Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пахчапа мунча хуҫиЕркӗнЙытă тĕлĕкĕЮрату йĕтесĕЮманлăхра çапла пулнăСăвăсемпе поэмăсемХӗвел мулкачӗсем

Çур канăç çук — пур чун пăшăрханни...


Весь я половинчатость

14.04.1921

 

Çур канăç çук — пур чун пăшăрханни;

Çурма телей те çук — вăл инкекпе пĕр тан;

Çур ĕмĕт çук — çукпа вăл çырлахни;

Çур шанчăк çеç, — иккĕленӳ пуртан;

Çурма хаваслăх — куляну çитсен;

Çур чăтăмлăх — халь хавшасан кăна, —

Хăвна чикке кĕмешкĕн ан хисте,

Çуррипеле ан çырлахтар хăвна.

 

Çурма хастарлăх шиклĕхпе тăван,

Çурма ĕçченлĕх кахалпа пĕрех;

Çурма ăспа çӳрет чăн-чăн айван;

Çур тĕрĕслĕх ултавлă ĕмĕрех;

Çурма юлташлăхра пурнать пĕччен,

Пехет тупма пайлать икке хăйне...

Тавах сана. Çак шухăш çитиччен

Чуна пайтах силлерĕн эс манне.

Тăван ял


Эпĕ хамăрăн ял историне тĕплĕнрех пĕлес тесе ялти шур сухалсемпе тĕл пулса чылай калаçрăм. Пĕррехинче çуллахи шăрăх кун вĕсем ватă йăмра ĕмĕлĕнче тем çинчен канашласа ларатчĕç. Эпĕ, шкулти кану лагерĕнчен таврăнаканскер, ватăсем умĕнчен сывлăх сунмасăр иртме аван мар тесе чарăнса тăтăм. Хĕрсе кайсах калаçаканскерсем мана асăрхамарĕç-ха. Çывăхарах пырсан сăмах мĕн çинчен пынине тавçăрса илтĕм. Мăн асаттесем ял уявне паллă тăвасси çинчен юмахлаççĕ иккен. Ку йăлана аслă ăрури çынсем çулсеренех ирттереççĕ. Эпĕ вара ял ячĕ мĕнрен тухнине тĕпчесе пĕлес терĕм. Акă мĕн каласа пачĕç мана ватăсем.

Ку вырăнта йĕри-тавра вăрман ларнă. Пĕррехинче Вăрманкасси ялĕнче вăйлă пушар тухнă. Вун çичĕ кил самантрах кĕлленнĕ. Кил хуçисем çурт çавăрма урăх вырăн шыраса вăрмана шалтан-шала кĕнĕ, пĕр уçланкăна канма ларнă. Йĕри-тавралла пăхсан çак вырăн пурне те килĕшнĕ. Иван ятлă чăваш çакăнта тĕпленме шутлать, ун хыççăн ыттисем те кунтах юлаççĕ. Çапла вара Ивановка ялĕ пуçланса каять.

Халĕ пирĕн яла пырса кĕрсен чун савăнать. Пур енче те капмар çуртсем курăнаççĕ. Çыннисем те кăмăллă, тарават, хăйсен ĕçченлĕхĕпе, тăрăшулăхĕпе палăрса тăраççĕ. Хамăн ял илемĕпе эпĕ пурин умĕнче те мухтанма пултаратăп.

Малалла

Ӳкĕнӳ


Чунра —

йӳçек сăмах купи.

Пуçра —

пăтранчăк, йывăр шухăш...

Çапла иккен

суя этем тӳпи,

Калла килет

çапма пĕлмен чĕн пушă.

 

Тытса чарсан усал сăмахăма

Курмастăмах хальхи асапăма.

Хура акăш пур...


Хура акăш пур,

Шурă акăш пур.

Хăйне кура кашнин

Илем пур.

 

Ятлă çын та пур.

Ятсăр çын та пур.

Хăйне кура кашнин

Кăмăл пур.

 

Эп çеç ятлă тесе,

Эп çеç чаплă тесе,

Усал шухăш пуçна

Ан та хур.

Çине тăрсах пăшăлтататтăн...


Çине тăрсах пăшăлтататтăн:

«Çын умĕнчех ан ытала,

Кайран, кайран, çынсем кайсан

Хамах ыталăп, ил ална».

 

Кайран татах, çынсем кайсан,

Эс йăлăнаттăн: «Ан чĕн-ха мана...»

ĕнех вара, пĕр каласан,

Такам та вăй тупать манма.

. . . . . . . . . . . . . . . . . . . . .

Вăл кайрĕ. Паян вара пăшăлтататăн:

«Пĕчченлĕх, çын умĕнчех ан ытала».

Ял пуçланса кайни


Пирĕн ял тахçанах пуçланса кайнă пулмалла. Ĕлĕкрех ялта вăтăр çичĕ кил кăна пулнă, халĕ вара ял самаях пысăкланнă, çĕнĕ урамсенче капмар çуртсем çулсеренех çĕкленеççĕ.

Ваттисем каланă тăрăх, 1929 çулта ялта вăйлă пушар алхаснă. Ку ĕç-пуç çапла пулнă: пĕр ача аслăк çине хăпарса кайнă та çăмарта пĕçерсе çиме шутланă. Вăл кун вăйлă çил ашкăннă, аслăк çинче тухнă çулăм çил çавăрттарнипе часах ытти хуралтăсене те çавăрса илнĕ. Пĕр самантрах вунçичĕ кил çунса кĕлленнĕ. Нимсĕр тăрса юлнă çынсем çав вырăнсенех çурт лартас темен, вăрмана шаларах кĕрсе вырнаçнă, тепĕр ял йĕркеленĕ. Пушартан сыхланса юлнисем хăйсен вырăнĕнчех юлнă.

Мĕнле пуçланса кайнă-ха пирĕн ял. Çак хурава тупас тесе эпĕ кӳршĕре пурăнакан ватă Марук кинемей патне каçрăм. Савăнсах кĕтсе илчĕ мана пĕччен ватă. Шăкăл-шăкăл калаçса ларнă май хама канăç паман ыйтăвăн хуравне хăвăртрах пĕлес килчĕ манăн. Вара Марук кинемей хăйĕн асламăшĕнчен илтсе юлнă халапа тепĕр хут аса илсе мана каласа пачĕ.

Ĕлĕк-авал ку вырăнта питĕ пысăк, çын ури пырса кĕмен вăрман кашласа ларнă. Пуян улпутсенчен тарса чăвашсен пĕр ушкăнĕ çак вăрман варрине пырса кĕнĕ. Кунти вырăн вĕсене килĕшсе кайнă, кил-çурт çавăрса тĕпленме шутланă хайхисем. Вăрман касса пĕрне кура тепри çурт лартнă, ака-суха валли çĕр хатĕрленĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн ял сарăлсах пынă. Вăрман варринче ларнăран ялне те Вăрманкасси теме пуçланă. Хăйĕн ачалăхне те аса илчĕ кинемей, эпир тулăх пурнăçпа пурăннишĕн савăнни сисĕнчĕ ун сăмахĕнче.

Малалла

Ах, пĕлесчĕ


Ах, пĕлесчĕ, мĕн çитмест-ши

Анаткасăн каччине?

Мĕншĕн тунсăхлăн çӳрет-ши

Купăспа вăл каçхине?

 

Ах, пĕлесчĕ, ма пăхать-ши

Вăрттăн пирĕн кантăкран?

Мĕншĕн купăс

макăрать-ши

Эп кĕрсессĕн вăйăран?

 

Ах, пĕлесчĕ, ма сикет-ши

Ман чĕрем çав кĕвĕрен?

Вăл пурне те

илĕртет-ши

Е мана çеç каçсерен?

Ман тăван кĕтес инçе...


Ман тăван кĕтес инçе —

Анлă Атăл хĕрринче.

Анлă Атăл хумханать пуль,

Хум çине хум кăларать пуль;

Атăл, Атăл, ан хумхан —

Ывăлу сана манман.

 

Çăмăл, уçă хум çинче,

Сар хĕвел ытамĕнче

Ачаран ӳссе çын пултăм:

Çавăнпа ман кăмăл-туртăм

Атăл хумĕ пек хастар,

Сар хĕвел пекех уяр.

 

Вăштăр-вăштăр çил вĕрет,

Хурăна силлентерет.

Лĕпĕш пек вĕçет сар çулçă,

Çав-çавах ман кăмăл уçă:

 

Шурă хурăн,

Ан хурлан —

Сан сăну асран кайман.

Юханшыв


Ак вăл, çырма

Чĕн пиçиххи пек ансăр.

Аран çеç сăрхăнать тĕм хушшинчен.

Имшерккескер,

Ун ят та çук,

Вăй-халсăр —

Хăях та кукленмест ун юххинче.

Ун умĕнче çĕршер чăрмав,

Пин хурлăх:

Хĕсет чул ту,

Картлать çулне вăрман.

Чула ватма,

Сиксе каçма ту урлă

Ун пур ик тус —

Ик шанчăклă çыран.

Шырлансенче шарлать вăл шăнкăр саслăн,

Кашни вартах ун вăйĕ хутшăнать.

Кашни çăлкуç, ăна курсан, хаваслăн

Ун мăйĕнчен ача пек уртăнать.

Асапланса чăрмавсене сирсессĕн,

Хăйне валли хăй çул уçсан кăна,

Ун хăватне,

Ун сассине сиссессĕн,

Ят парĕç ЮХАНШЫВ тесе ăна.

Шăрçа тăрриллĕ тӳпеттей


Пур ман, туссемĕр, мухтанмалăх —

Шăрçа тĕрриллĕ тӳпеттей.

Керим агайăм1 асăнмалăх

Парсаччĕ: — Çитĕн, кĕрнеккей! —

 

Ун чух эп, шĕвĕр, пиллĕкреччĕ,

Пĕлмен пулас лара-тăра.

Ара, парнем çунат хушатчĕ,

Мăнаç çӳреттĕмччĕ касра.

 

Керим агай, Пăва тутарĕ,

Пĕрле ĕçлетчĕ аттепе.

Халь те умра ун çут сăнарĕ

Тăрать ăш пиллĕ тĕсĕпе.

 

Керим килсен чупса тухаттăм

Хаваслăн эп хапха умне.

— Хуш кил, пиччей2, — тесе калаттăм,

Тĕк пек ереттĕм ун çумне.

 

Аннем кĕçех апат майлатчĕ —

Шăрттан та техĕмлĕ юр-вар.

Сĕтел çинче часах чашлатчĕ

Купса майри пек сăмавар.

 

Юрра Керим ай-вай ăстаччĕ,

Юхатчĕ шеп «Кара урман»

Аттем унпа пĕрле юрлатчĕ,

Хитре дуэт асрах-ха ман.

 

Тутар туссем паян килсессĕн

Вĕсем ман йышлă ачаран.)

Чечен парнем, куçа шертеслĕн,

Тухать эрешлĕ арчаран.

 

Çапла чипер, куç пек упратăп

Керим агайăн парнине.

Чуна ĕлккен уçса юрлатăп

Малалла

■ Страницăсем: 1... 589 590 591 592 593 594 595 596 597 ... 796
 
1 Агайăм (тутарла) — пичче.
2 Хуш кил, пиччей — ырă сунса кĕтетпĕр, пиччей