Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йăмраллă ялĔмĕр сакки сарлака. 3-мĕш томПахчапа мунча хуҫиИлемÇавал сарăлсанАсаттесемВăрман ачисем

Çенкерлĕхре — эп кĕтнĕ кĕвĕ...


Çенкерлĕхре — эп кĕтнĕ кĕвĕ,

Кĕрсе курман-и ун ăшне?

Сенкерлĕхре — эп кĕтнĕ кĕвĕ,

Сенкерлĕхре — сенкер ĕшне.

 

Кăшт йӳçĕрех те — тутлă, тутлă

Сенкерлĕхри сенкер улма.

Qăлтах пырать кунта татуллă,

Кĕтни-шанни килет ума...

 

...Сенкер куçсен сенкерлĕхне

Чĕнеп сенкер ĕмĕтĕме...

Çав вăхăта эс лайăх астăван...


Çав вăхăта эс лайăх астăван:

хĕвел шевле сапатчĕ хырлăх витĕр.

Каларăн эс: «Санпа утма аван,

санпа чух вăрăм çул та çывăх питĕ».

 

Умра сасартăк татăлчĕ те çул,

çăтса ярас пек тухрĕ пĕчĕк шурлăх.

Куçна чарса эс пăрăнтăн: «Сыв пул,

санпа нихçан çула тухмастăп урăх!..»

 

Эс çул çинче ялан кĕпер те каçă

пулать тесе шутланă пурнăçра,

анчах вĕсем пĕр вĕçĕм тĕл пулмаççĕ

çитес çĕре васканă вăхăтра.

 

Ан тĕлĕн ху чĕлхӳ пит хастартан —

йĕрех инçе каймасть вăл çăвартан.

Чун-чĕре пахчинче янăран савнă сасшăн...


Чун-чĕре пахчинче янăран савнă сасшăн

Юрату чечекне эп ӳстертĕм: шăвар.

Эс тиркерĕн ăна. Чулланать вăл — хăтар!

Шелсĕр кăмăл хĕлне ма эс вĕçĕм тăсасшăн?

 

Ман чечек çухатмарĕ тĕсне пурпĕрех,

çеçкисем, чӳхенмесĕр, кристалл пек хĕмленчĕç.

Чĕрене ăшăтмарĕç. Çакна эс пĕлсемччĕ,

унăн сивĕ çути çӳçентерĕ пирех.

 

Чĕрĕлмест, чӳхенмест çак чечек нихăçан:

йăмăх хĕрлĕ çути пурпĕр çĕтмĕ асран,

йывăр шухăш килсен, кăмăла вăл пусарĕ.

 

Чул чечек ман чунра! Тыт — ална ыраттарĕ.

Хăçанччен, чул чечек, эс йĕрлетĕн куçран —

юратун ăшăтман, ӳксе ваннă сăнарĕ?

Пĕр тăвансем


Ĕлĕк-авал пĕр ялта икĕ пĕр тăван пурăннă. Пĕрне Мирун тесе чĕннĕ. Вăл питĕ пуян пурăннă. Унăн пурте пулнă: вăйлă лашисем, кермен пек çурт, чипер арăм. Анчах та вăл питĕ мăн кăмăллă та хыт кукар пулнă. Кĕçĕннин вара, Мирун ятлин, кивĕ çурчĕпе арăмĕсĕр пуçне нимĕн те пулман. Анчах та вăл питĕ ырă кăмăллă, пуян чун-чĕреллĕ çын пулнă. Макçăм Мируна питĕ юратман. Ăна вăл хăнана та нихăçан та чĕнмен. Вĕсем пĕр-пĕринпе пĕрре те хутшăнман. Мирун пуян çынсемпе çеç ĕçсе çинĕ.

Пĕррехинче Мирун хулана кайнă. Унта вăл пасара кĕнĕ. Кунта унăн куçĕ-пуçĕ алчăраса кайнă. Мĕн кăна сутман кунта. Анчах та Мируна питĕ сăмавар килĕшнĕ, ăна вăл туяннă. Кунта вăл пĕр каларăш илтсе килнĕ. Туссем инкекре палăраççĕ тени ăна шухăша янă. Юлташсем чăнах та савăнăçа пайлама çеç кирлĕ-ши е инкекре те-ши? Çакна вара вăл тĕрĕслесе пăхма шутланă. Чăннипех те унăн юлташĕсем шанчăклă çынсем-и, хуйха-суйха пĕрле пайлама пултараççĕ-и?

Пĕррехинче пуян Мирун ĕçрен таврăннă та арăмне сăра тума хушнă, хăна сĕтелĕ хатĕрлеме хушнă. Хăй кӳршĕ яла пĕр пуян юлташĕ патне тухса утнă. Тунсăхлăн вăл хăйĕн хуйхине пĕлтернĕ: «Манăн арăм вилсе кайрĕ, пытарма пыраймăн-ши?» — тенĕ.

Малалла

Йытăпа чăх


Колхозăн пулă пĕвинчен

Çу каçиччен

Хуралçă Йытă йăтрĕ пулă,

Вăл пулчĕ муллă.

Тепĕр кунне

Пĕве патне

Шур чăх пырса çитет,

Ĕçме тесе вăл пĕшкĕнет.

Шăп çак вăхăтра

Харлатрĕ Йытă çывăхра:

— Хăр-хам! Хăр-хам!

Туллам та пăрахам!

Ак кам иккен

Çак пирĕн пĕверен

Карас пулла пĕçертекен.

Çаклантăн-ха тинех.

Вăрра çӳреймĕн пĕвене.

Çакна асту, ан ман:

Пĕрремĕш хут — штрафлап сана,

Тепре лексессĕн — ярăп хурана.

Çапла хăшсем:

Хăйсем

Вăрлаççĕ халăх пурлăхне,

Йăвантараççĕ теприсем çине.

Автан


Ĕçе пĕлмен автан

Илтет пĕрре таçтан:

Критик пулас тесен,

Тиркеш пĕрмай чеен.

Кала эс автора:

«Ĕçӳ начар вара...»

Шиклентĕр вăл санран —

Хисеплĕ критикран.

«Камран ĕçе пуçлас?

Мухтавлă ят тупас?» —

Курать вăл Чĕкеçе,

Кулса калать çемçен:

— Тишкертĕм сан ĕçе,

Анчах шĕвек... пиçмен!

Чĕлхӳ шупка... начар,

Тупма çук пĕр сăнар!

Тарла-тарла ĕçле,

Васкавлăн ан вĕçле!

Унтан шăпчăкпалан

Сăмах пуçлать Автан:

— Юлташ, итле мана,

Асра тытсам çакна:

Ыр ят илтес тесен,

Юрла эс чĕререн.

Вĕрен-ха Куракран:

Юрлать вăл пит аван!

Хитре юрлать Тăри,

Ян-ян янрать юрри.

Çитсе тухать Автан,

Кулма пуçлать унтан:

— Ан тăрăлтат, айван,

Чăх та кулать санран.

Автан пек критикрен

Писателе сиен.

Хурама


Çул хĕрринче,

Мăн варăн пуçĕнче,

Шăтса ӳсет пĕр пĕчĕк хурама.

Чăрмантарман вăл никама,

Анчах темле иртен-çӳрен

Ăна тăпăлтарать тĕпрен.

Тепĕр çулне ăш çуркунне

Çав тымара сипетлĕ çĕр-анне

Парне парать хăй сĕткенне.

Тункатаран тухать хунав.

Кăштах ӳссен — каллех чăрмав:

Апат шыруçăн каскăн качака

Тата мăкла така

Пĕр шелсĕр çаратаççĕ яп-яка.

Çулсеренех çапла е сурăх, е ĕне

Çисе яраççĕ унăн тăррине.

Пĕр вунă çул иртсен çеç хурама

Вăй-хал илсе пуçлать аталанма.

Çап-çут хĕвел, сипетлĕ çĕр-анне

Ăна параççĕ ырă кун-çулне.

Халь те васкаççĕ хăш чухне

Пӳлмешкĕн çамрăкăн çулне

Чунне çухатнă пуçлăхсем

Е икĕ питлĕ этемсем.

Çутă кӳлĕ шăпи


Ĕлĕк-авал пĕр ялта качча кайман хĕр ача çуратнă. Çакă вăл хăй вăхăтĕнче питĕ пысăк намăс шутланнă. Ăна пĕтĕм ял ятланă, пурте сивĕ куçпа кăна пăхнă. Çак намăсран хăтăлас тесе вăл хăйĕн тĕпренчĕкне çухатас тĕллев лартать. Хĕр сĕм çĕрле кӳлĕ хĕррине çул тытать, ачана пĕр шеллемесĕр шыва пăрахать. Анчах та кӳлĕ ачана йышăнмасть. Хумсем çĕкленнĕ те пĕчĕк ачана шыв хĕррине кăларса пăрахнă. Ачи чĕрĕ пулнă-ха, вилмен. Мĕншĕн тесен ача-çылăхсăр чун. Чи пысăк айăпли вара хĕрле ача тунă амăшĕ пулнă иккен. Хĕр çакна ăнланасшăн пулман, тепĕр хут ачана шыва пăрахать. Ку хутĕнче кӳлĕ тулхăрса, асар-писер алхасса кайнă, çав тери пысăк хумсем кăларнă, çыран хĕрринчи кӳлле сĕтĕрсе кĕнĕ. Кӳлĕри шыв, унти пулăсем, чĕрчунсем, ачапа амăшĕ çиллĕ-тăвăллă çумăрпа сывлăша çĕкленнĕ те урăх çĕре вĕçсе кайса çухалнă. Кӳлĕ хăйне валли çĕнĕ вырăн тупнă.

Ирхине çынсем пăхаççĕ — кӳлĕре шыв çук, ун вырăнĕнче лачака, каçхи çил-тăвăл йĕрĕ анчах юлнă. Çапла йĕркесĕр, аскăнчăк хĕр пирки çутă та таса кӳлĕ урăх вырăна куçса кайнă-мĕн. Те юмах, те чăн, анчах паянхи пурнăçра хĕр-упраçăн шутласа пĕтĕмлетӳ тумалăх пур.

Малалла

Шанчăк ункă майлах туйăнать хăш чухне...


Шанчăк ункă майлах туйăнать хăш чухне,

ун тавра çулсерен çаврăнатпăр ырса.

Тен, эпир те çаплах, йыхăрса пĕр-пĕрне

шанчăксен ункине юлнă мар-ши тăрса?

 

Каласам: тен, санпа йăпанни ытлашши?

Кăлăхах дуль мĕнпур хумхану, тертленӳ?

Сивĕнмест-çке пĕрех ырă ĕмĕт ăшши,

ман чунра вăл каллех çуратать ĕненӳ.

 

Çулçăсем тӳпере кайăксем пек сатур

Çаврăнаççĕ кĕрхи çилпеле темĕнччен.

Манăн шухăшсенче яланах эсĕ пур,

калаçатăп санпа çăлтăрсем сӳниччен.

 

Кăмăл кăкшăмĕ пурпĕр тулмасть, ăш канмасть —

сан киммӳ каçсерен кӳлĕ урлă каçмасть.

Килет ман ăмсану е тарăху...


Килет ман ăмсану е тарăху

пурнăçăмри çав иртнĕ кунсене те:

вĕсем иртейрĕç сансăр! Ӳкĕнетĕп:

вĕсем — ман тунсăх, сан çамрăклăху.

 

Вĕсем çухалчĕç мансăр! Чăрсăр хум

çыраналла васканăн вирхĕнетĕп —

çав кунсене тытма ĕмĕтленетĕп,

хуса çитме кăшт пулăшсамччĕ ху.

 

Тупасчĕ, каялла йăлт тавăрасчĕ

эс пурăнса ирттернĕ кунсене,

унтан, ытараймасăр, вĕсене

çурхи чечексене ман куçарасчĕ,

сана валли пуçкăшăлĕ çыхасчĕ:

«Ман юрату ку!» — тесчĕ çынсене.

■ Страницăсем: 1... 583 584 585 586 587 588 589 590 591 ... 796