Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

СинкерĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томЙӳçĕ кулăВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртҪавраҫилСӳнми хĕлхемТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчем

Сывпуллашатăп полкпала...


Сывпуллашатăп полкпала,

Яланлăхах кунта вăл юлĕ.

Ман тухмалла инçе çула,

Çапла, туссем, салтак кун-çулĕ.

 

Чунтан юратнăран çара

Ун пурнăçне пĕлетĕп тетĕп,

Ĕмĕрлĕхех вăл ман чунра

Юлни çинчен те халь сисетĕп.

 

Каятăп. Сывă пул, комбат,

Эс пирĕншĕн тăван аттеччĕ,

Çарта ман ӳсрĕ вăй-хăват,

Унтах хул-çурăм тĕрекленчĕ.

 

Сыв пулăр, старшина, туссем,

Сыв пул, комбатăн çамрăк хĕрĕ,

Сыв пулăр, çӳллĕ каштансем,

Сыв пул яланлăх нимĕç çĕрĕ.

 

Халь уйрăлатăп çарпала,

Ĕмĕрлĕхех пулин те çакă,

Чунпа эп юлăп унпала

Манра — асран тухми присяга...

Кĕçĕн Хăмăркка тата Мăн Хăмăркка


Пурăннă ĕлĕк-авал пĕр ялта ашшĕ тата икĕ ывăлĕ.

Ывăлĕсем хăмăркка тĕслĕ çӳçлĕ пулнă. Аслине Мăн Хăмăркка тенĕ, кĕçĕннине — Кĕçĕн Хăмăркка. Ашшĕ вилсе кайнă хыççăн ывăлĕсем ун мулне пайлама пуçланă. Анчах та мула тан мар пайларăмăр тесе хирĕçсе кайнă. Ашшĕн мулне тустарса пĕтерсен иккĕшĕ икĕ еннелле уйрăлса кайнă. Çавăнтанпа асли Мăн Хăмăркка ялĕнче (хальхи вăхăтра Хĕрлĕ Чутай районĕнче вырнаçнă Хăмаркка ялĕ) пурăнма тытăннă. Çемье çавăрса ял пуçласа янă. Ял ятне чи малтан çак вырăна куçса килнĕ Мăн Хăмăркка ячĕпе панă. Анчах та вăхăт иртнĕçемĕн Хăмăркка сăмах Хăмаркка сăмахпа ылмашăннă. Кĕçĕн Хăмăркка ывăлĕ ашшĕ килĕнчех пурăнас тенĕ (хальхи вăхăтра Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Хăмаркка ялĕ).

 

Етĕрне тăрăхĕнче пĕр мăрса пурăннă. Унăн икĕ ывăл пулнă. Иккĕшĕ те Хăмăркка ятлă пулнă. Ашшĕ вĕсене Кĕçĕн Хăмăркка тата Мăн Хăмăркка тесе чĕннĕ. Кĕçĕн Хăмăркки ашшĕ мулне юратнă, çавăнпа ашшĕне йăпăлтатса çеç пурăннă. Ашшĕн киревсĕр ĕçĕсене те ырласа тăнă. Мăн Хăмăркка ялан тĕрĕслĕхшĕн тăнă. Вăл чухăн çынсене пулăшса тăнă. Ку мăрсана килĕшмен, çавăнпа вăл Мăн Хăмăрккана килĕнчен хăваласа янă. Мăн Хăмăркка вăрман урлă килсе çырма-çатраллă вырăна килсе вырнаçнă. Çакăнтан вара Мăн Хăмаркка ялĕ пуçланса кайнă (хальхи вăхăтра Хĕрлĕ Чутай районĕнче вырнаçнă). Ватăлса çитсен ашшĕ Кĕçĕн Хăмăрккана хăй вырăнне мăрсана лартнă. Кĕçĕн Хăмăркка пурăннă тăрăх Кĕçĕн Хăмăркка ятпа халăх асĕнче юлнă (хальхи вăхăтра Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Хăмаркка ялĕ).

Малалла

Сопка пирĕн!..


— Сопка пирĕн! Сопка пирĕн! —

Çакăн пек сăмахсемпе

Пĕр эрне хушши каç-ирĕн

Сăрт калаçрĕ пирĕнпе.

 

Витрепе тар юхнине те

Тиврĕ хăнăхса чăтма,

Ывăнсассăн та пĕрре те

Чарăнмарăмăр канма.

 

Халь вара (курасчĕ сирĕн!):

Маттуртан маттур кашни.

Мухтанма сăлтав пур пирĕн —

Ахаль мар тар юхтарни.

Эльба урлă танкпала каçатпăр...


Эльба урлă танкпала каçатпăр,

Ишнĕ май сирсе мăн хумсене

Кимĕри пек хамăра туятпăр,

Танк васкать çитме çыран хĕрне.

 

Сарăлса юхан мăнаçлă Эльба

Асилтерчĕ анлă Атăла,

Шухăшпа унта та çитрĕм эпĕ,

Ĕмĕтре тухса инçе çула.

 

Кĕр! кĕрлен тавралăх хурçă сассăн

Эльбăна чĕвеннĕн тăратать,

Юханшывăн леш енне каçсассăн

Асăмра çеç çак вĕçев юлать.

Лашапа каюра


Лаша тухать те сухана

Ĕçлет яра кунах.

Каç кӳлĕм çырмана

Вăл шыв ĕçме анать.

Çак самантра мĕне кура

Çĕре ватса тухать пĕр Каюра.

Кĕçех Асли те вĕçтерсе çитет,

Ĕç ăннăшăн шутсăр хĕпĕртет.

— Нумай сухаланă-çке, ара!

Ĕçӳ сан ăннă, Каюра.

— Çапла, — тет Каюра.

— Тăрмашрăм пур вăйран,

Пĕччен йăлт кайрăм эп халтан.

— Маттур-çке эсĕ. Пултаран.

Ĕçлетĕн пит аван.

Медаль те илĕн ӳлĕмрен,

Хальхи пек тимлесен.

Моралĕ паллă каламасăрах:

Ĕçне тăвать пĕри —

Ыр ят илтет тепри.

Пăкачав юпи


Сурăмпуç Шĕмшеш ялĕнчен инçех мар Успек вар пур. Çак вар пуçĕнче тăвайкки. Тăвайккинче вара аякранах хыр юпа курăнса ларать. Ку юпан хăйĕн историйĕ пур иккен.

Вăл пĕр икçĕр вăтăр çул каялла пулса иртнĕ канăçсăр та пăлхавлă вăхăтсене аса илтерет. Ун чухне ку таврара сĕм вăрман кашласа ларнă. Кĕреш юмансемпе пĕрле ик-виç ытам çитейми хыр-чăрăш тӳпене кармашнă. Ялсем те хальхи пек çывăхра пулман.

Сурăмпуç Шĕмшеш ялĕ те ку вăхăтра пĕчĕк ял кăна пулнă. Ялне те Ишмень, вырăсла Ишменево тенĕ. 1700-мĕш çулта ку ял ик çĕр çул каялла пуçланса кайнă тесе шута илнĕ. Ун чухне ку вырăнта виçĕ-тăватă çемье кăна çĕр пӳртсенче пурăннă иккен. Ял ячĕ вара Ишмень ятлă чăвашпа çыхăннă. Вăл чи малтан вăрманăн хĕвеланăç енне çурçĕр енчен килсе вырнаçать. Ишмень ял ятне 1900-мĕш çулта е ХIX ĕмĕр вĕçнелле улăштарса Сурăмпуç Шĕмшеш тенĕ, мĕншĕн тесен ку ял вĕçĕнчен Сурăм шывĕ пуçланнă…

Ялăн истори палăкĕ пек упранса юлнă вырăн вăл — Пăкачав юпи. Çак юпа Е.И.Пугачев ячĕпе çыхăннă.

1774-мĕш çул. Чăваш çĕр-шывĕ хăй ирĕкĕпе вырăс патшалăхне кĕнĕренпе икçĕр çирĕм виçĕ çул çитнĕ. Çав вăхăт чăваш халăхĕ вырăс халăхĕпе пĕрле тачăрах пĕрлешнĕ, Хусан ханĕсен пусмăрĕнчен ирĕке тухса вăй илнĕ вăхăт пулнă. Вăл вăхăтра та тутар ханĕсем Сĕвепе Атăл тăрăхĕнчи вак халăхсем çине тапăнма пăрахман. Çавăн чухне вырăссемпе чăвашсем пĕрле тутар ханĕсене хирĕç кĕрешĕве тухнă. Çапах чăн-чăн ирĕклĕх пулман, крепостла йĕрке хуçаланнă. Шăпах çав вăхăтра пуçланнă та ĕнтĕ Пугачев ертсе пынă вăрçă.

Малалла

Тилĕпе кушак


Мăр-мăр сăр Кушака

Тилĕ ĕçе илет.

Ĕçе илет те çакăн пек сĕнет:

Сана шанса паратăп склад,

Унта пыл-çу та сахăр, шоколад,

Унта аш-пăш та хаклă мул,

Анчах та эс тирпейлĕ пул.

Ыйтмасăр эс ан çи, ан ил —

Илмешкĕн пил кунта эс кил.

Пĕрле ĕçсе çиер,

Пĕл, никама та ан систер,

Аш-пăш, пыл-çу пĕтсен —

Мĕн пуршăн ху тӳлен.

 

Часах Кушак ĕçе те тытăнать,

Директор Тилĕ хушнă пек тăвать.

Ĕçет — çиет, парать — илет,

Тилĕ патне куллен çĕклет,

Склад юлать пушах.

Килет ревизи, тĕрĕслет —

Кушакăн халь явап тытма тивет.

Чее Тилли лăх-лăх кулать —

Вăл савăнса çеç пурăнать.

Пăшăл-пăшăл сас та...


Пăшăл-пăшăл сас та

Кĕрхи сивĕ каç,

Хăмăшăм ман, хăмăш,

Эс калаç, калаç.

 

Саркайăк сассиллĕ

Сар хăва асра...

(Хамăн та ман тусăм

Пур-çке леш касра.

 

Тăр чĕтретĕп эп те

Сивĕ çил çинче.

Пĕр йĕреп, кулатăп,

Тунсăх — каçсенче.)

 

Хăмăшăм ман, хăмăш

Тантăшăм — пĕрре —

Эсĕ пĕччен мар-çке,

Иккен-çкĕ, пĕрле.

 

Ав, хăва пур санăн.

(Манăн? — Хам пĕлеп.)

Ĕненсех кĕтетпĕр,

Килессе — сисеп:

 

Çăлтăрсем çиçеççĕ

Пирĕн куçсенче

Юратма пӳрнишĕн

Çакă çĕр çинче.

 

Тантăшăм ман, хăмăш,

Пулинех сив каç —

Пурпĕрех ыйтатăп,

Эс калаç, калаç.

Сан сăввуна вуласан...


Сан сăввуна вуласан,

Тăшман шăртланмарĕ пулсан,

Тусу савăнмарĕ пулсан,

Эс поэт мар,

эс — йăпанăç кăна.

 

Сан сăввуна вуласан,

Лĕп шыв пăрланмарĕ пулсан,

Сив юр пăсланмарĕ пулсан,

Эс поэт мар,

эс — йăпанăç кăна.

Ваттисен сăмах-юмахĕ


Атăл тăрăхĕнчи халăхсем ĕлĕкренпех хурт-хăмăр ĕрчетнĕ. Пăлхарсем тĕнчери нумай çĕр-шыва пыл сутма çӳренĕ. Ĕлĕк пыл хурчĕсем вăрманта йывăç хăвăлĕсенче пурăннă. Çав вырăна чи малтан тупаканĕ унта хăйĕн несĕлĕн паллине — тăхма касса кăларнă, йывăç хăвăлне пăхса-тирпейлесе тăнă, пыл карасĕн пĕр пайне пылпа пĕрле касса илнĕ, тепĕр пайне хуртсем валли хăварнă.

Пилешкасси ялĕ пуçланса каясси те хурт-хăмăр ĕрчетессипех çыхăннă. Акă мĕн каласа пачĕ мана 91 çулхи ĕçпе вăрçă ветеранĕ Наумов Вениамин Иванович:

— Эпĕ пирĕн яла питĕ юрататăп. Мана унăн ячĕ килĕшет. Ялан шутласа çӳреттĕмччĕ: пилеш нумай пулнă-ши пирĕн таврара, мĕншĕн çакăн ятлă панă яла? Ватă çынсемпе калаçса пăхнă хыççăн мана çакă паллă пулчĕ. Чăваш халăхĕ йывăр пурнăç айĕнче хĕн курса пурăннипе ирĕк вырăнсенче, таса уйсенче, аслă çул хĕррисенче пурăнма хăранă. Вĕсем хăйсен пурăнакан вырăнсене вăрман варрипе, чăтлăхрах вырăнта, шыв-шур пуçланнă çĕрелле вырнаçма тăрăшнă.

Пирĕн ял та çавăн пек пуçланнă. Вăл пуçланса кайни халь виççĕр çул ытла теççĕ ват çынсем. Ял вырăнĕнче чи малтан сĕм вăрман пулнă. Çак асамлă вырăна Йĕпреç районĕнчи Килешкасси ялĕнчен Ярлыков Иванька ятлă çын куçса килсе ларнă. Вăл чи малтан Паварни çырми хĕрне хĕвел питне йывăç касса уçланкă тунă та пыл хурчĕн вĕллисене лартса тухнă. Хурт-хăмăр хатĕрĕсене вырнаçтарма кĕлет лартнă, сăра тума лаç туса лартнă. Йывăçне вăл кунтах касса хатĕрленĕ, мĕншĕн тесен йĕри–тавра сĕм вăрман кашланă. Каярахпа пӳрт лартнă, çемйине те илсе килнĕ. Хăй пурнакан вырăна Килешкасси тесе каланă. Çапла çав, çуралса ӳснĕ вырăн асран тухмасть вăл. Иванькка патне Турхан ялĕнчен Зотов йăхĕнчи çынсем куçса килнĕ, каярах Хутартан та кунта килсе ларма кăмăл тунă. Иваньккан ывăл çитĕннĕ. Ăна Ефрем тесе чĕннĕ. Кайран Ефремăн ывăлне Наум тенĕ. Наумăн икĕ ывăл пулнă — Фĕдор тата Игнатий. Федора Ярлыков хушаматпа мар, Наумов хушаматпа çырнă.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 582 583 584 585 586 587 588 589 590 ... 796