», — тесе ан шутлăр эсир. Ман карчăк калаçма тапратсан эпĕ ăна пĕр сăмах та пӳлместĕп, шăла çыртса та пулин чăтса тăратăп çапах.
Малалла
Вăрçă — вутлă-юнлă тĕпсĕр кӳлĕ,
Çынсене çăтать вăл пинĕпе.
Тен, мана та пĕр-пĕр суккăр пуля
Çулса кайĕ вилĕм çавипе.
Ун чухне чĕлхем çинчен çĕкленĕ
Юлашки сăмахăм — сан яту.
Шантаратăп: паттăррăн вĕçленĕ
Вăрçăра туптаннă юрату.
Ман пулсан та, ан хурлан, чĕкеçĕм,
Макăрса каччушăн ан кулян, —
Чĕрӳне вăйпа хытар та эсĕ
Çапăçу хирне кайма тумлан.
Ĕнер çеç шавланă вăрмана
Шăплăх пусрĕ... Тем çитмест чуна.
Çил çаратнă çамрăк çăкана,
Тăлăх ӳснĕ хĕр пек, çинçешке
Хĕвеле курмашкăн авăннă шĕшке...
Юряех эп килтĕм кăмпана,
Эс килĕн пулĕ, терĕм, хăнана,
Маннă-мĕн эс ĕлĕкхи тусна,
Çамрăв чух, хăват çӳлте чухне,
Уйăх айĕнче пĕрле ташланине...
Сахал юлаççĕ, тăвансем,
Пĕрле çӳрес кунăмăрсем —
Хут купăс картĕнчен сахалтарах...
Нумаă юлаççĕ, тăвансем,
Сире калас сăмахăмсем,
Хут купăс кĕввинчен нумай сăмах...
Юлташ, хут купăсна туртсам,
Янратăр уйăхлă урам —
Ăсаттăр кĕмĕл уйăх янраса.
Кунтан кайсассăн, уйрăлсан,
Сире ыр юррăм юлĕ ман
Пĕрле çӳренисем манăçмасса.
(С. Михалковран)
Хир тулли кĕрнеклĕ тырă,
Çӳллĕш çӳллĕ этемрен.
Мĕн акатăн — çавна вырăн,—
Тенĕ халăх ĕлĕкрен.
Çав тырра тăшман пухасшăн.
Çук, ан хапсăн, харампыр!
Бомбă акрăн, халь, тархасшăн
Мĕскер акрăн — çавна выр.
 1
Юратнă анне!
Эсĕ хăв тăлăх пулин те пире, йăмăкпа иксĕмĕре, пăхса ӳстертĕн.
Тыр вырма кайнă чухне ача урапи çине йăмăка лартса, мана алран çавăтса, ача урапикантрине хулпуççийĕнчен çаклатса пире илсе çӳреттĕн эсĕ.
Пуянсем-куштансем пирĕн лайăх анасене, тăлăх арăмран çĕр валеçнĕ чух тытса илнĕшĕн, анне, эсĕ çыхнă кĕлте çине, йăран хĕрне ларса, каçалăк умĕнче макăрнине лайăх астăватăп эпĕ.
Халĕ самана ĕнтĕ урăхла.
Эпĕ те халĕ, тăлăх арăм хĕрĕ, аслă шкулта Мускавра вĕренетĕп, вĕренсе тухсан, эпĕ те хамăр халăха усăллă пулассине шанатăп.
Анне, эпĕ сан валли пуштăпа лайăх купăста вăрри, чĕкĕнтĕр, кишĕр, çарăк вăрри яратăп.
Çак тĕслĕ купăста вăррине пит аван теççĕ.
Çырма хĕрринчи купăста пахчине эсĕ ăна лартсам. Çулла, киле тавăрăнсан, эпир, Палипе пĕрле, вăл купăстана шăварăпăр.
Чĕкĕнтĕр, кишĕр, çарăка килти пахчана — çамрăк улмуççисен хушшине ларт.
Кăçал уя çимĕçсем лартмашкăн, тыр-пул акмашкăн пĕрлешӳсем пирĕн ялта та пулаççĕ пулсан, анне, эсĕ те пĕрлешӳсене кĕмесĕр ан юл.
Анне, ака тума эсĕ пĕччен вăй çитереймĕн.
Малалла
■ Страницăсем: 1... 516 517 518 519 520 521 522 523 524 ... 796
1 Иптеш — тутарларан «юлташ» (Автор асăрхаттарни)
|
Шухăшсем
Struggling to get targeted leads to your...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем