Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çил-тăвăлСӳнми хĕлхемХĕллехи каçсенчеПĕчĕк патшалăхТĕлĕнтермĕш юмахсемÇич çунатлă куракЫтла та хитреччĕ ун чух çуркунне

Ялти нимере


Трахвин Яккăльч вăтам пурăнакан хресчен. Килĕнче икĕ лаша, тихасем, сурăхсем усрать. Хуралтăсене те юсавлă тытса тăрать, анчах ашшĕнчен юлнă пӳрчĕ кивелсе кайнă. Вăл çĕнĕ пӳрт лартма тахçантанпах пĕчĕккĕн укçа пухса пырать. Юрăхлă йывăçĕ кунта сахаллансах юлчĕ. Ăвăс çеç. Касаккассисен вара ăвăсран пӳрт лартас йăла çук-ха. Чăрăшпа хыр вăрманĕсем Касаккассирен аякра, вĕсене тупса илме те йывăр.

Акă Шĕкĕр ял çынни Çтенкки Афанасьевич вăрман улпутĕнчен йывăç касма делянка илни çинчен сăмах сарăлчĕ. Унта чăрăш тата çăка хăма çурмалăх та, вутăлăх та пур иккен. Çтенкки вăрман улпутĕнчен йывăçа делянкипех курттăммăн йӳнĕрех хакпа илет те ял çыннисене хаклăрах хакпа ваккăн сутать. Çак сăмаха илтсен Трахвин Яккăльч пая кĕртме тархаслас тесе ун патне тухса утрĕ. Трахвин хăй патне мĕн шутпа килнине пĕлтерсен Çтенкки ăна:

— Эпĕ хам та сан патна пырса каясшăнччĕ. Эсĕ пӳрт лартма тахçанах хатĕрленетĕн вĕт, — тесе хучĕ.

Çтенкки Трахвин Яккăльча пая кĕртме хаваспах килĕшрĕ. Вăрман каснă çĕрте пулăшма тăванĕсем те, кӳршисем те кайрĕç. Вăрмана хăв кил-йышупах касаймăн, Çтенкки те хăй илнĕ делянкăна хăвăртра тирпейлесшĕн. Тепĕр эрнерен касакансем вăрмантан таврăнчĕç. Халĕ вара хатĕр йывăçа турттарасси юлчĕ. Эх, йывăр та-çке хресчене пӳрт лартма! Йывăç турттарса килме каллех ниме тăвас пулать. Çул пăсăличчен илсе килмеллех.

Малалла

Куçарнă юрăсем


Чĕлхемçĕм, чун уçма вĕрен,

Куçар эс юрă хыççăн юрă.

Эп çитнĕ вырăн тĕрлĕрен,

Çитмен çĕрсем те йышлă юлнă.

 

Якут çĕршывĕ те Кавказ,

Кăвак Дунай... Çулсем чĕнеççĕ.

Куçармасассăн — юрамасть.

Çапла тума хушать чĕреçĕм.

 

Вĕçтерĕп кăркăссем патне,

Туркменсене те çитсе курăп.

Вырнаçчăр-и сăввăмсене,

Тăванланса, Хусан та Куба.

 

Сӳнме памасăр туслăха,

Куçарăп юрă хыççăн юрă.

Эп куçарман поэт сахал,

Хăшпĕрисем çапах та юлнă.

 

Пĕлсессĕн вырăс чĕлхине

Кирек кама та ăнланатăн.

Тем тĕрлĕ халăх юррине

Тăван чĕлхепеле юрлатăн.

 

Таван чĕлхе, Тукай чĕлхи,

Кĕрлетĕн Атăл пек хăватлă.

Кала, мĕн пур санран пахи:

Тус мар çыннах эс тус тăватăн.

 

Заки Нури

Кавказра, чул ту çинче...


Кавказра, чул ту çинче,

Пĕр-пĕччен паян ларатăп,

Хура тинĕс хĕрринче

Тĕрлĕ шухăш шухăшлатăп.

 

Хăть мĕнле эс ачашла,

Куç тулли хитре Кавказăм,

Юрлас килчĕ чăвашла:

«Çилĕ вĕрĕ кассăн-кассăн...»

 

Пит илемлĕ-çке Кавказ,

Мĕнешкел хитре çанталăк!

Хуйхă-суйхăсăр, хавас

Пурнăттăм кунта çулталăк...

 

Анчах пур-çке тĕнчере

Чун суйланă Шупашкарăм:

Тăвансемĕр, ман чĕре

Канăçа пĕлмест, мăнтарăн.

 

Чăвашлах юрлас килет,

Калаçас килет, мĕн калăн!

Таврăнсан тăван киле

Юратса мана ыталăн...

 

Сивĕ çилĕ вĕртĕр-и!

Эс мана ялан савсассăн —

Пулĕ хĕл те пит вĕри,

Туйăнĕ ялан Кавказăн.

Вăрçă вучĕ витĕр эсĕ...


Вăрçă вучĕ витĕр эсĕ

Курăнаттăн куçăма,

Çут сăну, сӳнме пĕлмесĕр,

Ашăтатчĕ чунăма.

 

Шухăшлаттăм каçăн-ирĕн

Юнлă-вутлă вăрçăра:

Мĕнлерех-ши кĕтсе илĕн

Эсĕ çамрăк паттăра?

 

Эп нихçан асран ямарăм

Хам çуралнă çĕршыва,

Яланах таса упрарăм

Чĕремри юратăва.

 

Темле сивĕ кун пулсан та,

Пăрланмарĕç чĕресем:

Туйăмсем хĕрӳллĕ сан та,

Ман та çулăмлă вĕсем.

Вăрманти çумăр


Çинçе ураллă çумăр тăпăр-тăпăр,

Тиха пек,

Вăрманта тĕпĕртетет.

Çăвар тулли шыв сыпнă пек хырлăх

шăпăрт.

Ав, çĕмĕрт çеç,

Çӳçеннĕскер, чĕтрет.

Хыр лăссисем çинче йăлтăртатаççĕ

Хăлха çакки пек шыв тумламĕсем.

Ăна татса илесшĕн кармашаççĕ,

Аллисене тăсса,

Шур чечексем.

Тураттине çунат пек сарчĕ чăрăш, —

Кăркка ами пек ларчĕ хутланса.

Пусарăм чĕпписем пек,

Ушкăн кăрăç

Ун хӳттине вырнаçрĕ хуçланса.

«Ан макăр, анне»


Ăраскалсăр шăпа пĕрре те пуçран шăлмарĕ Мишшана. Ура хурсах тăчĕ.

Пуçĕ çине йăтăнса аннă инкек чулĕ çĕр çумнех пăталаса лартасшăн пулчĕ мар-и?! Ура чирĕ Мишшана йăлтах сусăрлатса хăварчĕ. Арçын ача пурпĕрех парăнмарĕ, кĕрешрĕ, шăлне çыртса чăтрĕ. Чирĕ вара çыпçăнчĕ те уйрăлма шутламарĕ те.

Ашшĕне тытса кайиччен пулчĕ-ха ку. Çĕртме уйăхĕн ăшă кунĕсем тин çеç пуçланнăччĕ. Мунча хутнăччĕ килĕнче. Мишшапа Кури мунча кĕрсе тухма ĕлкĕрнĕ. Унччен те пулман — Насаркка Çтенкки юланутпа вĕçтерсе çитнĕ. «Атьăр выртмана! Мишша, пыратăн-и?!» — урамран кăшкăрнă вăл. «Пăртак тăхта!» — тенĕ Мишша. Унăн аллинче хачă вылянă. Çăвăнса тасалнăскер, лăпсăр-лапсăр ӳссе кайнă çӳçне тăнлавĕ çинчен касма тытăннăччĕ вăл. Анчах мунча умĕнчи сак çинче выртакан ашшĕ ялт сиксе тăнă. «Эс мĕн, çӳç касса тăратăн тата! Хула майри пуласшăн-им?! — хар кăшкăрса пăрахнă хĕремесленсе. — Халь, ачам, çуллахи вăхăт! Пиншак ил те чуптар!..» «Эх, Куçма, — тенĕ Укахви ассăн сывласа. — Мунча кĕрсе тухнă-тухманах выртмана кайрĕ-çке Мишша. Çарран тата. Шăнса ан пăсăлтăрччĕ вăл! Темшĕн ăш вăркать». Упăшки сивлеккĕн пăхкаласа çапла каланă: «Мишша выртмана пĕрре çеç кайман. Пĕччен мар вăл. Насаркка Çтенкки те унпа пĕрлех ут пăхать. Мĕнрен хăратăн? Ял хыçĕнчен инçех мар-çке вĕсем». Укахви пăлханчăк ăш-чикне пытарма пултарайман: «Çил çурçĕртен вĕрет. Сивĕтме те пуçларĕ. Сисместĕн-им? Тӳпере тăм пĕлĕчĕсем кăвакараççĕ». Куçма хăнк та сикмен: «Ан тĕлĕнтер, — тенĕ вăл. — Çĕртме уйăхĕнче тăм ӳкнине халиччен курманччĕ-ха эпĕ». Укахви çапла ăнлантарнă: «Виçĕм çул Çимĕк умĕн тăм ӳкнине астумастăн-им? Мишша пĕчĕк-ха. Вунă çулта çеç. Шăм-шакĕ тĕрекленсе çитеймен». Куçма чĕнмен. Ахăртнех хăйĕн йăнăшне ăнланса илнĕ.

Малалла

Пăлан


Тундра, тундра —

Шап-шур океан,

Ыткăнать пăлан хыççăн пăлан,

Пĕр кĕтӳ —

Ваттисем, вĕттисем.

Çулсăрах вирхĕнеççĕ вĕсем.

Тарăн юр ăшĕнче,

Пĕр йĕрпе —

Çын хыçран хăвалать йĕлтĕрпе.

Чупрĕç, чупрĕç юра аштарса.

Çын çапах та пырать çывхарса.

Ак тăп чарăнчĕ ватă пăлан, —

Пăшалтан-и тарса хăтăлан?..

Шурă кăпăк тумлать тутинчен,

Куç илмест хăй умри çын çинчен.

Шухăшларĕ пуль:

«Пурнăç тарам,

Ăрăва çеç çăлса хăварам»...

Кĕрĕслетрĕ пăшал хаплатса,

Çĕре ӳкрĕ пăлан лаплатса.

 

Тундрăра, тундрăра, тундрăра

Сивĕ çил шăхăрать çак юрра.

Салтак


Аннеме асăнса

 

Эй, аннеçĕм! Куççульпе çăваттăн,

Йăпататтăн лăпкаса мана:

«Аçунтан юлайрăмăр тăваттăн...

Пултăрччĕ çеç лăпкă самана...

 

Çитĕн сывă, паттăр пулччĕ, ывлăм!

Ĕмĕр сакки питĕ сарлака.

Çын шутне кĕрсессĕн ыррăн-сыввăн,

Юрăхлă эс пулăн салтака».

 

Фашистсем килсе кĕрсен нумаййăн

Ирĕклĕ çĕршывăмăр çине,

Тухса кайрăм, эс ыр суннă майăн,

Тухса кайрăм халăх вăрçине.

 

Ах, ăçта кăна пулмарăм пулĕ!

Çитрĕм Анăçа та Тухăçа...

Ӳтĕме шăтарчĕ виçĕ пуля...

Асăмран вăл тухмĕ нихăçан.

 

Штыка штык тăшман çине кĕреттĕм

Шăп вунсаккăр тулнă вăхăтра.

Хама хам: «Ан авăн, шĕшкĕ» теттĕм

Пруссире е вутлă Карпатра.

 

Кенигсберг енне мĕнле манайăп?!

Ĕмĕр асра пулĕ Порт-Артур:

Çĕнтерӳ башни çине штыкпа эп

Чăвашла çырни те унта пур.

 

Тавтапуç, аннеçĕм, паттăр турăн —

Çĕнеймерĕ ирсĕр çичĕ ют.

Эпирех çĕнтертĕмĕр маттуррăн,

Малалла

Чи хаклă парне


Юрлă-çумăрлă çанталăк

Тăват çул алхасрĕ тек:

Юнлă-çулăмлă çулталăк —

Кашниех çур ĕмĕр пек.

 

Юрĕ-çумăрĕ татахчĕ...

Пуля — кĕтнĕ çимĕç мар.

Кашни пуля — пĕр салтакчĕ,

Ман юлташчĕ, нимĕç мар.

 

Урлă-пирлĕ шăхăратчĕ,

Суккăр пуля ши те ши!

Ман пуçа вăл шав шыратчĕ —

Тупĕ-ши те тупмĕ-ши?

 

Ах, аннем, вилес килместчĕ

Ют çĕрте вунсаккăрта!

Пурăнас тесех сикетчĕ

Яш чĕреçĕм кăкăрта.

 

Хамăр çĕр енне пăхаттăм

Вĕçмен чух хăруш йĕтре,

Хамăр кил тĕлне шыраттăм

Ăш вăрканă сехетре.

 

Ман чĕрем сире сунатчĕ:

«Пултăр ирĕк ĕмĕр сыв!»

Хамăр кил пек туйăнать-çке

Манайми Тăван çĕршыв.

 

Çавăнпа эп тупа турăм

Çапăçмашкăн çич ютпа,

Фашиста хăйне тĕп турăм —

Ан юнатăр тек вутпа!

 

Каçарсам, аннем, кӳмерĕм

Парнесем ют çĕршывран:

Хаклăран хакли вăл терĕм,

Çĕнтерӳ — парнеçĕм ман!

Салтак амăшĕ


Кам сана, мăнтарăн, лăплантарĕ-ши,

Кам хăйса калайĕ хĕрхенсе:

«Чи асаплă, чи сăваплă салтак амăшĕ,

Ан хурлан, ан йĕр», — тесе?

 

Кашни вăрçă саншăн — чун çунтармăшĕ.

Салтакран çыру та, сас та çук...

Эс мĕнле кăна çунман пуль, салтак амăшĕ,

Пĕр хыпарсăр кĕтнĕ чух?

 

Эс мĕн чухлĕ халь те макăрман-ши,

Курманни тата мĕн юлчĕ-ши?

Паттăр эсĕ ывăлу пек, салтак амăшĕ,

Пуç таять сана Çĕршыв.

■ Страницăсем: 1... 590 591 592 593 594 595 596 597 598 ... 796