Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Уявсем пайтах кăрлач уйăхĕнче —
Мăннисем, вăтаммисем, пĕчĕккисем...
Уявлать пулсан пĕрисене тĕнче,
Пĕлтерĕшлĕрех хăш çыншăн теприсем.
Чапĕпе пĕри ирттерĕ тепринчен...
Йышăнать пулсан та кашнинех ман чун,
Хаклăрах çапах ăна ыттисенчен —
Эпĕ çĕр çине хĕлхем пек килнĕ кун.
Питĕ кăткăс çавă уйăх, тупата,
Темĕн те, туссем, унтан кĕтме пулать:
Çил-тăман, тĕтре, хĕвеллĕ кун тата
Ăнсăртран тумла юхма та пултарать.
Сиктĕрĕшĕм çавăнпа ман тĕрлĕрен:
Ырă та, хаяр та, ăшă та сивлек.
Уншăн манăн айăп çук, мĕншĕн тесен
Кун çути кăтартнă уйăх çавăн пек.
Пирĕн Улыпов разведчик
Тытнă юбкăллă фрица.
«Фрау, чышкă парас мар-и?» —
Тенĕ çилĕллĕн ыйтса.
Фашистсем, эй, вĕçкĕнсем,
Калăр, калăр: «Вас ист дас?»
«Паçăр полкчĕ, — терĕ Ганс. —
Халь çук-ним те. Мĕн тăвас?»
Геббельс ыйтнă Гитлертан:
«Кам çуратнă-ши сана?»
«Астăватăп, — тенĕ лешĕ, —
Мăйракаллă сăттана».
Шухăшланă Гитлер-кашкăр
Тĕнчене пăхăнтарма.
Сĕмсĕрскерĕн тиврĕ мар-и
Раççейре шăлне катма.
Выçă куçлă çăткăн кайăк
Çирĕ кăлпасси пайтах.
Вăл, ав, сало та çиесшĕн.
Лартăр-и пырне часрах.
«Ха-ха-ха» тесе кулатчĕ
Гитлер вăрçă пуçласан.
«Ах-ах-ах» тесе супать халь,
Çарĕ чакнине курсан.
Килчĕ урнă фашист çарĕ
Хапсăнса Совет çĕрне.
Берлина çитсех кăнтасчĕ
Пĕтĕм Гитлер бандине.
«Гимнастика ĕçре те кирлĕ», —
Тет Влас пырсассăн кантура.
Вăл пулăшать иккен пит вирлĕ
Сăвап пухмашкăн службăра.
Пăртак ларсан пăлхаткаларĕ
Кантур çынни шур хутсене.
Пукан çинчех карăнкаларĕ:
Çĕклет-мĕн ку ĕç тухăçне.
Çынсем кĕреççĕ кассăн-кассăн
Ун пӳлĕмне ыйту татма.
Пуçлать вăл сывламашкăн ассăн,
Манмасть пуçне пăркалама.
Юлташĕ-тусĕсем пырсассăн,
Вăл ал тытать чĕвен тăрса.
Пуçне каçăрткалать мăнаçлăн,
Сăмах сапать хăлаçланса.
Кĕçĕннисем пырса кĕрсессĕн,
Хăр-хар вăл кăшкăрса тăкать,
Чĕлхесĕр сĕтеле çиллессĕн
Чышкипеле шăрт-шарт çапать,
Кабинета пĕччен юлсассăн,
Вăл телефоншăн кармашать,
Арăмĕпе пуплет хавассăн,
Ăна юрасшăн тăрăшать.
Ман лайăх паллă тăран çын пур.
Кăçал вăл Крыма, Ялта хули патне, ĕçлеме кайрĕ.
Крымра çĕр чĕтреннĕ тесе хаçатсем çине çыра пуçласан, вăл чипер çӳрет-ши тесе эпĕ чылай шухăшларăм.
«Сывă çӳретне?» — тесе эпĕ ун патне çыру та ятăм.
Хама çыру калла килменрен чылай шухăшларăм ун çинчен, чипер çӳрет-ши тесе.
Вăл ман писмене1 илеймен-мĕн. Тăватăмкун Крымран килнĕ вăл. Сывах таврăннă. Курса калаçрăм унпа.
— Çĕр чĕтреннипе Крымра çынсем нумай аманман, çуртсем чылай ваннă, хăш-хăш çĕрте çурăлкаласа пĕтнĕ, — тет.
— Çĕр чĕтреннипе Крымра çынсем питĕ хăраса ӳкнĕ, çуртсенчен тара-тара тухнă та çăр чĕтренни лăплансан та çынсем хăйсен çурчĕсене калла кĕме хăраса тăнă, — тет. — Тĕреклĕ, тимĕрсемпе лайăх тытăнтарса тунă çуртсем ним те ванман, çурăлман, — тет.
— Кушаксем, йытăсем çĕр чĕтрене пуçланине çынсенчен маларах сиснĕ, вĕсем килтен (çуртсенчен) малтан туха-туха тарнă, — тет. — Çĕр кисренни лăплансан тин кушаксем-йытăсем 2-3 кунтан киле таврăннă.
— Çĕр кисренни, çынна хăма çине тăратса, хăмана кала-мала турта-турта илнĕ пек, — тет. — Ура айĕнчи çĕр унталла-кунталла кайнăран çын сулланать, — тет.
Малалла
Пĕрре каларăн эс: «Атьсемĕр, атьăр,
Пĕрне-пĕри нихçан пăрахар мар!»
Каярахпа ăнлантăм эп: эс хатĕр
Путаканран «Путах!» тесе тарма.
Санпа пĕрле çула тухма хăрушă,
Тухас пулсан, часах куратăн шар.
Сан кутамкку тулли те, ман — пуш-пушă,
Епле эпир утар-ха юнашар?!
Касрăм çамрăк хурăн вуллине,
Тутанасшăн пултăм сĕткенне.
Куртăм çеç шăрçаллă тумламне —
Аса илтĕм сар хĕр куççульне,
Хуралсах та килчĕç куçăмсем,
Мăштах кайрĕç вăйлă аллăмсем.
Мĕншĕн, — татĕп, — мĕншĕн касрăм-ши,
Йăрăс пĕвне мĕншĕн пăсрăм-ши?..
Сивĕ шывшăн ăш çуннă пулсан,
Ăсса ĕçмеллеччĕ пусăран...
Çыхса ятăм хурăн суранне,
Шăлса илтĕм çутă куççульне,
Титанса пулмарĕ сĕткенне.
Суранлатрăм хамăн чĕрене.
Шурăмпуç шуралса хăпарсан,
Ылтăн тĕс сăрласан тӳпене,
Тăрă сывлăм çине çаруран
Сар пике хăварать хай йĕрне.
Именет-мĕн пике, именет
Куççульрен те таса сывлăмран,
Вăранан çĕр ачаш кăкрине
Пушмакпах йĕр туса таптасран.
Çутă ир — хĕр чĕри пек таса,
Ир — çĕн ĕç вăл, çĕн ĕмĕт иккен!
Хăй ĕçне, телейне юратса,
Хĕр васкать халь çапла ирсерен.
Каччă сар хĕре тĕл пулчĕ
Капăр ĕшнере,
Именсе пăхса, йăл кулчĕ,
Сикрĕ «кăлт» чĕре.
Пăшăлтатрĕ çамрăк хурăн,
Хумханса илсе:
«Юратсассăн, çумма-çуммăн
Пулăрах» — тесе.
Ыратмасть-ши пĕшкĕнсессĕн
Пилĕкĕ пикен?
Сар хăва хунавĕ, тейĕн,
Хĕр пĕвĕ, — черчен.
Хĕрĕмĕр-çке — оператор,
Ĕшнере ирех.
Çинçе пилĕкĕ, куратăр,
Авăнать ĕçре.
Хĕвелпе çиçет шур будкă —
Пĕчĕк шурă çурт.
Чечеке ĕшнемĕр путнă,
Калăн: çунă юр...
Сулхăнне сарать шур хурăн,
Будкăмăр çине.
Çакăнта эс пĕлĕн, курăн,
Илтĕн нефть шавне...
Пăрăх çулĕпе каç-ирĕн
Пин-пин çухрăма
Ăсатать пикемĕр пирĕн
Шĕвĕ ылтăна.
Пăрăхра чăта пĕлмесĕр,
Нефть ырми кĕрлет,
Çав кĕввех-и, тен, чипер хĕр
Пĕшкĕнсех итлет?..
Йĕкĕтпе пике тĕл пулчĕç
Капăр ĕшнере.
Хĕр качча пăхсе йăл кулчĕ,
Сикрĕ кăлт чĕре.
Малалла
Вунă çула çитнĕ ача пур ман. Ывăл ача. Ваçук ятлă.
Ман ывăл ача кăçал кĕркунне вунă çул тултарчĕ, вунпĕр çула пусрĕ.
Ман ывăл ачан çӳçĕ сарă, хам çӳç пек: эп хам та сарă çӳçлĕ çын та.
Ман ача пит-куçĕ, тути-çăварĕ хам арăм пит-куçĕ пек, пит кăмăллă, ăшă кăмăллă.
— Эс, аçу пекех, сар çӳçлĕ, — тесе ман арăм ывăл ачана ялан ăшшăн пăхать.
— Амăш пекех илемлĕ, ăшă пит-куçлă, — тесе хам та ывăл ачана савăнса пăхатăп.
«Ман ывăл ăслă пулĕ-ха», — тесе шухăшлатăп вара хам ăшра.
Тепле пулать ĕнтĕ — ӳсе киле паллă пулĕ.
— Лаша пуласси — тихаран паллă, çын пуласси — ачаран паллă, — тетчĕ вара пирĕн асатте.
Унтан шухăшласан ман ывăл та, ӳссе çитсен, хамăра намăс тăвас пек мар та.
Арăмпа иксĕмĕр хамăра хамăр ытла пӳтсĕр çын вырăнне хумастпăр эпир.
* * *
Ик-виç çул ĕнтĕ ман ывăл ача хут вĕренме шкула каять. Те учитлĕ, Мĕтри Петрович, пит лайăхран, та шкул йĕрки халь пит лайăх вара — пирĕн Ваçук кĕнекесене шыв пек юхтарса вулать; картинсем тума вĕренсе кайнă: мишавай пек ял планĕсем тăвать. Майлă мар, хамран та йăсă çырать, чăр-чар кукăрткаласа хут çине хăй аллине пусать вара.
Малалла
Юлташăм, эсĕ манпала
Куллен пĕрле тухан çула,
Çĕклет-çке туслăх кăмăла,
Çĕклет вăл пирĕн вăй-хала.
Çул кĕскелет санпа утсан,
Чунти хуйха-суйха манан,
Çунат çумне çунат хушан,
Пур савнăçа пĕрле пайлан
Утатпăр. Пытăр çул ăнса,
Хĕвел пек тăтăр çуталса.
Телейлĕ, çирĕп туслăхра
Эпир туптатпăр хамăра.
■ Страницăсем: 1... 520 521 522 523 524 525 526 527 528 ... 796
|
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...